Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшне Асăну чиркĕвĕ (Элĕк)
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Православи храмĕ | |
Элĕкри Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшне Асăну чиркĕвĕ
| |
Элĕк чиркĕвĕ | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Конфесси | Православи |
Епархи | Шупашкар тата Чăваш епархийĕ |
Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшĕн асăну чиркĕвĕ (выр. Успенская церковь (Аликово)) — Чăваш Енĕнчи (Раççей Федерацийĕ) Элĕк районĕн Элĕк ялĕнче вырнаçнă Шупашкарпа Чăваш епархине (Мускав патриархийĕ) кĕрекен православи чиркĕвĕ.
Чиркӳре кĕлĕсене Виктор атте иртерет.
Кун-çулĕ
тӳрлетЕтĕрне уесĕнчи Элĕк вулăсĕнче 34 ял шутланнă. Кунта 7900 çын пурăннă: 3917 арçын, 3983 хĕрарăм. 1782 çулта халăх укçипе Турăна Çуратнă Таса Амăшĕн асăнăвĕн йывăç пура чиркĕвне уçнă. Прихут шутне 18 пурăнан вырăн кĕнĕ: Синер, Тукач, Асамат, Янкурас, Витеçуч, Урмай, Изванка, Йăлкăш, Уйкасси, Кораккаси, Тавăт, Хитекушкăнь, Хирлеппуç Мĕлĕш, Торăпкасси, Павлушкăнь, Ярхуньушкăнь, Чартак, Хуравар. Пĕтĕмĕшпе прихутра 1047 кил карти пулнă, вĕсенче 3007 арçын тата 2968 хĕрарăм пурăннă.
Элĕкре Турăна Çуратнă Сăваплă Амăшĕн асăну чиркĕве 1744 çулта никĕсленĕ. Ун чухне чиркӳ çуртне йывăçран тунă, вăл Элĕкĕн варринчех вырнаçнă пулнă. Чиркĕве уçсанах Пĕтĕм Раççейĕн арăм патши Елизавета Петровна çĕнĕ храма ырлă кĕнекене хăйĕнчен çапла çырса парса парнелет[1]
«Сия книга изготовлена типографией и по приказу преосвященного Дмитрия Епископа Нижегородского палатою отдана безденежно декабря 3 дня 1747 года, в Курмышском уезде новокрещенного села Успенское, Аликово тож новостроенного у новокрещенных церкви »
Шел пулин те, парнеленĕ кĕнекене упраса хăварайман, çапах та Елизавета Петровна çырăвĕнчи текстне И. Н. Вишневскин « Нижегородский губернский учетный архив» (Сборник т 3 Н Новгород 1898 г с 32) кĕнекинче çырса хăварнă. Çак пухăм халĕ Чăваш наци архивĕнче упранать.
1755 çулта Элĕк чиркĕвĕ валли Етĕрнерен 10 пăт йывăрăшлă 2 чан илсе килнĕ.
Истори докуменчĕсене вуласан çак паллă пулать: 1774 çулта ĕçленĕ чиркӳ ĕçченĕсене Пăкач вăрçи вăхăтĕнче çакса вĕлернĕ.
1782 çулта Элĕк прихутĕнчи тĕне тыткансем валли çĕнĕ йывăç чиркӳ çуртне туса лартаççĕ. 1901 çулта вара халăх укçипе çĕнĕрен йывăç çуртлă чиркĕве хăпартаççĕ. Чиркӳ иккĕ астуллă: урăна Çуратнă Таса Амăшĕн асăнăвĕн, Тс. Иоанна Богословăн.
1930 çулăн пуçламăшĕнче Раççейре пĕрртте хĕрхенмесĕр тĕн çурчĕсене хупма тытăнаççĕ. 1936 çулта уракан çил тухсан чиркĕвĕн тăрри, чанĕпе пĕрле, çĕре ӳкеççĕ. Чиркӳ çуртне юсасан кунта районти культура çурчĕ уçăлать.
1991 çулта Элĕк таврашĕнчи тĕне тытакансем йăлăннипе çак çулăн çурла уйăхĕнче чиркӳре кĕлĕ çуртĕнче турра пуççапма пуçланă. Халĕ çĕнĕ чиркĕве туса пыраççĕ.
Православи чиркĕвĕн çуртне йывăçран туса хăпартнă чухне пĕтĕм халăх пулăшнă. Ял тăрăхĕсем, шкулсем, тĕрлĕ йĕркелевсем тата ахаль çынсем, Элĕк районĕнчен çеç мар, май килнĕ таран укçа-тенкĕ панă[2].
2015 çулхи çурлан 26-мĕшĕнче чиркĕве мăнаçлăн хута янă. Ирхи кĕлĕне çав кун Варнава митрополит Шупашкартан килнĕ.
Чиркӳ прихучĕн шкулĕ
тӳрлетЭлĕкре чиркӳ прихучĕн шкулне 1845 çулта уçнă[3]. Çак шкул унчен Нурăс чиркӳ ялĕнче (халĕ Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Калинино сали) ĕçленĕ. 1854 çулта çак шкула Элĕке куçараççĕ те «Хусан кĕпернинчи Етĕрне уесĕнчи Элĕк салин чирку прихучĕн шкулĕ» ят параççĕ.
Çавăн пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Леонтьева М.М., "Халăх тăрăшнипе çĕкленчĕ çак чиркӳ", "Пурнăç çулĕпе" (№63), 2015, çурла, 18, Элĕк.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Храм Успения Пресвятой Богородицы с. Аликово
- ^ Церковь всем миром(ĕçлемен каçă)
- ^ «Краткий отчёт о состоянии церковно-приходских школ и школ грамоты Казанской губернии», документы ЦГА ЧР, фонд 230, оп 1. д 7, л 5»
Каçăсем
тӳрлет- Официаллă сайт
- Православи тĕнне тытакансем урăна Çуратнă Таса Амăшне асăнаççĕ(ĕçлемен каçă)
- Православи чăвашĕсем Турăна Çуратнă Таса Амăшне асăнаççĕ
- Православи чăвашĕсем Турăна Çуратнă Таса Амăшне асăнаççĕ 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Турăна Çуратнă Таса Амăшĕн асăнăвĕн Элĕк чиркĕвĕ
- Турăна Çуратнă Таса Амăшĕн асăну чиркĕвĕ 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче архивланӑ.