Цыпленков Олег Михайлович

Цыпленков Олег Михайлович (юпа, 3, 1959, Кивĕ Катек ялĕ, (Патăрьел районĕ), ЧАССР, РСФСР, СССР) — кинематографист, вĕрентевçĕ, политик, усламçă, пĕрлĕхлĕх ĕçлевçи, чунçÿревçĕ — Чăваш кинематографисчĕсен ертÿçи, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (2016)[1], Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ ĕçлевçи (2001)[2].

Олег (Ултиар) Цыплленков
Çуралнă чухнехи ят: Цыпленков Олег Михайлович
Çуралнă вăхăт: 1959, юпа, 3
Çуралнă вырăн: Кивĕ Катек ялĕ (Патăрьел районĕ), ЧАССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП СССР
РФ
Професси: кинематографист, вĕрентевçĕ, политик, усламçă, чунçÿревçĕ
Карьера: 1982—хал. вăх.
Тĕлĕ: Шупашкар

Биографи

тӳрлет

Цыпленков Олег Михайлович 1959-мĕш çулхи юпан 3-мĕшĕнче Чăваш Автономи Социализм Совет Республикине кĕрекен Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек чăваш ялĕнче çуралнă.

1982-мĕш çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. ВЛКСМ Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ , ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секроетарĕ, Чăваш Ен çамрăкĕсен союзĕн ертÿçи, Чăваш çамрăкĕсен "Сувар" пĕрлĕхĕн ертÿçи пулнă. 1995-1998-мĕш çулсенче Чăваш Наци Конгресĕн серетариатне ертсе пынă. 1999-мĕш çултанпа "Сувар-фильм" видеостуди директорĕ. 2014-мĕш çулта ăна Чăваш кинематографисчĕсен ертÿçи пулма суйланă[3].

Кунсăр пуçне Цыпленков Олег Михайлович 24.07.2007-17.03.2017 тапхăрта фотограф-усламçă шутланнă[4]. Чăваш çамракĕсен "Сувар" пĕрлехĕн хисеплĕ элтеперĕ[5].

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет