Тавăт, TavătЧăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Элĕкрен 8 çухрăмра вырнаçнă. Ялта Тавăт ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă.

Тавăт Tavăt
Тавăт шкулĕ
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Тавăт
Координатсем 55°42′27″ с. ш. 46°37′40″ в. д. / 55.70750° с. ш. 46.62778° в. д. / 55.70750; 46.62778 (G) (O) (Я)Координатсем: 55°42′27″ с. ш. 46°37′40″ в. д. / 55.70750° с. ш. 46.62778° в. д. / 55.70750; 46.62778 (G) (O) (Я)
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
ТавăтРаççей çинче
Red pog.png
ТавăтЧăваш Ен çинче
Red pog.png

Халăх йышĕ, ял тытăмĕПравить

Тавăтра 551 (2006) çын пурăнать. Ялта пурĕпе 6 урам: Шкул, Колхоз, Çаран, Çамрăксен, 50 çул Çĕнтерӳ урамĕсем, Ветеринар тăкăрлăкĕ. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 462 çын, çав шутра 239 арçын, 223 хĕрарăм пурăннă[1]. Вăтам шкул, тăван ен тĕпчев музейĕ, ача-пăча сачĕ, çыхăну уйрăмĕ, кооператив лавкки, культура керменĕ, библиотека, медпункт, спорт стадионĕ ĕçлет.

ЭтимологиПравить

Ячĕ авалхи чăвашсен Тавăт ятĕнчен пулса кайнă.

ТопономикаПравить

Чул уй,

Кун-çулĕПравить

 
Тавăтри вăтам шкул вĕрентӳçисем

Тавăт тăрăхĕнче 3 пин çул каялла çынсем пурăннă, анчах та вĕсем чăвашсем пулман, çав Фатьян культуриллĕ цивилизацийĕ шутланать.

1927 çулчен Етĕрне уесĕн Элĕк вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштавăн 20 хыççăн Вăрнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Паллă ентешсемПравить

  • Агафонов Иван Алексеевич - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрнтӳçи.
  • Андреева Зоя Захаровна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ,Чăваш Енĕн халăх артисчĕ.
  • Васильев Пётр Миронович — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ
  • Емельянова Мария Филипповна — Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Железнов Пётр Фёдорович — вырăсла çырнă пултаруллă чăваш çыравçи.
  • Захарова (Тихонова) Валентина Ивановна — Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ.
  • Иванова Надежда Ивановна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.
  • Капитонов Радомир Витальевич — техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
  • Константинова Любовь Михайловна — Чăваш Енĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
  • Овчинников Валериан Николаевич -Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ юрисчĕ.
  • Павлов Геннадий Максимович — экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
  • Семёнов Илья Александрович — Элĕк районĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
  • Тихонов Анатолий Иванович — геологи-минералоги ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Кыргызстан патшалăх парнин лауреачĕ
  • Кудряшова (Тихонова) Раиса Семёновна - Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентÿçи.
  • Григорьев Владимир Николаевич- Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Çавăн пекехПравить

фотопухăмПравить

 
Таутово- Тавăт

ВуламаллиПравить

  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • В. К. Магницкий, "Чувашские языческие имена".
  • Тихонов Семён Тихонович, "Тăван Енĕм-Тавăт Ен", Шупашкар-Элĕк-Тавăт,2006.

АсăрхавсемПравить