Игнатьев Ардалион Васильевич

Ардалион Васильевич Игнатьев (1930 çулхи раштавăн 22-мĕшĕ, Ĕнел ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР1988 çулхи юпан 24-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен)- совет çăмăл атлечĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти, Олимп вăййисенче бронза призёрĕ, Олимп вăййисене Чăваш Енрен тухнă пĕрремĕш хутшăннă спортсмен, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçтĕшĕ[1].

Ардалион Игнатьев
Пайăр хыпар
Арлăх: арçын
Тулли ят: Ардалион Васильевич Игнатьев
Гражданлăх:
Ăстаçăлăх: çăмăл атлетика
Клуб: "Колхозник" (Чăваш АССР), "Урожай"(Ленинград)
Çуралнă вăхăт: 1930, раштавăн 22-мĕшĕ
Çуралнă вырăн: Ĕнел ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: 1988, чӳкĕн 24-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш Ен, Раççей
Тренер(сем): Николай Зайцев (1952 çултанпа)

Тренерĕ - Николай Зайцев (1952 çултанпа).

Биографи тӳрлет

Елчĕкри вăтам шкулта пĕлӳ пухнă. Канашри вĕрентӳçĕсен училищинче вĕренсе тухсан шкулта физикăпа математикăна тата физкультăрăна вĕрентнĕ.

Ардалион Игнатьев "Колхозник"(Чăваш АССР) тата "Урожай"(Ленинград) спорт клубĕсенче вăй-халне аталантарнă.

1951 çулта - пĕррремĕш çĕнтерӳ: Чăваш АССР чемпионачĕ, (Шупашкар, "Энергия" стадион), 100 метр вăрăммĕш дистанци. Чупу вăхăчĕ -11,1 çеккунтă.

1952 çулта çăмăл атлет Çуллахи Олимп вăййисене хутшăнать.

Пысăк спорт хыççăн Шупашкарта педагогика институтĕнче тата ялхуçалăх институтĕнче тренер-вĕрентӳçĕ тата Чăваш Республикин Çăмăл Атлетика Федерацин ертӳçи ĕçĕнче вăй панă.

Хутшăннă ăмăртусем тӳрлет

  • 1952 çул: XV-мĕш Олимп вăййисем (Хельсинки);
  • 1954 çул: Европа Чемпионачĕ (Берн);
  • 1956 çул: СССР халăхĕсен Спартакиади (виççĕ Ылтăн медаль);
  • 1956 çул: XVI-мĕш Олимп вăййисем (Мельбурн).

Çитĕнĕвĕсем тӳрлет

  • СССР рекордсменĕ (16 хутчен);
  • Европа рекордсменĕ;
  • СССР чемпионĕ (15 хутчен);
  • Çăмăл атлетика европа чемпионачĕ (1954): 200 м - кĕмĕл медалĕ, 400м -ылтăн медалĕ;
  • Çуллахи Олимп вăййисем (Мельбурн, 1956): 400 м - бронза медалĕ.

Астăвăм тӳрлет

  • Ардалион Игнатьев ячĕллĕ çăмăл атлетика ăмăртăвĕ (Чăваш Ен);
  • Игнатьев урамĕ (Шупашкар);
  • Игнатьев урамĕ (Елчĕк);
  • А. Игнатьев ячĕллĕ спорт шкулĕ (Шупашкар).

Вуламалли тӳрлет

  • Игнатьев А. В. Пурнăçланнă ĕçмĕт / А. В. Игнатьев. — Ш. : Чăв. кĕн. изд-ви, 1978. — 80 с;
  • Юрьев М. Eвропа чемпионĕ / М. Юрьев. — Ш. : Чăвашгосиздат, 1956. — 52 с;
  • Алексеев И. Мухтавлă ентеш / И. Алексеев // Eлчĕк ен. — 2000. — ч-к;
  • Игнатьев А. В. «Спорт — манăн çул» / А. В. Игнатьев // |ĕнтер-шĕн (Йĕпреç р-нĕ). — 1997. — 20 çу;
  • Игнатьев А. Стадионти пĕр çаврăм / А. Игнатьев // Коммунизм ялавĕ. — 1988. — 1 сент;
  • Ильин В. Ардалион Игнатьев манăçмĕ / В. Ильин // Хыпар. — 2003. — 30 юпа. — (Спорт страници. — № 10);
  • Плотников Ю. Вĕлкĕштĕр ялан олимп ялавĕ / Ю. Плотников // Ялав. — 2004. — № 1. — С. 109—113;
  • Плотников Ю. Олимп тӳпинче/ Ю. Плотников // Хыпар. — 1992. — 22 июль;
  • Пушкина И. Паллă спортсмен ячĕпе — асăну хăми / И. Пушкина // Хыпар. — 2003. — 29 юпа;
  • Сидоров П. Ардалион фончĕ йĕркеленчĕ / П. Сидоров // Хыпар. — 2003. — 10 кăрлач;
  • Сидоров А. Вилĕмсĕр Ардалион / П. Сидоров // Хыпар. — 2000. — 28 ч-к;
  • Сидоров П. Малтанхи олипиец / П. Сидоров // Eлчĕк ен. — 2003. — 24 çу;
  • Улангин А. Пĕрремĕш олимпиец / А. Улангин // Коммунизм ялавĕ. — 1990. — 23 нояб;
  • Земляки увековечили память спортсмена // Совет. Чувашия. — 2003. — 17 мая;
  • И был олимпийский дебют… / Молодеж. курьер. — 2002. — 10-16 июля (№ 28). — С. 9;
  • Игнатьев А. Быть первым трудно, но почетно. . . / А. Игнатьев // Чувашия — спорт. — 1995. — 8 дек. (№ 1). — С. 3;
  • Игнатьев А. "Зерна, брошенные нами, дали хорошие всходы. . . ": Воспоминания / А. Игнатьев // Чувашия — спорт. — 1996. — 29 мая (№ 10). — С. 3;
  • Кириллов Ю. Ардалион Игнатьев: «Шагнул на пъедестал первым»/ Ю. Кириллов // Молодеж. курьер. — 1996. — 8 мая (№ 18). — С. 14;
  • Краснов В. Легенда отечественного спорта / В. Краснов // Совет. Чувашия. — 2003. — 25 окт;
  • Матвеев С. В память о первом олимпийце / С. Матвеев // Совет. Чувашия. — 2003. — 29 окт;
  • Первый олимпиец Ардалион Игнатьев/ Подгот. Л. Волошина// Легкая атлетика. — 1995. — № 4. — С. 16;
  • Плотников Ю. Великим бегуном называют его / Ю. Плотников // Совет. Чувашия. — 2000. — 24 нояб;
  • Плотников Ю. Ему всегда стоять на пъедестале / Ю. Плотников // Совет. Чувашия. — 1998. — 2 дек;
  • Сорокин В. Будем помнить олимпийца / В. Сорокин // Совет. Чувашия. — 1999. — 11 февр;
  • Сорокин В. По прежнему гордимся им / В. Сорокин / Чăваш ен. — 1997. — 21 июнь — 5 июль (№ 25-26). — С. 8;
  • Талдыкин В. Они открывали Австралию / В. Талдыкин // Совет. Чувашия. — 1999. — 27 марта.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 80 лет со дня рождения первого олимпийца Чувашии Ардалиона Игнатьева. Министерство спорта Республики Чувашия (24 ноября 2010). çăлкуçран архивланă 13 Ака уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 26 Ака уйӑхӗн 2011.

Каçăсем тӳрлет