Ĕçхĕл Аркадий Александрович

Аркадий Александрович Ĕçхĕл (паспортри хушамачĕ Александров, 1914, нарăс, 10, Янсакасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни1992 çулхи раштав, 7, Шупашкар, Чăваш Ен), — чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тишкерӳçи.

Аркадий Ĕçхĕл
Çуралнă вăхăт: 1914, нарăс, 10
Çуралнă вырăн: Янсакасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Çĕрпӳ районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1992 çулхи раштав, 7
Вилнĕ вырăн: ШупашкарЧăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçи, çыравçи, драматургĕ, тишкерӳçи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: «Хисеп Палли» орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ

СССР ÇП пайташĕ (1937 ç.), «Хисеп Палли» тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденсемпе хисепленĕ. [1][2]

Пурнăçĕ

тӳрлет

1914 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Янсакасси ялĕнче çуралнă.

1928 çулта Тутарстанри Сиктĕрмери сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, Чистайри ял хуçалăх техникумĕнче пĕлӳ илнĕ, партипе комсомол ĕçĕсенче вăй хунă. Çав вăхăтрах Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

1932 çулта Шупашкара куçса килнĕ. 1934-1940 çулсенче А. Эсхель «Канаш» хаçатра ĕçленĕ. 1940 çулта ăна Чăваш Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçне суйланă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче А. Эсхель «Чăваш коммуни» хаçат редакторĕн çумĕ пулнă, çав вăхăтрах «Илемлĕ литература» альманаха редакциленĕ.

1950-1952 çулсенче вăл — Чăваш АССР Министрсен Канашĕн çумĕнчи ӳнер ĕçĕсен уйрăмĕн пуçлăхĕ, ун хыççăн — «Ялав» журнал тĕп редакторĕ. 1947 çулта ăна Чăваш АССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма суйланă.

1992 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пурĕ 50 кĕнеке патнелле тухнă:

  • «Ырă кун» (1935);
  • «Калавсем» (1938),
  • «Телей» (1940);
  • «Пĕчĕкке строительсем» (1941);
  • «Ăмăрт кайăк» (1944);
  • «Чăваш совет литератури» (1948);
  • «Виçĕ туй» (1955);
  • «Хĕвеллĕ çумăр» (1965);
  • «Юрлакан шăнкăрав» (1976);
  • «Çул хыççăн çул» (1984);

Унăн сăввисем çине композиторсем нумай юрă хунă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Аркадий Эсхель : библиогр. указ./ Чуваш. респ. б–ка им. М. Горького; Чуваш. гос. ун–т им. И. Н. Ульянова. – Шупашкар, 1992. – 89 с.
  • Григорьев, Н. Çĕрр сеткенĕ // Григорьев, Н. Юратнă сăнарсем. / Н. Григорьев – Шупашкар, 1982.– С.46–56.
  • Григорьев, Н. “Этем ĕçпе илемлĕ халăхра...” // Григорьев, Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе / Н. Григорьев. – Шупашкар, 1990. – С. 102–116 ; cавах // Григорьев, Н. Еcпе eмeт / Н. Григорьев. – Шупашкар , 1985..– С. 14–34.
  • Eфимов, Г. Ырăпа асанар / Георгий Eфимов // Хыпар. – 1999. – 17 пуш.
  • Иванов, Ип. Çӳллĕ тӳперен // Иванов, Ип. Кĕрешӳceсем, çĕнтерӳсем / Ип. Иванов. – Шупашкар, 1976. – С.113–117.
  • Сементер, Ю. Вĕрентекенeмĕр / Юрий Сементер // Тăван Атăл. – 1993. – № 6. – С.55–58.
  • Дедушкин, Н. Поэтическое творчество в годы войны // Дедушкин, Н. Чувашская литература периода Великой Отечественной войны / Н. Дедушкин. – Чебоксары, 1962. – С.48–54.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет