Улхаш (Самар облаçĕ)
Улхаш (выр. Покро́вка) — Самар облаçĕн Пиçенчĕк районĕнчи чăвашсем те пурăнакан ял. Тĕрĕссипе, чăвашĕсем унта шутсăр нумайăнах та мар, анчах вĕсем кунта ĕлĕкренпех хăйсен уйрăм кĕтесĕпе (пĕрлĕхĕпе) пурăннă. Каярахпа ялăн çав чăвашсем пурăнакан пайĕнче пушар тухнă. Çынсем çурчĕсене çавăн хыççăн ялăн урăх пайĕсенче çавăрнă. Çапла вара хальхи вăхăтра унашкал ятарлă кĕтес ялта çук темелле. Анчах чăвашĕсем пур. Вăл шутра, урăх тĕлсенчен кунта килсе вырнаçнисем те.
Ял
Улхаш
Улхаш
|
Кунçулĕ
тӳрлетКу тĕлти чăваш ялĕсем епле никĕсленни пирки çапла калани пур[1].
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Село Покровка. Село Улхаш (впоследствии Покровка) было основано калмыцким кочевым населением. Село Покровка на карте Самарского уезда Самарской губернии 1912 г. оно относится к волости, правление которой осуществлялось из с.Глушица. Свое название село получило от названия прихода церкви Покрова святой Богородицы, расположенного в нем. Впоследствии церковь была разрушена.
<Куçару: >
Тепĕр çăлкуçран:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетПаллă çынсем тата ытти харкамлăхсем
тӳрлет- Степанова Роза Васильевна — вырăнти тĕпри чăваш
- Оленич Клавдия Васильевна — вырăнти тĕпри чăваш
- Васильева Майя Никаноровна — вырăнти тĕпри чăваш
- Васильева Наталья Викторовна — вырăнти тĕпри чăваш, Васильева Майя Никаноровнан усрав хĕрĕ, чăвашла пĕлменскер.
- Никифоров Николай Миронович — Тутарстанри Шемĕршелтен куçса килнĕ чăваш
- Сайков Иван Алексеевич — Самар облаçĕнчи Иссаклă районĕнчи Аслă Микушкелтен куçса килнĕ чăваш
- Никандрова Вера Григорьевна — Чăваш Енри Елчĕк районĕнчи Хăвăлçырмаран куçса килнĕ чăваш
- Белоусова Н.Е. — кĕнекесарта ĕçленĕ, амăшĕ чăваш тесе ĕнентернĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Чернов В. Чăваш кассиллĕ Улхаш, пулĕ-ши санăн малаш? // самар ен хаçат, 1996, июль, 27 (8№).
- Симаков, В. Энциклопедия чувашских сёл Самарской области (историко-этнографические материалы). — Самара: Издательство «НТЦ», 2008. — ISBN 978-5-98229-167-7