Шупашкар епархийĕ
(Шупашкар тата Чăваш ен епархи ҫинчен куҫарнӑ)
Шупашкар епархийĕ - Вырăс Православи Чиркĕвĕн Чăваш Енре вырнаçнă пайĕ (епархийĕ). Ертӳçи - Митрополит Варнава.
![]() Введени соборĕ, Шупашкар. | |
Тĕп хыпар | |
---|---|
Патшалăх | ![]() |
Митрополи | Чăваш |
Епархи центрĕ | Шупашкар |
Кафедра храмĕ | Введени соборĕ |
Сайт | alat-eparhia.ru |
Архиерей | |
хăçантанпа | 1976, чӳк, 30 |
Кун-çулĕ тӳрлет
Православи ( "Вырăс тенĕ" ) Чăваш Ене 1555 çултан кĕме тытăнă. 1854 çулта Шупашкарти викарилĕх (Хусан епархин пайĕ) никĕсленĕ.
1945 çулта Шупашкарти викарилĕхе епархи статусне панă - Шупашкарăн тата Чăваш Енĕн епархийĕ.
Ĕç-Йĕрки тӳрлет
Епархие вунпĕр тăрăха (округа) пайланă :
- I : Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар ;
- II : Шупашкар районĕ ;
- III : Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпӳ районĕсем;
- IV : Канаш тата Елчĕк районĕсем;
- V : Патăръел тата Шăмăрша районĕсем ;
- VI : Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай тата Элĕк районĕсем;
- VII : Улатăр районĕ;
- VIII : Вăрнар, Красноармейски тата Йĕпреç районĕсем;
- IX : Пăрачкав районĕ;
- X : Етĕрне тата Муркаш районĕсем.
- XI : Вăрмар районĕ.
Епархире 220 килев (выр. "приход" ), 269 (2011 çулта) чиркӳ ĕçченĕ.
Мăнастăрьсем тӳрлет
Вĕренӳ çурчĕсем тӳрлет
- 80 яхăн вырсарникун шкулĕ;
- Шупашкар епархин православи училищи (5-мĕш ç., К. Иванов урамĕ).
Хыпар хатĕрĕсем тӳрлет
- Епархин сайчĕ
- Хаçатсем: "Православлă тухтăрĕ", "Пукрав хаçачĕ" ;
- Радиокăларăмсем: "Пирĕн Турă", "Символ веры" тата чăвашла - "Чĕрĕлĕх çути".