Кивĕ Катек культура çурчĕ
Кивĕ Катек культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ.
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Кун-çулĕ
тӳрлетНумайăш ытти культура çурчĕсем пекех хăйĕн кун-çулне вулавăш çурчĕнчен пуçлать. 1920 çулсенче те Кивĕ Катекре халăх тĕрлĕ йытусене сӳтсе явма пухăннă. Малтан халăх [Кивĕ Катек шкулĕ|[шкулта]] пухăннă. Унта кăнтарлачен ачасем вĕреннĕ, каçхичен — ял совечĕн исполкоме хăйĕн ĕçне иртернĕ, каçхине вара шкула вулавăш çурчĕ пек усă курнă. Кунтах спектакльсем ларнтă, хаçатсем вуланă, лекцисем иртернĕ.
Каярахпа вулавăш çурчĕ валли Иванов Николай Михайлович тата Павлов Пётр Прокопьевич çурчĕсене усă курнă. Каярахпа кулаксен пӳрчĕсене салатнă пĕренесенчен уйрăм çурт хăратнă. Унта колхоз проавлениĕпе пĕрле ял клубĕ вырнаçнă.
Культура çуртне 1965 çулта хăпартнă. Темиçе çул унта клуб вырнаçнă. 1975 çулта клуба Культура çуртчĕн ятне панă.
Паллă янташсем
тӳрлет- Сорокин Юрий Петрович — залпа фойене ерешлеме нумай вăй хунă.
- Маркиданов Вячеслав Петрович — эстрада ансамбльне йĕркеленĕ.
- Самойлов Юрий Алексеевич — темиçе юрă çырнă, культура çурчĕн ĕçне самай вăйлăлатнă.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетÇак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |