Элĕк районĕн культура керменĕ
Элĕк районĕн культура керменĕ (ЭРКК) — Чăваш республикинчи Элĕк районĕн культура керменĕ. Элĕк ялĕнче вырнаçнă. Юнашар шкул, музей, почтамт, автовокзал. Çурт умĕнче — тĕп лапам, лапамăн лешьенче — Турăна Çуратнă Таса Амăшĕн Элĕкри Асăну чиркĕвĕ.
Культура керменĕн кун-çулĕ
тӳрлет«Виръял шевлисем» фестивале ирттерни
тӳрлетВирьял шевлисем — регионсем хушшинче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Элĕк ялĕнче кашни çул çу пуçламăшĕнче ирттерекен чăваш эстрада юррине кăмăллакансен мусăк фестивалĕ.
Йĕркелевçĕсем: Чăваш Республикин культура, наци, информатика политикин тата архив ĕçĕн министерстви, Элĕк районĕн администрацийĕ.
Фестиваль 1997 çулта районти чăваш эстрада юррин ăмăртăвĕ евĕр йĕркеленсе каять. Çулсерен вăл хăйне кăмăллакансен шутне ӳстерсе районăн культура уçлăхĕнче тĕплĕ вырăна йышăнса республика тулашĕнче те хăйĕн сĕмне сарать, Чăваш Енĕн мусăк ĕçĕ-хĕлĕнче ятлă-сумлă пулса тăрать.
Эстрада мусăк пултарулăхĕн уявĕ хăйĕн картине çултан çула чылайрах конкурсанта пуçтарать. Хăйĕн кун-çулĕнче фестивале 5 - 40 çулсенчи 2500 ытла артист хутшăннă.
«Виръял шевлисем» фестиваль - конкурс енĕпе çеç мар, хăйĕн пултарулăхĕн тарават атмосферипе палăрса тăрать.
Культура керменĕн пултарулăх ушкăнĕсем
тӳрлетВалинке — Элĕк районĕнчи чăваш халăхĕн юрăпа ташă пултарулăхĕн ушкăнĕ. Тури чăвашсен юрри-ташшине, йăли-йĕркине упракан фольклор ушкăнĕ утмăла яхăн çынран тытăнса тăрать.
Валинке ушкăна 1970 çулта Элĕкри культура керменĕн директорĕ Любовь Михайловна Константинова тăрăшнипе пуçтарнă.
Чăваш ташă-юррин пĕрлешĕвĕ çул ӳсĕмĕпе виçĕ ушкăна пайланать: аслисен, вăтаммисен, тата ача-пăчасен.
Мусăкçăсем авалхи чăваш инструменчĕсемпе, çав шутра палнай, най, хупху, тутут, кавал, параппан, усă кураççĕ.
Пĕтĕм Раççейри фольклор ушкăнĕсен "Хрусталь çăлкуçĕ" 5-мĕш фестивалĕнче, (2008, çурла, Чулхула облаçĕ, Богородск) Иккĕмĕш Диплома çĕнтерсе илнĕ.
Фольклор ушкăнĕ «Раççей çăлкуçĕсем», «Сăрпа Çавал çаврисем», «Ĕмĕрсен эрешĕсем» фестивальсене, çаплах республикăри «Акатуйсене» хутшăннă.
Ача-пăча ушкăнĕн («Çеçпĕлсем») репертуарĕнче сăпка юррисем, вăйă юррисем, ташăсем, такмаксем, вăйасем, юмахсем. Вĕсем уява, йăла-йĕркене хутшăнаççĕ. Ачасен ушкăнĕ «Черчен чечексем» («Цветы Чувашии») тата ««Пĕчĕк çеç путене»» («Перепелочка») фестивалĕсен лауреачĕ ятне тивĕçнĕ.
Валинкесем Мускав, Волгоград, Сарăту, Киров, Красноярск, Тĕмен, Екатеринбург, Ăренпур, Богородск (Чулхула облаçĕ) хулисене, Пушкăрт Республикинче, Тутарстанра, Удмурт Республикине çитсе халăха ташă-юрăпа савăнтарнă.
1933 çулта Элĕк салинче вулав çурчĕ уçăлнă. Унта Синерте пурăнакан Василий Илларионович Волков ĕçлеме пуçланă.
1934 çулта В. И. Волков пĕрремĕш хут драма кĕтесне йĕркелесе янă, çавăнтан пуçланнă ĕнтĕ Элĕкре спектакăльсем лартса кăтартасси.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче драма коллективне Кузьмин, Еремеев ертсе пынă. Аллăмĕш çулсенче ку ĕçе Тавăт ялĕнче пурăннă Иван Георгиевич Георгиев çирĕппĕн аталантарса янă, ун чухне вăл районти культура çурчĕн директорĕ пулнă. Çав çулсенче клуба яланах çӳрекенсем культура çурчĕн сцени çинче Иван Георгиев хатĕрлесе лартнă «Айтар», «Нарспи» спектакльсене халĕ те ырăпа асăнаççĕ.
1967 çулта А. Эсхель çырнă "Виçĕ туй" камита сценă çинче пултаруллă кăтартаççĕ. Ку кăтартăва пăхма ятарласах Шупашкартан килеççĕ, вара драма ушкăнне "Халăх театăрĕ" ятне тивĕçтерме сĕнеççĕ.
Элĕкри халăх театăрĕн пĕрремĕш ĕçĕ — çармăс драматургĕ А. Волков çырнă "Туй икерчи" камит тăрăх ӳнерленĕ спектакăль. Унăн премьери 1968 çулта, чӳк, 20 пулса иртнĕ.
1990 çулта халăх театăрĕ вунă кунлăха Пушкăртăстана гастроле каять. Унта театăр Пĕтĕм Раççей фестивальне хутшăнать, çĕнĕрен хатĕрленĕ "Виçĕ туй" кĕвĕллĕ камита кăтартать.
1992 çулта театр ушкăнĕ "Юрату — хăпарту мар" мыскарана сцена çинче кăтартать, çак ĕçпех республикăри халăх театăрĕсен фестивальне хутшăнать. Спектакăле икĕ хутчен Чăваш инçекуравĕпе кăтартаççĕ.
Театăр темиçе ăстрăм та республикăри тата пĕтĕм раççейри фестивальсенче лауреат ятне тивĕçнĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- Пурнăç çулĕпе, хаçат, 2008, çурла, 13.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- пирки хыпар
- НАРОДНЫЙ ФОЛЬКЛОРНЫЙ АНСАМБЛЬ «ВАЛИНКЕ» 2020 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.(выр.)
- Народный фольклорный ансамбль "Валинке" 2014 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.(выр.)
- Аликовский народный театр продолжает радовать зрителей своим мастерством (выр.)
- Сцена çинче – халăх театрĕсем
- На республиканском фестивале «Эхо Победы» Аликовский народный театр удостоился Диплома III степени (выр.)
- Фотографии с XIII Межрегионального фестиваля чувашской эстрадной песни "Виръял шевлисем"
- XIII Межрегиональный фестиваль чувашской эстрадной песни "Виръял шевлисем"
- «Вирьял шевли» фестиваль иртĕ