Кивĕ Улхаш, Кivĕ Ulhаš (выр. Старые Алгаши) — Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕн ялĕ. Юлашки вунăçуллăхсенче халăх шучĕ çав тери хытă чакнă пулин те, пурпĕрех тĕнчери чи пысăк чăваш ялĕсенчен пĕри пулса тăрать-ха. Вăл — Улхаш ял тăрăхĕн тĕп ялĕ. Çавна май кунта вăл тытăмăн тĕп кантурĕ вырнаçнă.

Ял
Кивĕ Улхаш Кivĕ Ulhаš
Кивĕ Улхаш
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Чăнлă
Ял тăрăхĕ Улхаш
Координатсем 54°39′40″ с. ш. 47°44′25″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Ял  Ял
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним кивĕулхашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 +7 842 45
Почтă индексĕ 433647
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 254 880 001
Кивĕ Улхаш (Раççей)
Точка
Кивĕ Улхаш (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Тавралăхĕ

тӳрлет

Вăрмансăр, уй-хирлĕ, ана-çранлă вырăн. Ял, Чăнлă шывĕн, тĕпрен илсен, сылтăм, хĕррипе, сахалтан та тăватă çухрăма çити тăсăлать. Аслă Накаткинран, район центрĕнчен, 22 километр çурçĕр-хĕвеланăçнелле вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

1960-мĕш çул тĕлнелле халăх йышĕ Кивĕ Улхашра 4000 (тăватă пин) çынна çитнĕ[1]. 1989-мĕш çулта ялти 720 килте 2256 çын пурăннă. Çавăн пекех 2009-мĕш çулта 1742 çын тесе палăртни те пур[2].

Кивĕ Улхашра ак çапла вырăсла ятсемлĕ урамсем пур: улица 1-я Куликовская, улица 2-я Куликовская, улица Базарная, улица Богдашкинская, улица Верхне-Казанская, улица Верхняя, улица Высельская, улица Голубковский Порядок, улица Князькина, улица Колхозная, улица Комсомольская, улица Кооперативная, переулок Кооперативный, улица Куликовская 1-я, улица Куликовская 2-я, переулок Малоречный, переулок Малоречный, улица Мельничная, улица Мира, улица Набережная, улица Набережный Спуск, улица Наша Марка, улица Нижне-Казанская, улица Овражная, улица Огородный Спуск, улица Пионерская, улица Пионерский Порядок, улица Полевая, улица Пригородная, улица Садовая, улица Свободы, улица Серп и Молот, улица Советская[3]. Асăннă урамсен чăвашла ячĕсем епле пулни паллă мар, весене халлĕхе тупса палăртайман.

Вырăсла ятсене илес пулсан, унта тĕлĕнтермĕшсене курма пулать. "Улица 1-я Куликовская", "улица 2-я Куликовская" текеннисем çеç мар, "улица Куликовская 1-я", "улица Куликовская 2-я" ятлисем те пур иккен: майлашусене тепĕр май çавăрса лартнă те — урăх урамсем пулса тăнă.

Истори

тӳрлет

Яла XVII ĕмĕртен каярах мар никĕсленĕ[1]. Çав вăхăтрах, П.Л. Мартынов историк шучĕпе, Хаяр Иван патша Хусана иличченех ял пулса кайни пирки калакан халăх халапĕсем те пур[1]. Ял ячĕ пирки калас пулсан вара, чăн та, "Улхаш" текен элемент (топоформант) хальхи Чăваш республикин территорийĕнче час-часах тĕл пулать. Вирьял тăрахĕнче вăл, унти диалектпа килĕшÿллĕн, "Олхаш" е "Олкаш" евĕрлĕрех илтĕнме пултарать. Вăл сăмах мĕне пĕлтерни тĕп-тĕрĕссĕн паллă мар. Улпресса сайт çапла пĕлтерет[1]:


<Куçару: 1723-мĕш çулта Кивĕ Улхашра 88 кил пулнă, 1834-мĕш çулта — 213 кил, вĕсенче 1545 çын пурăннă. 1848-мĕш çулта кÿршĕри Аслă Чăнлă тутар ялĕнчен 12 чун (4 кил) куçарса килнĕ те вĕсене усă курма 186 теçеттинте 672 чалăш çĕр уйăрса панă. 1860-мĕш çулсемччен утел хресченĕсем çĕрĕçĕпе, выльăх ĕрчетессипе пурăннă. Хресченсене ирĕке кăларнă çул (1861) Улхаш пĕрлĕхĕ 835 ревизла чунран (242 кил) тăнă.>

Чăн малтанах кивĕулхашсем халăхăн йăлари тĕнне ĕненекенсем (киреметçĕсем) пек шутланнă. Ирĕксĕртен тĕне кĕртесси 1820-1850-мĕш çулсенче çеç пулса иртнĕ. 1840-мĕш çулта Турамăшĕн Турăшĕн "Мĕнпур хурланакансен Савăнăçĕ" чиркĕвне туса лартнă. 1849-мĕш çулта çав чиркÿ вăйлă çилпе сиенленнĕ те ăна тепĕр çулхинех юсаса йĕркене кĕртнĕ. 1868-мĕш çулта вара çăв чиркÿ пушарпа кĕлленĕ. Ăна каллех тепĕр çултанах çĕнĕрен тунă. Çапла вăл вара 1930-мĕш çулчченех, ăна хупиччен, ĕçленĕ. 1989-мĕш çулта çĕнерен туса лартнă. Халичченех ĕçлет.

