Ураскилт (выр. Раскильдино), — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕ кунта вырнаçнă[1].

Ураскилт
Ураскилт
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Ураскилт
Координатсем 55°41′11″ с. ш. 46°34′31″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлану урамсем
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ христиансем
Этнохороним ураскилтсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ
Ураскилт (Раççей)
Точка
Ураскилт (Чăваш Ен)
Точка

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет
 
Ураскилт ял урамĕ.

Ураскилтре çемье тухтăрĕн пӳлĕмĕ[2], вулавăш[3], клуб, райпо лавки, харпăр лавка, автобус чарăнавĕ, чиркӳ, вулавăш пур.

2010 çулта Ураскилтре 158 çурт-хуçалăх пулнă, вĕсенче 417 çын (206 арçын, 211 хĕрарăм) пурăннă.

Ураскилт чиркĕвĕ

тӳрлет
 
Ураскилт_чиркĕвĕ
 
Ураскилт чиркĕвĕ

<Куçару: Приххут 6 ялтан тăрать: .... Ялсем унта малтан пырса пурăннă çынсен ячĕсене упраççĕ. Документсем тăрăх, чăвашсем 18-мĕш ĕмĕрти 40-мĕш çулсенче тĕне кĕнĕ.>

1778 çулта йывăçран икĕ астуллă Турă амăшĕ çуралнине чысласа чиркӳ туса лартнă. 1895 çулта вара çĕнĕ чиркӳ çуртне чултан купалама пуçланă.

Этимологи

тӳрлет

Ураскилт ячĕ икĕ пайран тăрать: ураз (арап чĕлхинчен кĕнĕ тĕрĕк сăмахĕ) — чăвашла ăрăс (телей), савăнăç пулать, кильде (тĕрĕкле) - чăвашла килчĕ сăмах пулать, пĕтĕмĕшле вара, савăнăç килчĕ тенине пĕлтерет. Çак ят чăваш чĕлхине тутар чĕлхинчен кĕнĕ, тутарсен те Уразкильде ят пур. Ӗлĕк, ывăл çуралсан, çемйешĕн пысăк телей пулнă, çавăнпа та ăна "ăрас килчĕ" тенипе тӳрре килекен Ураскилт ят панă. Пуплеве тепĕр май çавăрса хурсан "килчĕ ăрăс" пулать. Чăн та, кун пек ял ячĕ те пур: Кильдураз (Тутарстанти Пăва районĕ).[4]

Истори

тӳрлет

Ялта 1986 çулта тăван ен тĕпчев музейĕ уçăлнă.

Ĕлеххи тапхăрта

тӳрлет

Яла Ураскилт ятлă тĕне кĕмен чăваш Ураскилт пуçласа янă. Кунта вăл Атăл хĕрринчен куçса килнĕ. Унăн пиччĕшĕсем-шăллĕсем те пулнă: Четай, Штанаш, Хоршеваш, Атай, Хотар, Торай.

XIX ĕмĕрте

тӳрлет

1859 çулта 118 арçын, 130 хĕрарăм (Охверка ялĕнче 397 арçын, 388 хĕрарăм), 1926 çулта Ураскилтре 67 кил (321 çын), Охверка яленче162 кил (700 çын) пулнă.

XX ĕмĕрте

тӳрлет
 
"Молния" колхозăн машина-трактор паркĕ

1920 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕ тарин Кăрмăш уесĕн Атикасси вулăсне, кайран, районсене туса хуриччен, Етĕрне уесĕн Атикасси вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Çĕмĕрле районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

1963 çулта ял йышне Охверка кĕнĕ.

1869 çулта ялта шкул уçăлнă.

XXI ĕмĕрте

тӳрлет

Культура

тӳрлет

Ураскилт ялĕнче чăвашла селĕм пуплеççĕ. Çавна май кунтан чылай литератор тухнă.

Паллă çынсем

тӳрлет
  • Абамова Любовь Михайловна - Чăваш инçекурав редактăрĕ.
  • Александров Ливерий Алексеевич — РФ тава тивĕçлĕ механизаторĕ.
  • Арланов Константин Фёдорович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ.
  • Васянка Никифор Тарасович - чăваш сăвăçи, Чăваш Республикин тава тиивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
  • Васянка Николай Филимонович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çурт тăвăмçи.
  • Емельянов Прохор Кононович - чăваш çыравçи, драматургĕ.
  • Когтева Юлия Филимоновна — РФ тава тивĕçлĕ çурт тăвăмçи.
  • Козлова Раиса Порфирьевна — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
  • Кузьмин Валентин Иванович — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, медицина ăслăхĕсен кандидачĕ.
  • Степанов Геннадий Тимофеевич — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ.
  • Степанов Ф. И. — журналист, СССР журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.
  • Терентьев Гурий Константинович — Чăваш Республикин тава тиивĕçлĕ культура ĕçченĕ.
  • Федоров Павел Алексеевич - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçĕ.

Çав. пекех

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Чувашская энциклопедия
  2. ^ https://www.er.cap.ru/hierarhy.asp?page=./5005/19230/19231/19232/19234(ĕçлемен каçă) Раскильдино открылся офис семейного врача
  3. ^ http://gov.cap.ru/home/57/foto/biblioteka/raskildino/page_01.htm Ураскильтре вулавăш уçăлнă.
  4. ^ Кильдураз

Вуламалли

тӳрлет
  • "Северное обозрение", журнал, 1848, т. 2, 21 - 24 стр.
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ",Элĕк, 1994.
  • Аликовскому району 75 лет. Л.А.Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Каçăсем

тӳрлет