Николаева Агапия Алексеевна

Николаева Агапия Алексеевна (çуралнă чухнехи, качча кайичченхи хушамат Кармачёва, хальхи Чăваш республикинчи Куславкка районĕ шутне кĕрекен Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ) — «Хыпар» хаçатăн улттăмĕш редакторĕ. Анчах та вăл хаçатăн пĕр номерне çеç хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ, ăна та пулин, наборланă хыççăн, аркатса тăкнă.

Темĕнле усал япала тупнăран мар. Сăлтавĕ, ахăртнех, юри йĕркеленĕ провокацире. Почтăпа хаçат редакцине «такам» юраман (чарнă) кĕнекесем, брошюрăсем ярса панă та, çак вăхăтра тустару ирттернĕ.

А.А.Николаева — Федор Николаевич Николаевăн (каярахри хушамачĕ Сергеев, 1881-1941) арăмĕ. Вĕсем хальхи Шупашкар районне кĕрекен ялсенче вĕрентевçĕре ĕçленĕ чухне (Агапия Алексеевна Платкара, Фёдор Николаевич — Иккассинче) паллашса пĕрлешнĕ пулмалла.

Кунсăр пуçне Интернетра Агапия Кармачёва Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн хĕрарăмсен уйрăмне пĕтернине пĕлме пулать[1].

Надежда Смирнова çырнинчен[2]:

« Виççĕмĕш редактора арестлесен хаçат пĕр уйăха яхăн /юпан 29-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕччен/ тухман. «Хыпарăн» черетлĕ редакторĕ - П.Алексеев. Тÿре-шара Павел Алексеевича та канăç паман. Хăй «шанчăкран» тухнине сиссе вăл 1907 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче кĕпĕрнаттăр патне ĕçрен кăларма ыйтса çырнă. «Хыпар» хаçат пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче В.Иванов аллине куçнă. Часах жандарм управленийĕнче Василий Иванович Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçленĕ вăхăтра митингсене хутшăннине сиссе хĕсĕрлеме пуçланă. Хыпарçăсем хаçата çав вăхăтра яваплă секретарьте ĕçленĕ Ф.Николаева шанса пама шухăшланă, анчах Федор Николаевич революци çулĕ çине тăнине, правительствăна хирĕç агитаци тунине Хусан кĕпĕрнинче аван пĕлнĕ. Николаев арăмĕ те, Агапия Алексеевна, мăшăрĕ пекех вĕрентекен пулнă. Хаçатра ĕçлекенсем шăпах ăна редактор пулмашкăн уйăрса лартма калаçса татăлнă.

Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче тухмалли 19 /66/-мĕш номере çутă кун пама ĕлкĕреймен, ăна, наборланăскерех, халăхра салатма чарнă. Çапла вара Агапия Алексеевна алă пуснă пĕр номер та тухайман.

Çĕртмен 1-мĕшĕнчи ухтару хыççăн хаçата кăларса тăма чарнă пулин те редакци çыннисем шанчăка çухатман, ăна çĕнĕрен кăларма пуçласси çинчен ĕмĕтленсе пурăннă. Анчах çакна тата вунă çул кĕтме тивнĕ.

»

Тата тепĕр тĕлтен[3]:

« "Хыпарăн" пичетленеймен 19 /66/-мĕш номерне 1907 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче кăларма палăртнă пулнă. Агапия Алексеевна Николаева /Кармачева/ хăйне редактор-издатель пек кăтартайман пулин те /вăл ертсе пынипе пĕр кăларăм та тухайман/ "Хыпар" биографийĕнче улттăмĕш редактор пек çырăнса юлнă.

1907 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Агапия Николаева Хусан кĕпĕрнаттăрĕ патне "Хусан хулинче чăвашла тухса тăракан хаçата В.Ивановран харпăрлăха илни, малашне "Хыпара" хăй кăларса тăма кăмăл туни çинчен" пĕлтерекен хут янă. Пĕр эрнерен Шалти ĕçсен министерствин пичет ĕçĕсен тĕп управленийĕ ăна хаçат кăларма ирĕк паракан свидетельствăпа тивĕçтернĕ. Тĕп типографин хуçи те хаçат кăларма килĕшнĕ. Ĕçе пуçăнмалли кăна юлнă, анчах...

