Мишутин Николай Степанович

Мишутин Николай Степанович (26.12.1921, Пăрачкав ялĕ, Чăваш АО, РСФСР — 28.12.1972, çавăнтах) — Чăваш Енри çыравçă.

Николай Мишутин
Çуралнă чухнехи ят: Мишутин Николай Степанович
Çуралнă вăхăт: 1921, раштав, 26
Çуралнă вырăн: Пăрачкав ялĕ, Чăваш АО, РСФСР
Вилнĕ вăхăт: 1972, раштав, 28, Чăваш АССР, РСФСР
Вилнĕ вырăн: Пăрачкав ялĕ,
Гражданлăх: СССР
Ĕçсен чĕлхи: вырăс
Чыславсем: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ || Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ

1968 çултанпа ССРП ÇП пайташĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче хастарлăхне кăтартнăшăн ăна икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе чысланă[1][2]

Кун-çулĕ тӳрлет

1921 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче Пăрачкав ялĕнче çуралнă.

1941 çулта çĕртме уйăхĕнче Николай Степановича Рязаньри пехота училищине вĕренме янă. 1942 çулта пуш уйăхĕнче Курсантсен уйрăм бригади йышĕнче Çурçĕр-Анăç фронтĕнче çапăçнă. 1942 çулта кĕркунне артиллери училищине вĕренме янă, кайран тĕрлĕ фронтра çапăçнă. 1944 çулта ака уйăхĕнче çапăçура йывăр аманнă. Хăюллăхпа маттурлăхшăн ăна хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе икĕ хутчен тата «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медалĕпе чысланă.

Çартан таврăнсан районти милици уйрăмĕнче ĕçленĕ.


1972 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Ӗçĕсем тӳрлет

Калавсемпе юмахсем çырнă. Мускавра унăн çак кĕнекесем тухнă:

  • «Почему рыбы стали нарядными» (Пулăсем ма капăрланнă?);
  • «Как солнышко будили» (Хĕвеле вăратни);
  • «Дымок и туча» (Тетĕмпе пĕлĕт);

Шупашкарта çак кĕнекесене кăларнă:

  • «Зайка и художник» (Мулкачпа ӳнерçĕ, 1959);
  • «Мальчик и пчёлы» (Арçын ачапа сăпсасем, 1963);
  • «Максимкина аллея» (Макçăм аллеи, 1968);
  • тата ыттисем.

Литература тӳрлет

  • Абрамов, В. А. Мишутин Николай Степанович / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – Т. 3 : М-Се. – С. 116.
  • Афанасьев, П. Мишутин Николай Степанович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 279.
  • [Алатырцев В. И. ; Базанов Н. М. ; Бусыгин Н. И. ; Краснов И. Г. ; Лесин А. А. ; Грибанов В. И. ; Мишутин Н. С. ; Пиняев И. Д. ; Ураков А. И : [о поэтах-фронтовиках, уроженцах Порецкого района] // Порецкие вести. – 2006. – 6 мая. – С. 5.
  • Захаров, В. Обаяние таланта / В. Захаров // Совет. Чувашия. – 1981. – 24 дек. – С. 4.
  • Ижев, М. В гостях у писателя / М. Ижев // Совет. Чувашия. – 1968. – 17 окт. – С. 4.
  • Краснов, А. Близкий друг детворы / А. Краснов // Порецкие вести. – 2004. – 10 янв. – С. 4.
  • Литературное Поречье // Порецкие вести. – 2007. – 15 сент. – С. 5.
  • Тимуков, А. Н. Мишутин Николай Степанович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 274.

Асăрхавсем тӳрлет

Каçăсем тӳрлет