Андреев Владимир Васильевич

Владимир Васильевич Андреев - (7.8.1966, Яманчурел ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 16.4.2024, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ) - раççей/чăваш спортсменĕ, çăмăл атлет, Олимп вăййисен чемпионĕ. Спортла çӳрев специалисчĕ. Шупашкарти спортла çӳрев шкулĕнче вĕреннĕскер. 2000 çулхи Олимп вййисен бронза призёрĕ. РФ тава тивĕçлĕ спорт ăсти.

Владимир Андреев
Пайăр хыпар
Арлăх: арçын
Тулли ят: Андреев Владимир Васильевич
Гражданлăх:
Ăстаçăлăх: çăмăл атлетика
Çуралнă вăхăт: 1966, авăн, 7
Çуралнă вырăн: Яманчурел, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2024, ака, 16
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Республики, РФ

Биографи тӳрлет

1966 çулхи авăнăн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялĕнче çуралнă. Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

1992 çулта Раççей Федерацин çăмăл атлетика командине кĕртнĕ. 1993 çулта Штутгартри тĕнче чемпионатне хутшăннă, унта вăл 20 км хăвăрт утассипе 19-мĕш вырăна тухнă. Владимир Андреевăн спорт карьеринче чи ăнăçуллă тапхăрĕ: 1999—2002 çулсем. 1999 çулта Тĕнчери хăвăрт утаса Кубокĕнче виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ, тепĕр çултан 20 километр дистанцире Сиднейре 2000 çуллахи Олимп вăййисенче бронза медальне тивĕçнĕ.

2005 çулхи акан 15-мĕшĕнче пĕлтернипе, Андреевран илнĕ допинг-тĕрĕслев чарса хунă салбутанол препарат пуррине палăртнă, çавăнпа та спортсмена пĕр çуллăха дисквалификациленĕ. Андреев хăйĕн спортри карьери вĕçленни пирки хыпарланă.

2024 çулхи акан 18-мĕшĕнче кĕтмен çĕртен Шупашкарта вилсе кайнă[1].

Çитĕнĕвĕсем тӳрлет

Пысăк çитĕнĕвĕсем спортлă çӳрев ăмăртусемче (хушă 10 тата 20 çухрăм) кăтартнă:

çул ăмăрту хула çитĕнĕвĕ
1989 ССРП Чемпионачĕ Мускав Ылтăн
2000 XXVII-мĕш Çуллахи Олимп вăййă Сидней Бронза
2002 Европа чемпионачĕ Мюнхен Кĕмĕл
2002 Тĕнче кубокĕ Турин Кĕмĕл
2004 XXVIII-мĕш Çуллахи Олимп вăййисем Афины 7-мĕш

Каçăсем тӳрлет

  1. ^ Бронзовый призёр Олимпийских игр, легкоатлет Владимир Андреев. Досье