Пĕчĕк Мĕлĕш
Пĕчĕк Мĕлĕш е Павлушкăнь, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи, Тавăт ял тăрăхне кĕрекен ял.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Павлушкăнь
|
Тавралăхĕ
тӳрлетХирлеп юханшыв хĕрринче вырнаçнă. Асфальт хывнă автоçулпа Хитекушкăньпе тата Хураварпа çыхăнать. Кăк ялĕпе, Хирлеппуç Мĕлĕшĕпе, тăпра çулĕ кăна.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯл пĕр урамлă — Тельман урамĕ, 75 çын (2006) пурăнать.
Кун-çулĕ
тӳрлетӖлĕкрех "Пĕчĕк Мĕлĕш", "Çĕн ушкăн Мĕлĕш" ятсемпе паллă пулнă. Халăхра çӳрекен халапсене ĕненсе çакна калама пулать: авал 5 Мĕлĕш пĕр ял пулнă, кайран вĕсем саланса кайнă та Хуравар, Мĕлĕш, Хитек, Хирлеппуç, Торăпкасси, Çĕнушкăнь ялĕсем пулса тăнă.
1859 çул тĕлне ялта 14 кил, 47 арçынпа 37 хĕрарăм пурăннă. 1907 çул тĕлне 126 çын, 1928 ç. — 30 килте 145 çын пурăннă. Ял Элĕк чиркӳ прихутне кĕнĕ.
1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
тӳрлет- Александр атте — пачăшкă.
- Николаев Вениамин Николаевич — истори ăслăхĕсен кандидачĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
тӳрлет- Павлушкăнь фотографире 2011 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |