Асамат (Элĕк районĕ)
Асамат, Çĕнушкăнь, Çĕньял — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Элĕк ял тăрăхĕнче шутланать. Элĕкрен хĕвеланăçнелле 1 çухрăмра вырнаçнă.
Асамат
|
Ял тытăмĕ, халăх йышĕ
тӳрлетАсамат ялĕнче 188 çын (2006) пурăнать. Ялта икĕ урам: Вăрман тата Пролетарски. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 188 çын, çав шутра 95 арçын, 93 хĕрарăм пурăннă[1].
Иртнĕ ĕмĕрсенче
тӳрлет1859 çул тĕлне ялта 29 кил 162 çын, 1897 çул тĕлне — 212 çын, 1907 — 222 çын, 1926 çул тĕлне 54 килте 257 çын пурăннă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Ялти ватăсем çапла ăнлантарса параççĕ:
"Чи малтан Кив çурт текен вырăна Асамат ятлă çын пынă. Вăл пĕчченех хăйне валли кил çурт çавăрнă, çавăнтах пурăнма пуçланă. Кайран, вăрăсем килсен, çак çын халь ял вырнаçнă еннелле тарса килсе хăйне валли каллех кил-çурт çавăрнă. Анчах унăн пĕччен пурнăçĕ нумаях пыман. Вăрăсенчен тарса пынă çынсем те çак вырăна çуртсем çавăрма тытăннă, çапла вара ял пуçланса кайнă.
Этимологи
тӳрлетЯл ячĕ Асамат çын ятĕнчен пулса кайнă, арап чĕлхинчен кĕнĕ.
Паллă çынсем
тӳрлет- Максимов Герман Максимович - Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ геологĕ.
- Андреев Николай Фёдорович, — ЧР тава тивĕçлĕ экономисчĕ (2008).
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
Каçăсем
тӳрлет- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)
- Чăваш энциклопедийĕ
Асăрхамалли
тӳрлет- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |