Игнатьев Геннадий Сергеевич

Игнатьев Геннадий Сергеевич, — çыравçă. 1951 çулхи раштавăн 27 Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче çуралнă.

2002 çултанпа Чăваш Енĕн ПÇÇ членĕ. РФ ÇП членĕ. Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ строитель (1999), Раççей чаплă строителĕ (2001) ячĕсене тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

Çул-йĕр техникумĕнче, чăваш патшалăх университетĕнче (1980), ял хуçалăх институтĕнче (1990) вĕреннĕ.

Хăйĕн ĕç кун-çулне бригадиртан пуçланă. Кайран çул-йĕрпе усă куракан управлениĕн мастерĕ, хула управлениĕн темиçе службăн ертӳçи пулнă. Çавăн пекех Шупашкарти Ленин районĕн райисполком председателĕн заместителĕ пулнă. 2004 çулчен «Чувашагропромстрой» пĕрлешĕвĕн председатель заместителĕ пулнă. 2004 çултанпа «Экокомплекс» ертӳçи пулса ĕçлет.

Литература ĕçĕсем

тӳрлет

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Калавсем» (1999);
  • «Ан чирле, анне» (2001).