Хитекушкăнь
Хитекушкăнь, — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял. Тавăт ял тăрăхĕнче шутланать.
Хитекушкăнь
|
Этимологи
тӳрлетЯл ячĕ Хитек ойконим çумне "ушкăнь" топоформант хушăнса пулнă.
"Пирĕн яла ĕлĕкех Хитек тенĕ. Кунта чи малтан Хитек ятлă çын куçса килнĕ тет. Унăн 3 ывăл пулнă: Йăхти, Йăхатни, Йăрлак." (87 çулти А. Марков каланине 1946 çулта А. С. Канюкова çырса илнĕ.)
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта 175 (2006) çын пурăнать. Икĕ урам — Çыран хĕрри, Ленин урамĕсем.
1859 çулта Хитекре 33 кил, 78 арçынпа 77 хĕрарăм пурăннă. 1907 çулта — 379 çын, 1926 çулта 86 килте 407 çын пурăннă.
Кун-çулĕ
тӳрлет1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.
Паллă çынсем
тӳрлет- Андреев Иван Андреевич, - чăваш чĕлхи тĕпчевçи.
- Ванин Фёдор Евграфович, - чăваш сăвăçи.
- Иванов Валериан Иванович, - педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Канюкова Александра Семёновна, - филологи ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Криков Аркадий Максимович — техника ăслăхĕсен тухтăрĕ.
- Марков А. С., — ЧАССР Аслă Канашĕн председателĕ (1971-75), ЧППУ ректорĕ (1963-83).
- Марков Борис Семёнович, - чăваш халăх артисчĕ, режиссёр.
- Скворцова Матрена Степановна, - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
- Степанов Михаил Степанович, — Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ.
- Филиппова Дарья Семёновна, - педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ.
- Егоров Сергей Альбертович, - Чăваш Енĕн физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |