Торăпкасси

Торăпкасси[1]Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Тавăт ял тăрăхне кĕрет.

Торăпкасси
Торăпкасси ялĕн урамĕ.
Ялав Герб
Ялавĕ Гербĕ
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Тавăт
Координатсем 55°44′08″ с. ш. 46°40′44″ в. д. / 55.73556° с. ш. 46.67889° в. д. / 55.73556; 46.67889 (G) (O) (Я)Координатсем: 55°44′08″ с. ш. 46°40′44″ в. д. / 55.73556° с. ш. 46.67889° в. д. / 55.73556; 46.67889 (G) (O) (Я)
Малтанхи ятсем Мĕлĕш
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
ТорăпкассиРаççей çинче
Red pog.png
ТорăпкассиЧăваш Ен çинче
Red pog.png

Пĕтĕмĕшле çырниТӳрлет

ТавралăхĕТӳрлет

Пурăну вырăнĕ Элĕк районĕнче чи çӳллĕ вырăнта (тинĕс шайĕнчен 204 м) вырнаçнă.

ТопономикаТӳрлет

Ашвар,

Халăх йышĕ, ял тытăмĕТӳрлет

Ял пĕр урамлă — Урицкий урамĕ. Ял урлă асфальт çулĕ иртсе каять. Ялта 108 (2006) çын пурăнать.

Иртнĕ ĕмĕрсенчи хыпарсемТӳрлет

1897 çулта ялта 105 арçынпа 109 хĕрарăм, 1907 çулта — 249 çын, 1926 çулта — 52 кил, 265 çын пурăннă.

Кун-çулĕТӳрлет

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Халăхра çӳрекен халапсем тăрăх авал 5 Мĕлĕш пĕр ял пулнă, кайран саланса кайнă та Хуравар, Хитекушкăнь, Хирлеппуç, Торăпкасси, Çĕнушкăнь, Павлушкăнь ялĕсем пулса кайнă. Çавăнпа та асăннă ялсем çумне калаçура та, хутсем çинче те Мĕлĕш сăмах — ят хушнине курма пулать.

Паллă çынсемТӳрлет

  • Митрофанов Веннадий Димитриевич — РФ тава тивĕçлĕ вăрманçи.
  • Васильев Юрий Афанасьевич — РФ тава тивĕçлĕ машина тăваканĕ.

ВуламаллиТӳрлет

  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена"
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет". Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

ФотопухăмТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994

КаçăсемТӳрлет