Чăвашсем-Олимп чемпионĕсем

Чăваш Олимп чемпионĕсем. Чăваш спортсменсем пĕрремĕш хут 1952 çулта Олимп вăййисече хутшăнă. СССР Олимп командине чăваш Ардалион Игнатьев кĕнĕ. Вăл çăмăл атлет пулнă.

Чăвашсем — Олимп вăййисен чемпионĕсем

тӳрлет
Çул Хула Спортçă спорт тĕсĕ йышăнă вырăн[1] Çуралнă вырăн[2]
1968 Мехико Валериан Соколов бокс I Аслă Пинер,Вăрмар районĕ
1968 Мехико Светлана Чиркова-Лозовая фехтовани I Тупнер,Çĕрпӳ районĕ
1972 Мюнхен Светлана Чиркова-Лозовая фехтовани I Тупнер,Çĕрпӳ районĕ
1972 Саппоро Владимир Воронков йĕлтĕр I Чăваш Тукай,Комсомольски районĕ
1972 Мюнхен Валерий Ярды велосипед I Пĕренеш,Çĕмĕрле районĕ
1976 Монреаль Николай Колесников йывăр атлетика I Наратлă, Пĕкĕлме районĕ (Тутарстан)
1976 Монреаль Виталий Константинов классикăлла кĕрешÿ I Тутар Калмăйăр, Чартаклă районĕ (Чĕмпĕр облаçĕ)
1992 Барселона Валентина Егорова марафон I Исетерккĕ,Муркаш районĕ
1996 Атланта Елена Николаева спортла утасси I Акшик,Сĕнтĕрвăрри районĕ

Чăвашсем — Олимп вăййисен кĕмĕл тата бронза призёрĕсем

тӳрлет
Çул Хула Спортçă спорт тĕсĕ йышăнă вырăн[1] Çуралнă вырăн[2]
1956 Мельбурн Ардалион Игнатьев 400 м. чупасси III Ĕнел, Елчĕк районĕ
1976 Монреаль Александр Кедяров[3] тĕл пересси II Янкăлч,Канаш районĕ
1980 Мускав Сергей Корнилаев ирĕклĕн кĕрешесси III Чăваш Кăпавĕ,Пушкăртстан
1992 Барселона Елена Николаева спортла утасси II Акшик,Сĕнтĕрвăрри районĕ
1996 Атланта Валентина Егорова марафон II Исетерккĕ,Муркаш районĕ
2000 Сидней Владимир Андреев спортла утасси III Яманчурел,Елчĕк районĕ
2000 Сидней Анастасия Колесникова[4] спортла гимнастика II Хусан, Тутарстан
2004 Афин Олимпиада Иванова спортла утасси II Мăнçут,Çĕрпӳ районĕ
2004 Афин Сергей Казаков бокс III Димитровград,Чĕмпĕр облаçĕ
2006 Турин Лилия Вайгина-Ефремова биатлон III[5] Шупашкар
2008 Пекин Ирина Калентьева велосипед III Нăрваш Шăхаль,Патăръел районĕ
2012 Лондон Татьяна Петрова-Архипова марафон III Карăкçырми,Вăрмар районĕ

Ытти хутшăнавçăсем

тӳрлет

Олимп вăййисене хутшăнасси — хăйех кашни спортçăшăн çав тери пысăк чыс. Ылттăн, кĕмĕл е бронза медаль кашнинех тивĕçмест. Ун пек спортсменсене те асăнса тухмалла, хисеп тумалла.

Эппин, акă вĕсем ытти чăваш хутшăнавçăсем:

Тата ыттисем те...

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ 1 тата 2 СССР е Раççей командишĕн пулсан, кун пирки ятарласа палăртман.
  2. ^ 1 тата 2 Чăваш республикинчен пулсан, кун пирки ятарласа палăртман.
  3. ^ Чăваш мар, ирçе пулма кирлĕ.
  4. ^ Олимп чемпионĕн (1976, йывăр атлетика) Николай Колесниковăн хĕрĕ.
  5. ^ Украинăшăн ăмăртса çĕнтерсе илнĕ.
  6. ^ Энциклопедия Врачи России Биографические данные и фото выдающихся врачей России 2016 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
  7. ^ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш ялӗн хӗрӗ медальшӗн кӗрешет.

Каçăсем

тӳрлет