Пăрачкав районĕ
Пăрачкав районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвеланăçĕнче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 150 çухрăмра ларакан Пăрачкав салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1116,9 км2 танлашать, ку вăл республикăн 6,1%.
Пăрачкав районĕ | |||
| |||
Патшалăх | РФ | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет | Чăваш Ен | ||
Администраци центрĕ | Пăрачкав чиркӳ ялĕ | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Лебедев Евгений Владимирович | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш, вырăс | ||
Пурăнан халăх (2010) |
12 606 (1,02 %, 19-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 11,29 çын/çм² | ||
Наци йышĕ |
вырăссем - 74%, ирçĕсем - 21% | ||
Лаптăк | 1116,86[3] çм² (4-мĕш вырăн) | ||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Сайчĕ | |||
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице |
Пăрачкав районĕн чикки Чулхула облаçĕпе Мордва Республикин çумĕпе иртет. Çавăн пекех Пăрачкав районĕпе юнашар Çĕмĕрле, Йĕпреç тата Улатăр районĕсем вырнаçнă.
Çутçанталăк
тӳрлетРайон чăваш платоĕ çинче вырнаçнă. Чи çӳллĕ вырăн районăн кăнтăр-хĕвеланăç енче тинĕс шайĕнчен 243 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта торф, керамика япалисене кăларма юрăхлă суглиноксем, кирпĕч тума юрăхлă тăмсем, стройкăсенче усă куракан хăйăр, доломитсем пур.
Районĕн тĕп юханшывĕ — Сăр. Сăр района иккĕне пайлать, унăн хĕрринче чылай кӳлĕ.
Халăх йышĕ
тӳрлет1999 çул пуçламăшĕнче районта 18,6 пин ял çынни пурăннă. 1 тăваткал çухрăм çине 15,1 çын çеç килет. 74% — вырăссем, 21% — мордва халăхĕсем шутланаççĕ. Ытти халăхсем сайра тĕл пулаççĕ. Районта пурĕ 39 ял, вăтамран вĕсенче 493 çын пурăнать.
Администрациллĕ пайлану
тӳрлетПаллă çынсем
тӳрлет- Алатырцев Владимир Иванович, вырăс çыравçи.
- Бусыгин Николай Иванович, чăваш сăвăçи.
- Викторов Юрий Васильевич, график, ӳнер пĕлӳçи.
- Воронов Василий Дмитриевич, ӳнерçĕ.
- Жакова Вера Николаевна, вырăс çыравçи.
- Ильина Валентина Александровна, вырăс çыравçи, сăвăçи, тăлмач.
- Каракачков Николай Прокопьевич, ӳнерçĕ.
- Краснов Иван Георгиевич, вырăс сăвăçи, çар журналисчĕ.
- Куторкин Андрей Дмитриевич, ирçĕ çыравçи.
- Лебедев Константин Васильевич, вырăс çыравçи.
- Мишутин Николай Степанович, вырăс прозăçи.
- Мухин Василий Петрович, хор дирижёрĕ, вĕрентçĕ.
- Пиняев Иван Данилович, ирçĕ сăвăçи, прозăçи, критик.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетКу Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |