Фарида (юрăç)
Фарида, Фарида Файзуллина(Файзуллина Феридя Фетахетдиновна, тутар. Фәридә Фәтахетдин кызы Фәйзуллина) — чăваш тата тутар эстрада юрăçи (çавăн пекех вырăсла та юрлать[çăлкуç кирлĕ]), композитор, кану-культура тĕлĕшпе менеджер. Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (2018)[2].
Фарида | |
Тулли ят | Файзуллина Феридя Фетахетдиновна |
---|---|
Çуралнă вăхăт | нарăс, 27 |
Çуралнă вырăн | Красномайск (Начар Упи), Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Патшалăх |
СССР, Раççей |
Профессисем | чăваш, тутар тата вырăс эстрада юрăçи, композитор, менеджер |
Жанрсем | эстрада мусăкĕ, поп-мусăк, халăх мусăкĕ |
Парнесем | "Саккам чăвашĕсен "УЧУК" фестивалĕн сасси" ят (2014), ЮТВ телеканал ирттернĕ конкурсра Стас Владимировпа пĕрле "çулталăк дуэчĕ" ят (2015), ЮТВ телеканалăн конкурсĕнче "çулталăк юрăçи" ят (2016), Чăваш наци конгресĕн хисеп грамоти (2015)[1], Чăваш Ен Патшалăх канашĕн хисеп грамоти (2016), Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçĕ (2018) |
https://t.me/farida54U5Bn6UVUxYTcy |
Кунçул, пултарулăх
тӳрлетЧăваш Енти Патăрьел районĕнчи Начар Упи ялĕнчи[1] 8 киллĕ[3][4] Тутаркасси урамĕнче[5] çуралса ÿснĕ. Ача чухне ялти кĕнекесарти тутарла, вырăсла кăларăмсене çеç мар, чăвашлисене те (кĕнекесем, журналсем, хаçатсем) иле-иле вуланă. Валери Туркай ĕнентернĕ тăрăх, уйрăмах Петĕр Хусанкайăн "Таня" поэмине (паллах, чăвашла, оригинал чĕлхипе) вулама юратнă[6]. Хăй вара ача чухне Илпек Микулайĕн "Хура çакăр" романне (икĕ кĕнекеллĕ) тата Никифор Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" романне (5-6 кĕнекеллĕ) вуласа ÿсни пирки калать[7]. Паллах, чăваш шкулне çÿренĕскер[8], ытти хайлавсемпе те паллашнă вăл. Чăваш чĕлхине, тен, ун чухне тутар чĕлхинчен те аванрах пĕлнĕ пуль (ку каллех хăй каланă тăрăх[7]).
Пирĕн чипер пике чăваш культурин хуранĕнче пиçсе çитĕннĕ, шкула та чăваш ачисемпех çÿренĕ[3]. |
Ҫӑлкуҫри текст(тутар.)Мәктәптә чуашча укыган; татар теле — гаиләдән[9].<Куçару: Шкулта чăвашла вĕреннĕ. Тутар чĕлхи — килйышран.>
Çакăн пиркиех юрăçă хăй те интервьюсенче калать[10].:
Ҫӑлкуҫри текст(тутар.)Мәктәптә чип-чиста чувашча укыдык. Үсеп җиткәч кенә шигырьләр эзләп, җырлар язып, саф татарчага өйрәндем. Урамда чуваш теле бик күп булса да, безнең әти-әни өйгә атлап кергәч, татарча сөйләшергә куша иде. Аның тәртибе шул иде. Алар инде мәрхүмнәр. Минем аларга рәхмәтләр әйтәсем килә, чөнки тормышта бик күп чувашча булган очракта да алар шушы татар телемне оныттырмаганнар.<Куçару: Шкулта тап-таса чăвашла вĕрентĕмĕр. Ӳссе çитнĕçем кăна, сăвăсем, юрăсем çырнă май, чăн тутарла вĕренсе çитрĕм. Урамра чăваш чĕлхи малта тăнă та, пÿрте кĕрсен атте-анне тутарла калаçма хушатчĕç. Вĕсен йĕрки çаплаччĕ. Ĕнтĕ атте-анне çĕре кĕчĕç. Эп вĕсене тав тăватăп, мĕншĕн тесен ман пурнăçра чăвашлăх нумай пулнă та, вĕсем вара тутар чĕлхи пирки те манман.>
Ачалăхне Фарида хăй çапла аса илет[3]:
Хама мĕн астунăранпах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Фльăрапа[11] ялан юрлаттăмăр эпир. Чăваш юррисене шăрантараттăмăр, вырăсла та янраттараттăмăр. Тутарла вара юрламанпа пĕрех. Тутар юррисемлĕ пластинкăсем пурччĕ килте, çавсене вара ялан итлеттĕмĕр. Мĕн пĕчĕкрен хамăрăн «концертсемпе» çынсене савăнтарнă. Пĕчĕк ачасем пек мар, ÿссе çитĕннĕ хĕрсем, чăн-чăн артисткăсем пекех туяттăмăр хамăра.
