Максимова Вера Степановна

Максимова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Максимова Вера Степановна (1922, Вăта Тимĕрçен ялĕ1964), Мускав хули), — чăвашран тухнă чаплă пианистка.

Вера Максимова
Тулли ят Максимова Вера Степановна
Çуралнă вăхăт 1922, [[]]
Çуралнă вырăн Вăта Тимĕрçĕн, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1964, [[]]
Вилнĕ вырăн Мускав, СССР
Патшалăх Раççей империйĕ, РСФСР, СССР
Профессисем пианистка

Г.С. Максимова йăмăкĕ.

Пурнăçĕ тӳрлет

Вăта Тимĕрçен ялĕнче, унччен Чăваш шкулĕнче ĕçленĕ вĕрентевçĕсен килйышĕнче çуралса ÿснĕ.

  • Кукашшĕ — Эсливанов Никита Савельевич (1851-?)
  • Кукамăшĕ — Эсливанова (Свинцова) Ольга Мартемьяновна (1863-1942)[1]

Г.С.Максимова ачалăхĕ, Чĕмпĕр хулипе пĕрлех, Вăта Тимĕрçен ялĕнче те иртнĕ.

Чĕмпĕртен Мускав кайсан пултаруллă ачасен Тĕп мусăк шкулĕнче вĕреннĕ. Мускав консерваторийĕнче вĕренме пуçланă. Вăрçă вăхăтĕнче амашĕпе пĕрле Мордва республикинче пурăннă, тыткăнри нимĕçсем пулнă вырăнта куçаруçă пулса ĕçленĕ.

Вăрçă пĕтеспе ăна Хусанти психиатри пульниццине тытса кайнă, вара вăл унта мĕнпурĕ 3 çул пурăннă. Çапла вара 1947-мĕш çулта çеç унăн Мускав консерваторийĕнчи вĕренĕвне тăсма май килнĕ (Л. Оборин класĕнче).

1964-мĕш çулта чĕри хавшаса кайнипе вилнĕ.

Килйыш пурнăçĕ тӳрлет

Андрей Лимчер врачпа пĕрлешсе пĕрле пурăннă. Тахăш вăхăтра уйрăлнă. Çапах та вĕсен пĕрлехи ывăлĕ пулнă. 20-мĕш ĕмĕр вĕçнелле вăл, Леонид Лимчер, Америкăра пурăннă.

Çавăн пекех пăхăр тӳрлет

Вуламалли тӳрлет

  • Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
  • Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
  • Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
  • Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
  • Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
  • Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет