Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна
Чиркова-Лозовая Светлана Михайловна (1945 çулхи чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕ, Тупнер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР çур.)- чăвашран тухнă паллă совет тата эстон спортсменĕ, рапирист, икĕ хут Олимп чемпионĕ, СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти.
Светлана Чиркова-Лозовая | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | хĕрарăм |
Тулли ят: | Светлана Михайловна Чиркова-Лозовая |
Гражданлăх: | |
Ăстаçăлăх: | фехтовани |
Çуралнă вăхăт: | 1945, чӳк, 5 |
Çуралнă вырăн: | Тупнер, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Тренер(сем): | Виталий Аркадьев |
Çӳллĕш: | 168 см |
Йывăрăш: | 63 кг63 кг |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1950-мĕш çулта амăшĕпе пĕрле Эстоние, Таллин хулине куçса кайнă. Чăвашла çеç калаçма пултарнипе шкула пĕр çул каярах кайнă [1]. 7-мĕш классра фехтовани секцине çӳреме тытăннă. 1967-мĕш çулта Эстони чемпионĕ ятне тивĕçнĕ, каярах тата 6 хутчен çак ята çирĕплетнĕ.
1977-мĕш çултанпа тренер пулса ĕçлет. Икĕ ывăлĕ те (Эдуард Бер (1975) тата Кирилл Лозовой) фехтованипе енĕпе аталанаççĕ.
Вĕренӳ
тӳрлетТаллинри педагогика институчĕ - 1973.
Хутшăннă ăмăртусем, çитĕнĕвĕсем
тӳрлет- Икĕ хут олимп чемпионĕ (1968, 1972);
- Тĕнче чемпионĕ: (кĕмел тата йĕс медальсем (1969) , ылтăн (1970-1971).
Чысĕсем
тӳрлет- СССР тава тивĕçлĕ спорт ăсти - 19672.
- 3-мĕш шайри Шурă Çăлтăр орденĕ - 2006.
- Эстони олимп комитечĕн хисеплĕ пайташĕ.