Мускавран тăвансем пырса çÿретчĕç пирĕн пата. Вĕсем килсен ятарлă программа хатĕрлеттĕмĕр Фльăрапа. Хыçлă икĕ тенкеле юнашар лартаттăмăр та, хăпарса тăраттăмăр та «сцена» çине - пуçлаттăмăр вара уяв концертне. Питĕ хавхаланса, тăрăшса юрлаттăмăр. |
Хăйне мĕнле чăваш юррисем уйрăмах килĕшни пирки калани[3]:
Нумай юрă килĕшет те... Çапах та «Шăнкрав курăкĕ», «Сир, анне, чÿрече каррине» юрăсене ыттисенчен уйăратăп. Халĕ вĕсене юрланă чухне ĕнтĕ хама ача чухнехи пек мăн çынла мар, пачах тепĕр майлăн туятăп: пысăк мар эпĕ - хыçлă тенкел çине хăпарса тăрса юрă шăрантаракан пĕчĕк хĕрача каллех. |
Юррисен сăввисем пирки акă мĕн тет Фарида[3]:
Юрăсен сăмаххисене хам çырмастăп. Чăваш поэчĕсенчен ытларах Валерий Раштавпа ĕçлетĕп, 20-рен ытла юрă текстне çырса пачĕ вăл. Инкеке лекнĕ пулсан та пуçне усмасть Валерий. Чунĕ унăн çутă та тарăн. Кăмăлĕ хурçăран та çирĕп. Юратуллă та савăнăçлă юрăсем çырать, вĕсем итлекенĕн чунне çунатлатаççĕ. Валерий Раштав поэт - сусăррисемшĕн кăна мар, сыввисемшĕн те маттурисемшĕн чĕр тĕслĕх: акă вăл чун хăвачĕн иксĕлми таппи. Манăн тепĕр автор - Василий Шихранов. Унăн пултаруллăхĕнче те ялкăш хĕлхем пур. Çак поэтсен сăввисем манăн чуна çывăх. Поэт пулнă пулсан хам та çавăн пеках çыраттăмччĕ пуль.
Сăмахсăр юрă пулмасть. Юрă вара çыннăн чун уççи. Çавăнпа кашни юрăçăн хайлавсен авторĕсем камсем пулнине пĕлтермеллех. |
Чăваш эстрадинчи хăйĕн кумирĕ тесе Иван Христофорова шутлать, ун умĕнче пуçне таять[3].
Хăй кĕвĕленĕ юрăсене ытларах юрлать концертсенче Фарида. Ытти чăваш, тутар тата вырăс композиторĕсен юррисене те юрлать.
Шкул пĕтерсен Фарида пилĕк çул Мускавра пурăннă (1980-1985), умпĕлÿ илнĕ хыççăн чÿрече блокĕсем тăвакан цехра оператор пулса ĕçленĕ[10]. Унтан Тутарстанти Теччĕ районĕнчи райпо тытăмĕнче ревизорта ĕçленĕ, Алабердино тутар ялĕнче Культура çуртне ертсе пынă. Çавăнпа пĕрлех Хусанти Культура институтĕнче вĕреннĕ те кану-культура пĕрлĕхĕсен менеждерĕн дипломне алла илнĕ. Хĕрĕ çавăнта пурăннă май, Çыранçи Чаллă хулинчи "Эврика" культура центрĕнче артистка-вокалистка пулса ĕçленĕ. Хайхи хĕрĕ Хусанти авиаци институтĕнче (КАИ) вĕренме пуçласан, вăл унпа пĕрле Хусана куçать.
Чăн малтан хăй ăсталанă тутарла юрăсен альбомĕ тухнă. Унтан — чăвашла юрăсен альбомĕсем.
Пайăр пурнăç
тӳрлетТетелте Фарида миçемĕш çулта çурални тĕлĕшпе информаци тупма йывăр. Ахăртнех, хĕрарăм пирки вăл хыпара пĕлмесен те юрать теççĕ пулмалла. Анчах та кун пек пайрăм эстрада юрăçине пырса тивмест (калăпăр, спортсменсене пырса тивмен пек). Çуралнă вăхăта (çулне) юрăхлă шăпташайлăхпа тавçăрса илме пулать. Фарида 1980-1985-мĕш çулсенче Мускавра пурăннă. Шкул хыççăн. Вăтам шкул пирки е сакăр çул вĕренмелли шкул пирки кунта сăмах пырать — çакă паллă мар. Ăна та, кăна та шута илсен, 1963-1965-мĕш çулсен хушăкне пырса тухатпăр. Шкула тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр çул маларах е каярах кайма тивме пултарнине шута илсен — 1962-1966-мĕш çулсен хушши.
Ютубри пĕр видеоклипра "Хусан пики" тенĕ Фаридана[12]. Чăннипе вара унăн пурнăçĕн ытларах пайĕ унта мар иртнĕ. Хусанта пурăнма çеç пуçлать-ха вăл.
Кăсăклă фактсем
тӳрлет- "Ман килес" текен юррăн клипне Тутарстанри Элмет районĕнчи Патраклă (выр. Старое Суркино, тут. Иске Суркино) чăваш ялĕн таврашĕнче ÿкернĕ[13].
- Çак "Ман килес" текен юрра урăх ятпа ("Келешем") тата урăх сăвăпа (Рустем Замалетдинов сăмахĕсем) Айгуль Сагеева юрлать. Вăл юрă (аудио) Тетелте пур (Размер: 5,79 МБ; Формат: mp3; Янрав вăхăчĕ: 04:12)[14]. Анчах та çав япалана "плагиат" теме çук, мĕншĕн тесен кĕвĕ авторне кăтартнă ("Фэридэ Фэйзуллина кое" тенĕ) тата, каларăмăр ĕнтĕ, сăмахĕсем те урăххин, — вĕсен авторне те асăннă. "Ман килес" текеннин текстне çыраканни вара, паллă ĕнтĕ, Валерий Раштав. Леш юрра илес пулсан вара, унта Келеш — ял ячĕ. Туртăм категорийĕн пĕрреллĕ хисепри пĕрремĕш сăпатĕнче шăпах Келешем (чăвашла куçарсан Келешĕм) пулать.
Кун пек пĕр харăсах чăвашла та, тутарла та сăвăсемлĕ юрăсем Фаридан татах та пур.
. Чăваш халăхĕшĕн вăл ФАРИДА <кун пирки стаья ятенчех каланă>. Тутарта-ФАРИДА ФАЙЗУЛЛИНА <Ăстан пĕлен? Википедири тутарла статья на вуласа пăхрăн-и?>.
