Максимова Галина Степановна
Максимова Галина Степановна (1914, Чĕмпĕр хули — 2004 (ытти хыпарсемпе[1] — 2009), Лондон хули), — чăвашран тухнă чаплă пианистка.
Галина Максимова | |
Тулли ят | Максимова Галина Степановна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1914, нарăс, 10 |
Çуралнă вырăн | Чĕмпĕр хули, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | 2004, пуш, 31 |
Вилнĕ вырăн | Лондон хули, Аслă Британи |
Патшалăх | Раççей империйĕ, РСФСР, СССР, Аслă Британи |
Профессисем | пианистка |
Пурнăçĕ
тӳрлетЧĕмпĕр хулинче, Чăваш шкулĕнче ĕçлекен вĕрентевçĕсен килйышĕнче çуралса ÿснĕ.
- Ашшĕ — Максимов Степан Максимович (1892-1951)
- Амăшĕ — Эсливанова Капитолина Никитична (1893-1979)
- Кукашшĕ — Эсливанов Никита Савельевич (1851-?)
- Кукамăшĕ — Эсливанова (Свинцова) Ольга Мартемьяновна (1863-1942)[2]
Г.С.Максимова ачалăхĕ, Чĕмпĕр хулипе пĕрлех, Кăнна Кушки тата Вăта Тимĕрçен ялĕсенче те иртнĕ.
"Пĕрремĕш чăваш пианистка" тенĕ пирки
тӳрлетЧылай авторсем Г.С.Максимова пирки "чăвашран тухнă пĕрремĕш пианистка" теççĕ. Паллах, лайăх енчен палăртас шутпа ĕнтĕ. Анчах та çапла калани вырăнлах мар пулас. Калăпăр, Г.С.Максимова çырса хăварнă "О пережитом" асаилĕвĕнче ("Веруся" пайра)[3] Чĕмпĕрти Дворянсен пухăвĕн çуртĕнче унпа пĕрле тата Надя Сергеева текен чăваш хĕрачи те концертсене хутшăнни пирки калать. Вăл хĕрачан малашнехи шăпи тĕрĕссипе паллă мар ентĕ, анчах кун пек тĕслĕхсем татах та пулма пултараççĕ. Ав, унăн йăмăкĕ те пианистка пулса тăнă. Галина Максимовна капла та питĕ мухтавлă çын, ун çумне татах та мĕн те пулин пусарсах хушса хума кирлĕ мар.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Фейгин Л. В. Галя // Моя жизнь. М., 1993.
- Илюхин, Ю. Эсливановсен йăхĕнчен / Ю. Илюхин // Хыпар. – 2004. – 13 çу.
- Наумова, Т. Вӗсене аслати кӗмсӗртетнӗн алӑ ҫупнӑ / Т. Наумова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. – 2011. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 33). – С. 2.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 258.
- Илюхин, Ю. А. Максимова Галина Степановна / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 15-16.
- Илюхин, Ю. Сдержанный и чуткий аккомпаниатор / Ю. Илюхин // Республика. – 2004. – 21 апр. (№ 16). – С. 6. - См. текст
- Максимова, Г. О пережитом : [воспоминания] / Г. Максимова ; предисл. Ю. Илюхина // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 52-76.
- Михайлов, Юрий. «Манăн пурнăç Гальăсăр урăх çулпа виçесĕр начар каятчĕ» — Чăваш хĕрарăмĕ 28 (1307) № 20.07.2023
20 Утă, 2023
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ МАКСИМОВА, ГАЛИНА СТЕПАНОВНА.
- ^ Семейные деревья MyHeritage
- ^ Максимова Г.С. "О пережитом" 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ. — Лик Чувашии. – 1997. – № 2.