Бусыгин Николай Иванович

Бусыгин Николай Иванович, — сăвăç, тăлмач. 1906 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче Улатăр уйесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Пăрачкав районĕ) Пăрачкав салинче çуралнă. 1942 çулта Ржев патĕнче вăрçăра вилнĕ.

Пурнăçĕ

тӳрлет

1920-мĕш çулсенче Улатăрти «Ӗçченсен хаçачĕ» хаçачĕнче ĕçленĕ. 1930-мĕш çулсенчен пуçласа 1941 çулчен «Хĕрлĕ Чувашия» хаçатра ĕçленĕ. Çавăн пекех Чăвашрадиокомитетра, «За большевистские темпы» (Большевиксен хăвăрлăхĕшĕн) ятлă Пăрачкав район хаçачĕнче вăй хунă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хăйĕн ирĕкĕпе вăрçăна тухса кайнă.

Ӗçĕсем

тӳрлет

Николай Бусыгинăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Çĕр чечекре» (1941, 1960);
  • «Телей» (1981).

Çавăн пекех вăл Николай Шелепи, Яков Ухсай тата ытти чăваш сăвăçисен сăввисен вырăсла куçарнă.