Пиняев Иван Данилович

Пиняев Иван Данилович ( 1923, авăн, 14, Напольнăй сали, Пăрачкав районĕ, Чăваш АО1979, раштав, 18, Саранск хули, Мордва Республики) — ирçĕ сăвăçи, çыравçи, тăлмачĕ.

Иван Пиняев
Çуралнă чухнехи ят: Пиняев Иван Данилович
Çуралнă вăхăт: 1923, авăн, 14
Çуралнă вырăн: Напольнăй сали, Пăрачкав районĕ, Чăваш АО
Вилнĕ вăхăт: 1979, раштав, 18
Вилнĕ вырăн: Саранск хули, Мордва Республики
Гражданлăх: СССР
Ĕçлев тĕсĕ: сăвăç, тăлмач
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Чыславсем: Мордва Республикин тава тивĕçлĕ çыравçи (1968), Мордва Комсомол премин лауреачĕ (1968).

СССР ÇП пайташĕ (1951). Мордва Республикин тава тивĕçлĕ çыравçи (1968), Мордва Комсомолĕн премин лауреачĕ (1968).

Биографи

тӳрлет

1923 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕнчи Напольнăй салинче çуралнă.

Чăваш педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. «Красная Чувашия» хаçат редакцийĕнче, Мордови Республикин ÇП яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.

1979 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Саранск хулинче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Пурĕпе 20 кĕнеке çырса кăларнă. Шупашкарта «Родные просторы» (Тăван тавралăх) ятлă сăвăсен пуххине кăларнă.