Лаптев Павел Васильевич
Павел Васильевич Лаптев — Совет Союзĕн Паттăрĕ, лейтенант, батарея командирĕ. Вăл 1911 çулта Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕчи Пухтел ялĕнче çуралнă.
- 1936-мĕш çулта Чĕмпĕр хулинче совпартшкола пĕтерет.
- 1939-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара хесмете чĕнеççĕ.
- 1939-мĕш çулта Харьковри артиллери училищин хăвăртлатнă курсĕсенче вĕренет.
Павел Васильевич Лаптев | |||||||
![]() | |||||||
Çуралнă вăхăт | 1911 çул, чӳкĕн 27-мĕшĕ | ||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Раççей империйĕ Чĕмпĕр кĕперни Пухтел ялĕ халь Чăнлă районĕ Чĕмпĕр облаçĕн, РСФСР | ||||||
Вилнĕ вăхăт | 1954 çул, авăнăн 3-мĕшĕ | ||||||
Вилнĕ вырăн | Чĕмпĕр хули, РСФСР, СССР | ||||||
Пăхăнулăх |
![]() | ||||||
Çар ăрачĕ | артиллери | ||||||
Хĕсмет çулĕсем | 1939-1946 | ||||||
Хисеп | |||||||
Чаç |
971-мĕш артиллери полкĕ 110-мĕш стрелок дивизийĕ 33-мĕш çар Анăç фрончĕ | ||||||
Командăланă | батарея | ||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи | ||||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Вăрçăра 1941-мĕш çулхи утă уйĕхĕнчен.
- 971-мĕш артиллери полкĕн батарея командирĕ Лаптев лейтенант 24.2.1942 Калуга облаçĕ Юхнов районĕнчи Ивищи ялĕ патĕнче тăшманăн темиçе вут точкине пĕтернĕ. Атака пуçланиччен 3 салтакпа тăшманăн дочĕ патне вăрттăн çитсе ăна аркатнă. Аманнă пулсан та çапăçуран тухман.
- 1944-мĕш çулта командирсен пахалăхне ӳстерекен курсне вĕçленĕ. - 1946-мĕш çултан запасра. Чĕмпĕр хулинче ĕçленĕ.
1954-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче вăхăтсăр вилнĕ. Чĕмпĕр хулинче пытарнă.
ЧыславсемТӳрлет
- Совет Союзĕн Паттăрĕ № 550;
- Ленин орденĕ;
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ;
- 3-мĕш шайри Суворов орденĕ;
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
- Пухтелте ăна асăнса урам ятне панă, ял варринче палăк лартнă.
АсăрхавсемТӳрлет
ВуламаллиТӳрлет
- Ермолаев А., Калашников Н. Шагнувшие в бессмертие, Ульяновск, “Симбирская книга”, с. 78.
- Ульяновцы в боях за Родину. Саратов, 1964.
- Илле Тукташ. «Павел Лаптев»
КаçăсемТӳрлет
Лаптев Павел Васильевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |