Напёрсткина Пелагея Матвеевна
Напёрсткина Пелагея Матвеевна (1898, Кивĕ Катек ялĕ, Пăва уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ)) — 1980, çав ялтах) — Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (1950).
Напёрсткина Пелагея Матвеевна | |
Çуралнă вăхăт | 1898 |
---|---|
Çуралнă вырăн | Кивĕ Катек ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | 1980 |
Вилнĕ вырăн | Кивĕ Катек ялĕ, Патăрьел районĕ, ЧАССР |
Гражданлăх | СССР |
Пурнăçĕ
тӳрлет1898 çулта Пăва уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ) Катек (халĕ Кивĕ Катек) ялĕнче çуралнă.
Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ пухнă. 1916-1967 çулсенче Кивĕ Катек шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ. 1949 çулта ачасене вĕрентес ĕçре самай çитĕнӳсем тунăшăн Ленин орденне тивĕçнĕ.
1980 çулта тăван ялтах çĕре кĕнĕ.