"Хыпар" редакцине посылка килнĕ. Ун хыççăнах полици çыннисем персе çитнĕ, редакцире шырав пуçланнă. Анчах юраманни нимĕн те тупăнман. Каярахпа çакă палăрнă: посылкăна Питĕртен темле Н.Иванов янă, унта пин экземпляра яхăн вулама чарнă кĕнекесемпе брошюрăсем пулнă. Çак хăрушлăх "Хыпар" кун-çулĕшĕн синкерлĕ килсе тухнă: 1907 çулхи 19-мĕш номер вулакан патне çитеймен.

1907 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнчи пулăмсем /II Патшалăх Думине салатса яни тата Дума суйлавĕ çинчен йышăннă çĕнĕ саккун/ хаçат кăларассине чĕртсе тăратас ĕмĕте чылайлăха пусарса хунă. Посылкăпа çыхăннă лару-тăру хыççăн А.Николаевăна йĕрлеме пуçланă.

Тĕпчевçĕсен шухăшĕпе - кун çути курма пÿрмен номерте çĕнĕ редактор пичет кăларăмĕнчи улшăнусем çинчен пĕлтерни, пĕрремĕш чăваш драматургĕн М.Акимовăн пьесин малалли пайĕ, ытти публицистика тата илемлĕ литература произведенийĕсем пулма тивĕç. Редакци архивĕ упранса юлман, çавна май 19-мĕш номер содержанине туллин пĕлме май килмест. Ахăртнех, хăшпĕр страница, авторсен материалĕсем цензор архивĕнче е Хусан кĕпĕрнин жандарм управленийĕнче е кĕпĕрнаттăр канцелярийĕнче тăрса юлма пултарнă.

"Хыпар" хаçат хупăннă хыççăн Агапия Николаева ĕçсĕр тăрса юлнă. 1907 çулхи кĕркунне вăл мăшăрĕпе пĕрле жандармсенчен тарса Сиктĕрме ялне куçнă. Çулталăкран вĕсене каллех йĕрлеме пуçланăран Чĕмпĕре пурăнма кайнă.

Агапия Николаева Октябрь революцийĕ хыççăн та Чĕмпĕр хулинчех пурăнма юлнă, педагогра ĕçленĕ. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Агапия Алексеевнăн мăнукĕ Валерий Валентинович Сергеев Хусанри патшалăх университетĕнче литература преподавателĕнче ĕçленĕ.

»

Тăватă хĕрпе пĕр ывăл тенĕ-ха кунта. Камсем-ши вĕсем? Çавна май ак çак япалана аса илме пулать[4]:

<Куçару: Чĕмпĕрте мусăка юратакансем нумайччĕ. Нумай çуртсенчен фортепиано сасси илтĕнетчĕ. ... Час-часах унчченхи Дворянсен пухăвĕ пулнă çуртра концертсем пулатчĕç. Мусăк шкулĕн вĕренекенĕсенчен çав концертсенче тĕпрен илсен эпĕ тата Надя Сергеева, вăл та чăвашах, пушкараттăмăр.>

Кăсăклă фактсем тӳрлет

Çакăнта асăнакан Надя Сергеева Фёдор Николаевпа (Сергевпа) Агапия Николаеван хĕрĕ пулман-ши?

Çав. пекех тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Леонтьев А. П. О ТРАГИЧЕСКОЙ СУДЬБЕ ГАЗЕТЫ «ХЫПАР»-3 И ЕЕ РЕДАКТОРА АГАФЬИ ГАВРИЛОВНЫ ГАВРИЛОВОЙ. Вестник Чувашского университета. 2018. № 2
  2. ^ Смирнова, Надежда. Тĕп тĕллеврен пăрăнмасăр — 22 Jan, 2016 | Хыпар | Культура | Истори
  3. ^ Кун çути курайман 66-мĕш — 27 Jan, 2016 | Хыпар | Ыйту-хурав | Истори
  4. ^ Максимова Г. С. О пережитом 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. (Лик Чувашии. 1997. №2)