Ытла та пысăккине кура яла 1891-мĕш çултанпа ятарлă пухупах çирĕплетсе икĕ пая пайланă пулнă: пĕр пайне Тури Кăрмăш, теприне Анатри Кăрмăш тенĕ. Кашни пайĕнчех хăйне уйрăм староста пулнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен (1914-[х1918]]) 22 çын яла таврăнман, вĕçем çапăçусенче пуçĕсене хунă. Каярахри Граждан вăрçинче 16 çын вилни паллă.

XX ĕмĕрти истори

тӳрлет

1900-мĕш çул тĕлне Кивĕ Улххашри 460 килте 2700 çын (1338 арçын тата 1362 хĕрарăм) пурăннă[1]. Суту-илӳ тата тăвăмлăх йĕркелĕмĕсем (вăл шутра — тĕрлĕ йышши армансем), миссионерсен Православи пĕрлĕхĕн кĕнеке управĕ пулнă. Паллă пуянсенчен Петрушка ятпа çÿренĕ Петр Юманова асăнмалла. Вăл 60 теçеттин çĕрпе усă курнă, ун патĕнче темиçе теçетке çын тара кĕрĕшсе ĕçленĕ.

Çутĕç тата культура

тӳрлет

Арçын ачасене вĕрентекен шкул ялта 1840-мĕш çулта уçăлнă. Унăн статусĕ, официаллă ячĕ мĕнле пулни паллă мар. 1896-мĕш çулта чиркÿ-приххут шкулĕнче хĕрачасене те вĕрентме пуçланă.

Кăсăклă фактсем

тӳрлет

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

тӳрлет

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • Матвеев Г.Б., Долгова А.П. Кивĕ Улхаш — Электронла Чăваш энциклопедири статья.
  • Кадебин, Николай. СТАРЫЕ АЛГАШИ (КИВE УЛХАШ) (очерки по истории села). Симбирск, Печатный двор. 2004. ISBN: 5-7572-0141-X ББК: Т3(2Р-4Ул-2Старые Алгаши)0,02 УДК: 9(С.)
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. Чуваши Ульяновские. Чăваш электронла энциклопедийĕнчи статья.
  • Садыкова Резеда Камиловна. ИСТОРИКО-ЛИНГВИСТИЧЕСКИЙ АНАЛИЗ ТЮРКО-ТАТАРСКОЙ ТОПОНИМИИ УЛЬЯНОВСКОЙ ОБЛАСТИ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ 10.02.02.- Языки народов Российской Федерации(татарский язык) АВТОРЕФЕРАТ диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук Казань-2003.
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа", Шупашкар, 2002. 192 с.
  • Мĕтри Юман. Ульяновск енчи чăвашсем. // Мĕтри Юман. Çырнисен пуххи. Шупашкар, 1997. — С.435-438.
  • Ромашкин, Валериан Федорович. Чуваши Симбирского Поволжья : ( Расселение, состав, этногенез, культура, религия ) / В. Ф. Ромашкин, В.Н. Федоров, Л.П. Шабалина. - Ульяновск: Симбирская книга, 1998. - 168 с. : ил.
  • Культура и быт низовых чувашей. Ч., 1984.
  • Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
  • Ягафова Е.А. Чуваши Урало-Поволжья (история и традиционная культура этнотерриториальных групп). Ч., 2007.
  • Краткая чувашская региональная энциклопедия. Пензенская, Саратовская, Ульяновская области. Ульяновск, 2009.
  • Алеева, Л. Упа, тилĕ, куян... тата ыттисем : кивĕ Улхашри хушаматсен историйĕ / Л.Алеева // Канаш (Ульяновск обл.). - 2000. - 25 çурла. - С. 3.
  • Народы и конфессии Ульяновской области в начале XXI века. Фотоиллюстративный альбом/ Анисимова Е.Ю., Бузинова А.А., Идиатуллов А.К., Канцерова И.Е., Кобзев А.В., Ротова А.А., Русин Д.В.; под ред. Кобзева А.В., Русина Д.В. – Ульяновск: «НИИ истории и культуры имени Н. М. Карамзина», 2015. – 112 с. Вне плана

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Костинсем: Николай тата Светлана. Çĕнĕ Улхаш ялĕ. — "Улпресса" сайтран.
  2. ^ Кивĕ Улхаш. 2017 ҫулхи Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Карта село Старые Алгаши в Ульяновской области.(ĕçлемен каçă)
  4. ^ Андрбаев Н.А. Шуреков Никифор Александрович. — Электронла Чăваш энциклопедири статья.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7 тата 8 Почётные граждане. Список лиц, которым присвоено звание «Почётный гражданин Цильнинского района»
  6. ^ ГЕОРГИЙ МАЙРАБЕЕВ – ЧĂНЛĂ РАЙОНĔН ХИСЕПЛĔ ÇЫННИ(ĕçлемен каçă) — Канаш хаçат 1467-МĔШ (2018.04.06) КĂЛАРĂМ
  7. ^ Структура » Удалова Ирина Витальевна, Директор — БУК ЧЕБОКСАРСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МУЗЕЙ «БИЧУРИН И СОВРЕМЕННОСТЬ" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Каçăсем

тӳрлет