Андреева Зоя Захаровна
Зоя Захаровна Андреева — (1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕ, Тавăт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР — 1992 çул, чӳк, 16, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш актриси, юрăçĕ, Чăваш АССР халăх артисчĕ (1987), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1980)[1][2][3].
Зоя Андреева | |
Çуралнă чухнехи ят: | Андреева Зоя Захаровна |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Тавăт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Вилнĕ вăхăт: | 1992 çул, чӳк, 16 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш АССР |
Професси: | опера артисчĕ |
Гражданлăх: | |
Хастар çулсем: | 1974 - 1992 |
Театр: | Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ |
Рольсем: | Виолетта, Джильда, Розина,,Микаэла, Маргарита, Марфа, Иоланта, Нарспи, Чĕкеç |
Спектакльсем: | «Травиата», «Риголетто», «Севильский цирюльник», «Кармен», «Фауст», «Царская невеста», Иоланта», «Нарспи», «Шывармань» |
Чыславсемпе парнесем: | Чăваш АССР халăх артисчĕ (1987), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1980) |
Биографи
тӳрлет1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнче çуралнă.
Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти мусăк училищинче пĕлӳ пухать, кайран Хусанти консерваторине (З. Хисматуллина класĕ) вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан 1974 çулта вăл Чăваш мусăк театăрĕнче ĕçлеме тытăнать. Пĕрремĕш юрă партийĕсенчех вăл хăйне талантлă оперă юрăçи пулнине кăтартать. Кĕçех Зоя Захаровнăна ертсе пыракан партисене юрлама шанаççĕ. Театрта 18 çул тăрăшать.
1992 çулта пултаруллă актрисăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать.
Пултарулăхĕ
тӳрлетУнăн ячĕ Чăваш Енĕн опера юррин ӳнерĕпе тачă çыхăннă. Юрăç 30 ытла партире Виолетта, Джильда, Розина, Микаэла, Маргарита, Марфа, Иоланта, Нарспи, Чĕкеç тата ытти рольсене сăнарланă.
Зоя Захаровна Мускавра, Ленинградра тата ытти хуласенче ирттернĕ Чăваш культурин кунĕсене темиçе хутчен те хутшăнать, унăн сценă çинчи пултарулăхне оперăна юратакансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ.
- Виолетта («Травиата»)
- Джильда («Риголетто»)
- Розина («Севильский цирюльник»)
- Микаэла «Кармен»)
- Маргарита «Фауст»)
- Марфа («Царская невеста»)
- Иоланта («Иоланта»)
- Нарспи («Нарспи», Г. Хирбю)
- Чĕкеç («Шывармань», Ф. Васильев)
Чыслани
тӳрлет- Чăваш халăх артисчĕ.
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.
Вуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- "Аликовская энциклопедия", редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Л. И. Ефимов, «Элĕк Енĕ», Аликово, 1994.
- Тихонов Семён Тихонович, «Тăван Енĕм — Тавăт Ен», Чебоксары, 2006.
- Илюхин Ю. А. Андреева Зоя Захаровна // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 66.
- Ефимов Л.А. Зоя Захаровна Андреева – чаплă юрăç // Ефимов Л.А. Элĕк енĕ: историпе краеведении очеркĕсем / Л.А. Ефимов. – Элĕк, 1994. – С.339;
- Смирнова Н. Зоя Андреевана асăнса / Н. Смирнова // Хыпар. – 1997. – 20 çу;
- Эскел Г. Тухьи çинчи мерчен… / Г. Эскел // Пике. – 1995. - № 11-12. – С. 13-14;
- Давыдов-Анатри В. В том ларце – и ее песни / В. Давыдов-Анатри // Советская Чувашия. – 2002. – 4 сент.;
- Дмитриева В. «Восточная мадонна» / В. Дмитриева // Чебоксарские новости. – 1997. – 24 мая;
- Заломнов П.Д. Андреева Зоя Захаровна // Заломнов П.Д. Музыкальный театр Чувашии и ведущие мастера его сцены / П.Д. Заломнов. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – С.23;
- Заломнов П.Д. Андреева Зоя Захаровна // Заломнов П.Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П.Д. Заломнов. – Чебоксары, 2002. – С.43;
- Илюхин Ю.А. Андреева Зоя Захаровна / Ю.А. Илюхин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 66;
- Макарова С. Памяти талантливой певицы / С. Макарова // Советская Чувашия. – 1997. – 29 мая и др.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чувашская энциклопедия 2021 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ на сайте Культурного наследия Чувашии
- ^ Андреева Зоя Захаровна официаллă сайт çинче