Ваçанкка Никифор Тарасович

Никифор Тарасович Ваçанкка (1903, нарăс, 17, Ураскилт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен1976, утă, 29, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, тăлмач. ССРП ÇП пайташĕ (1934)[1][2],[3][4]

Никифăр Ваçанкка
Çуралнă вăхăт: 1903, нарăс, 17
Çуралнă вырăн: Ураскилт ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Вилнĕ вăхăт: 1976, утă, 29
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен РСФСР, ССРП
Пăхăнулăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП ССРП
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи, тăлмач
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: Шаблон:ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи, , Халăха çутта кăларас ĕçĕнче палăрнăскер

Пурнăçĕ

тӳрлет

1903 çулхи нарăс уйăхĕн 17 Чăваш Енри Элĕк районĕн Ураскилт ялĕнче, хресчен кил-йышӗнче çуралнă.

Никифор Ваçанкка Элĕкри пуçламăш тата икӗ сыпӑклӑ шкулта вĕреннĕ. Кайран Вăрнарти педагогика техникумĕнче, Мускаври журналистикăн институтĕнче вӗреннӗ. 1923 ҫулта Шупашкарта «Канаш» хаçат редакцинче, 1933-1934 ҫулсенче «Трактор» журналăн редакторĕ пулса, 1934 ҫултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче редактор вырăнĕнче ĕçленĕ.

1976 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Никифор Ваçанккан 10 кĕнеке ытла тухнă. Унăн «Кай, кай Ивана», «Кĕсле», «Анатран хăпарать шурă пăрахут», тата ытти сăввисем çине кĕвĕ хурса юрă тунă.

А. Пушкинăн сăввисене, «Дубровский» тата «Капитан хӗрӗ» повеҫӗсене, революции юррисене чăвашла куçарнă.

Чыслани

тӳрлет
  • Чӑваш АССР тава тивӗçлĕ культура ĕçченӗ (1967)
  • РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1970)
  • Халăха çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Л. И. Ефимов Элĕк Енĕ. — Элĕк: 1994.
  • Аликовская энциклопедия / редколлеги: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3
  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2.
  • Иванов, Н. И. Песня на все времена // Иванов, Н. И. Сердца живые звуки / Н. И. Иванов. – Чебоксары, 1989. – С. 161–163 ; то же. – Молодой коммунист. – 1983. – 17 февр.
  • Иванов, И. Ветеран советской печати / И. Иванов // Совет. Чувашия. – 1973. – 17 февр.
  • Терентьев, Г. Хĕвеллe пурнăç юрăçи / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 1998. – 14 нарaс.
  • Хусанкай, П. Ваçанккана кам пĕлмест // Хусанкай, П. Ăсталăхпа чăнлăх / П. Хусанкай. – Шупашкар, 1964. – С. 146–149.
  • Юмарт, Г. Ф. Васянка Никифор Тарасович / Г. Ф. Юмарт // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 289.
  • Ялкир, П. «Ваçанкка вăл Ваçанкка» / П. Ялкир // Хыпар. – 1993. – 19 нарăс.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет