Иванов Василий Иванович

Иванов Василий Иванович, — «Хыпар» хаçатăн пиллĕкмĕш редактор-издателĕ, вĕрентекен.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Хальхи Чĕмпĕр облаçĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче 1882 çулта çуралнă.

Хыпар хаçачĕн редакторĕ

тӳрлет

Чĕмпĕр облаç патшалăх архивĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин жандармери управленийĕн фондĕнче унăн революци ĕçĕ çинчен калакан темиçе документ упранать. Унта Пăва уес исправникĕ çапла пĕлтерет:

1906 çул пуçламăшĕнче кунта учительсен вăрттăн пухăвĕ иртнĕ, вĕсем хăйсен профсоюзне туса хума шутланă. Асăннă съезда килнĕ 42 çын хушшинче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн вĕрентекенĕ Василий Иванович Иванов та пулнă. Исправник шухăшĕпе вăлах — çак сьезд пуçаруçи

.

Иванов шăпах çав вăхăтра шанчăксăррисен шутне лекнĕ теме пулать. Çакна Чĕмпĕр кĕпĕрнаттăрĕ патне 1907 çулхи çу уйăхĕн 18 Хусантан янă ыйту та çиреплетет. 1907 çулхи пуш уйăхĕн 7 В. И. Иванов «Хыпар» хаçата хăй аллине илсен тӳрех патша стройне çивĕччĕн критиклеме пуçлать, ку тĕлĕшпе ыттисем те çине тăрса ĕçлеççĕ. Хусан кĕпĕрнин влаç тытăмĕнчисем чăваш хаçачĕн çĕнĕ редакторĕн «политикăри пиçĕлĕхне» тĕрĕслеме шутлаççĕ.

Йывăр лару-тăрăва пăхмасăр (полици хаçатăн уйрăм номерĕсене арестленĕ, икĕ редакторне судпа айăпланă, тата ытти те) В. Иванов хăй суйласа илнĕ политика çул-йĕрне улăштармасть. Çаксене шута илсе вăл хаçата урăх çын аллине пама шутлать. Малтанах хаçат секретарĕ Ф.Николаев (Сергеев) ку енĕпе шанăç çуратнă. Анчах шухăш çийĕнчех сирĕлнĕ, мĕншĕн тесен кĕпĕрнаттăр ăна редактор пулма çирĕплетмен пулĕччё. Федор Николаев 1900 çулсен пуçламăшĕнчех правительствăна хирĕç агитаци тунине темиçе хутчен асăрханă, çакăншăнах ака вĕрентекен ĕçĕнчен икĕ хут кăларса янă.

Асăннă ыйтăва темиçе хутчен сутсе явна хыççăн хаçат редакторĕ пулма Ф. Н. Николаев арăмне А. А.Николаевăна сĕнеççĕ.

Каçăсем

тӳрлет