Железнов Пётр Фёдорович

Железнов Пётр Фёдорович, (1939. çурла, 17, Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕ1992 çул, Санкт-Петербург — вырăсла çырса ĕçленĕ, чăвашран тухнă пултаруллă çыравçă[1].

Пётр Железнов
Çуралнă чухнехи ят: Железнов Пётр Фёдорович
Çуралнă вăхăт: 1939, çурла, 17
Çуралнă вырăн: Тавăт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 1992 ç.
Вилнĕ вырăн: Ленинград, Раççей Федерацийĕ
Гражданлăх: СССР РФ
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă
Жанр: проза
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Чыславсем: Раççей Федерацин ÇП хисеп грамоти

РСФСР ÇП пайташĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1939 çулта Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнче çуралса ӳснĕ. Малтанах Тавӑтри пуçламӑш, Ураскилтри вӑтам шкулта вĕреннĕ, унтан Ленинградри каçхи шкулта вăтам пĕлĕве илнĕ.

Юлашки çулĕсенче Ленинградра пурăннă. Суту-илӳ флотĕнче вăй хунă.

1992 çулта Санкт-Петербург хулинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Мой маленький хороший город» (Ман пĕчĕк те лайăх хулам, 1978)
  • Железнов П.Ф. Такие оранжевые мандарины. Рассказы, письма. - Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2018

Çавăн пекех "Çамрăк Ленинград" (Молодой Ленинград) журналĕнче пичетленнĕ. «Туслăх» (Дружба) ятлă темиçе авторсен пуххинче унăн ĕçĕсене пичетленĕ.

Вуламалли

тӳрлет
  • Егоров, В. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ çыравçӑ / В. Егоров //Пурнăç çулĕпе. – 2007. – 14 февр. – С. 3.

Железнов Петр Федорович // Календарь 2009.

  • Праздники церковные, государственные. Юбилеи и дни рождения / сост. А. А. Ананьев. – Чебоксары: Новое Время, 2009. – С. 78.
  • Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3

Асăрхавсем

тӳрлет