Кивĕ Катек
Урăх пĕлтерĕшĕсене Кивĕ Катек (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.
Кивĕ Катек
Кивĕ Катек
|
Кивĕ Катек (выр. Старое Котяково), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Катек ятлă пулнă, кулленхи калаçура халĕ те ытларах чухне çаплах калаççĕ. Ялта 670 çын пурăнать. Район центрĕпе, Патăрьелпе, юнашарах вырнаçнă (Пăла урлă çеç каçмалла).
Ялта пуçламăш шкул, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, вулавăш пур. Кунтах Крепков ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх ферми вырнаçнă.
Истори
тӳрлетХалăх шутланă тăрăх ку яла XVII ĕмĕрте туса хунă. Ял 400 çул патнелле ларать теççĕ. Яла халĕ Çĕрпӳ районне кĕрекен Тупнер (вăл çав вăхăтра Катек ятлă пулнă) ялĕнчен куçса килекенсем йĕркеленĕ, яла хăйсен куçса кайнă ял ячĕ пекех, Катек ят панă.
Кивĕ Катек каярахпа, темиçе кил-йыш ялтан уйрăлса кайса, çĕнĕ яла туса хунă хыççăн пулса тăнă. Куçса каякансене ертсе пыраканĕ Тĕрĕн пулнă, çавăнпа та вăл яла Тĕрĕньел ят панă.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм вăхатра ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи çу уйăхĕн 19 хыççăн Патăръел районне, 1939 çулхи нарăс уйăхĕн 22 хыççăн Чкаловски районне, 1957 çулхи чӳк уйăхĕн 20 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1]..
1868 çулта ялта 71 кил пулнă. 175 арçын, 195 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулхи перепись тăрăх ялта 155 кил пулнă. 431 арçын, 450 хĕрарăм пулнă. 1911 çулхи перепись тăрăх хут çырма пĕлекен çынсен шучĕ 71 пулнă.
2010 çулхи перепись тăрăх ялта 601 çын, çав шутра 289 арçын, 312 хĕрарăм пурăннă2010[2]
Паллă çынсем
тӳрлет- Игнатьев Геннадий Сергеевич, çыравçă.
- Ильина Галина Геннадьевна — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ
- Напёрсткина Пелагея Матвеевна, вĕрентекен.
- Владимиров Виталий Владимирович, вĕрентекен.
- Цыпленков Олег Михайлович (1958 çур.), — Чăваш республикин кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи.
- Раштав, Валерий (ашшĕ ячĕ паллă мар, чăн хушамат Самойлов, 1975 çур.) — сăвăç, вăл шутра Фарида юррисен сăввисене çыраканĕ[3].
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики по итогам Всероссийской переписи населения 2010 года. Стат. сборник / Чувашстат - Чебоксары, 2012 – 82 с.
- ^ Новости » Валерий Раштав пултарулăх каçĕ.