Çакнашкал альбомсем тухнă:
—Татар телендә “Яшисе килә җырда” (2009 ел).
—Чăвашла “Аван-и, ман килес... (Исәнмесез, мин килдем... )" (2012).
--Чӑвашла "Юррӑмсем-ҫунатӑмсем(Мои песни - мои крылья)" (2014).[15]
--Чӑвашла "Ытарайми тӑванӑмсем (Родные мои, ненаглядные)" (2016).
--Чӑвашла "Юрӑ пулсан пурнӑҫ пур... "(2017).
Вуламалли
тӳрлет- ЧĂВАШ ЧĔЛХИНЕ ЮРАТНĂРАН. Фаридаран Алёна Селиванова илнĕ интервью. 2017 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат, 1365-мĕш (2016.04.22) кăларăм
- Акапасар.Фарида сасси. Чăваш халăх сайтĕнчи статья.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ 1 тата 2 2016.03.06 Глава администрации (Батыревского) района встретился с землячкой- известной эстрадной певицей Фаридой.
- ^ Чуваш халкы җырчысы, татар кызы Фәридә Фәйзуллинаны ике республика җитәкчесе котлады(ĕçлемен каçă) — Татар-информ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Степанов, Владимир.Ытарайми Фарида, Хыпар, 2014 раштав 30
- ^ Фарида хăй 7-8 кил тет.
- ^ Начар Упири Тутаркасси урамĕ.
- ^ П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халаласа.... — 1:04:25 хыççăн пăхăр.
- ^ 1 тата 2 Ирхи тĕпел. Фарида тата Марина Карягина.
- ^ Начар Упири тулли мар вăтам (8 сул вĕренмелли) шкула тесе ăнланмалла.
- ^ Иң популяр чуваш җырчысы - татар кызы Фәридә Фәйзуллина (Фарида) — 0:20 хыççăн пăхăр.
- ^ 1 тата 2 Иң популяр чуваш җырчысы Фәридә Фәйзуллина уңышының сәбәбен күп телләр белүендә күрә 2017 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. (тутарла) — 15 ноябрь 2016, 13:26(Казан, 15 ноябрь, “Татар-информ”, Рәмис Латыйпов, Гөлүзә Гыймадиева)
- ^ Фаридан йĕкĕреш хăраххи.
- ^ Хусан пики ФАРИДА юрлать.
- ^ Фарида. Ман килес. 21channelplus. Опубликовано: 22 окт. 2015 г.
- ^ Айгуль Сагеева Келэшем.(ĕçлемен каçă)
- ^ [1]
Каçăсем
тӳрлет- Чуваш җырчысы Фәридә Фәйзуллина Казанда өч телдә концерт куйды(ĕçлемен каçă) — 30 октябрь 2018, 19:14 , Фото: Салават Камалетдинов — Татар-информ.
- Фарида Файзуллина. Ман килес.
- Фарида Файзуллина. Хăна юрри.
- Татарская певица поздравила чувашских женщин с 8 Марта. 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Фарида. Интервью (тутарла) — Чуваш эстрадасының иң популяр җырчыларының берсе Фәридә Фәйзуллина Фарида белән интервью 1 (Чăваш эстрадин чи популярлă юрăçисенчен пĕри Фарида Файзуллина/Фарида панă интервью 1).
- Фарида тата Флера чăвашла юрлаççĕ.
- В. Раштав,Фарида: "Хăнара анчах".
- "Ман килес" юррăн сăввин тексчĕ.
- Этимология этнонима «чуваш» — (Кунта "чăваш" этнонима паянхи ăслав шайĕнче ăнлантарнă теме çук, анчах фон вырăнне янракан Фарида юрри тĕлĕшпе нимĕнле ÿпкев те пулма пултараймасть).
- Юрий Яковлев: Фарида ҫине чӑваш хӑй чунӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхать…
- Ирхи тĕпел. Выпуск 23.07.2019