Тавăтри тăван ен тĕпчев музейĕ
Тавăтри тăван ен тĕпчекен музей — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнчи музей. Ятарлă çуртра вырнаçнă. Çирĕплетӳ хучĕн (свидетельство) нумĕрĕ 5430.
Тавăтри тăван ене тĕпчекен музей | |
---|---|
Никĕсленĕ | 1979 |
Вырнаçнă | Тавăт ялĕ Чăваш Республики, 429240 |
Кун-çулĕ
тӳрлетМузее 1979 çулта Семен Тихонович Тихонов вĕрентӳçĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Уçнă чухне музей валли çурт пулман, экспонатсене пĕр пӳлĕмре çеç вырнаçтарма тивнĕ. 1990 çулта кăна музее уйрăм çурта куçарнă.
Уйрăмĕсем
тӳрлет- истори,
- этнографи,
- археологи,
- ӳсентăрансемпе чĕрчунсем.
Истори уйрăмĕнче Тавăт ялĕн историйĕпе туллин паллашма май пур.
Çавăн пекех шкул историйĕпе çыхăннă экспонатсем, сăнӳкерчĕксем пысăк вырăн йышăнаççĕ.
Пĕр кĕтесе Совет Çарĕн кун-çулне халалланă. Вăрçăра паттăррăн пуçĕсене хунă ентешсене тата ветерансене халалласа тунă стенда вырнаçтарнă, унăн айĕнче — вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ.
Этнографи уйрăмĕнче шурă пиртен çĕленĕ кĕпе-тумтир, савăт-сапа, ĕлĕххи ĕç хатĕрĕсем вырăн тупнă.
Археологи уйрăмĕнче авалхи чĕрчунсен шăммисем, унсăр пуçне чи хаклă экспонатсем: 1956 çулта Тавăт çывăхĕнче археологи ĕçĕсенче кивĕ масара алтса кăларнă савăт-сапа т.ыт. те.
Ӳсентăрансемпе чĕрчунсем пирĕн тăрăхри пулăсем, кайăксемпе, ӳсентăрансем çинчен пĕлӳлĕхе хăпартма ансат.
Хуçалăхра усă куракан япаласем уйрăм вырăн йышăнаççĕ.
Çав. пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- Тихонов Семён Тихонович,"Тăван Енĕм-Тавăт Ен", Шупашкар-Элĕк-Тавăт,2006.
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
- "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |