Кăрмăш уесĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи администраципе территори пайĕ, 1780—1921 çулсенче пулнă. Уес хули - Кăрмăш.

Курмаш уесĕ
Уес центрĕн гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Уес центрĕн гербĕ
Центр Курмăш (Пильнă районĕ)
Йĕркеленĕ 1780
Лаптăк 3 786,6 çухрăм²
Пурăнан халăх 161 647[1] (1897)
Ӳкерчĕк:Imbirskaya gubernia Kurmyshsky uezd.png

Географи

тӳрлет

Уес Чĕмпĕр кĕпĕрнин çурçĕр тăрăхĕнче вырнаçнă. Хĕвеланăç енче Чулхула, хĕвелтухăç енче Хусан кĕпĕрнисемпе чикĕленнĕ.

Истори

тӳрлет

Уеса 1780 çулхи авăн уйăхĕнче II Кĕтерне патша реформипе килĕшӳллĕн туса хунă, 1796 çултан пуçласа Чĕмпĕр кĕпернине кĕрет.

1921 çулта Кăрмăш уесне пĕтерсе хураççĕ, чăваш ялĕсене Чăваш автономи облаçне кĕртеççĕ.

Халăх

тӳрлет

1897 çулхи халăха çырнипе уесре 161 пин çын пурăннă: вырăссем — 52,5%, чăвашсем - 25,9%, тутарсем - 15,0%, ирçесем - 6,4%.

Вулăссем

тӳрлет

1913 çулта уесре 16 вулăс пулнă, вăл шутра виçĕ вулăса чăваш ялĕсене пĕрлештернĕ: Атикасси, Улхаш, Кăрмăш.

Каçăсем

тӳрлет
  • Курмыш // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
  1. ^ Демоскоп Weekly. Первая всеобщая перепись населения Российской Империи 1897 г. Наличное население в губерниях, уездах, городах Российской Империи (без Финляндии). çăлкуçран архивланă 26 Ҫурла уйӑхӗн 2011.