Пĕр сехетри зона
Пĕр сехетри зона е пĕр вăхăтлă зона — пĕр вăхăт йĕркине йышăннă Çĕр чăмăрĕн регионĕ.
Пайлав принципĕсем
тӳрлетПĕр сехетлĕ зонăсен системин хальхи никĕсне ятарласа координациленĕ вăхăта (пĕтĕм тĕнче вăхăтне) тĕпе хунă. Çав ятарлă координатран вăхăт тăрăхĕсене шутлаççĕ. Кашни градуса валли (е кашни градус, минута, çекунтă валли) вăхăт кĕртес мар тесе, Çĕре 24 Пĕр сехетлĕ зонăна пайланă. Пĕр зонăри вăхăт тепĕринчен сехет хисепĕпе çеç уйрăлса тăрать, минутпа çеккунт хисепĕ тĕнчипех пĕр пек пырать. Тĕнчери хăш-пĕр çĕршывсенче вырăнти вăхăт координат вăхăтĕнчен шăп та шай тулли сехет мар, тата 30 е 45 минут чухлĕ ытларах пулма пултарать. Паллах, çакăн пек вăхăт тăрăхĕсем тĕнчипе çирĕп тытса пыракан вăхăт системине тивĕçтермеççĕ.
Çурçĕрпе Кăнтăр полюсĕсенче меридиансем пĕр пăнчăра тĕл пулаççĕ, çавăнпа унта вăхăт тăрăхĕн пĕлтерĕшĕ çук, вырăнти вăхăтăн палăртăвĕ те «çухалать». Полюссенчи вăхăт тĕнче вăхăчĕпе тан шутланать пулин те, Амундсен-Скотт (Кăнтăр полюсĕ) станцинче пурнăç Çĕнĕ Зеланди вăхăчĕпе пырать.
Пĕр сехетлĕ зонăсем
тӳрлет- UTC-12 — Кунсен ылмашĕвĕн йĕрĕ
- UTC-11 — Самоа
- UTC-10 — Гавайсем
- UTC-9 — Аляска
- UTC-8 — Çурçĕр Америкăн Лăпкă океан вăхăчĕ (АПШпа Канада)
- UTC-7 — Туьен вăхăчĕ (АПШпа Канада), Мексика (Чиуауа, Ла-Пас, Мацатлан)
- UTC-6 — Тĕпьен вăхăчĕ (АПШпа Канада), Тĕп Америкăн вăхăчĕ, Мексика (Гвадалахара, Мехико, Монтеррей)
- UTC-5 — Çурçĕр Америкăн тухăç вăхăчĕ (АПШпа Канада), Кăнтăр Америкăн Лăпкă океан вăхăчĕ (Богота, Лима, Кито)
- UTC-4:30 — Каракас
- UTC-4 — Атлантика вăхăчĕ (Канада), Кăнтăр Америкăн Лăпкă океан вăхăчĕ, Ла-Пас, Сантьяго)
- UTC-3:30 — Ньюфаундленд
- UTC-3 — Кăнтăр Америкăн тухăç вăхăчĕ (Бразилиа, Буэнос-Айрес, Джорджтаун), Гренланди
- UTC-2 — Атлантика вăтам вăхăчĕ
- UTC-1 — Азор утравĕсем, Кабо-Верде
- UTC+0 — Анăç Европа вăхăчĕ (Дублин, Эдинбург, Лиссабон, Лондон), Касабланка, Монрови
- UTC+1 — Вăтаçĕр Европа вăхăчĕ (Амстердам, Берлин, Берн, Брӳссель, Вена, Копенгаген, Мадрид, Парис, Рим, Стокгольм, Белград, Братислава, Будапешт, Варшава, Любляна, Прага, Сараево, Скопье, Загреб), Анăç тĕп африка вăхăчĕ
- UTC+2 — Тухăç Европа вăхăчĕ (Афина, Бухарест, Вильнюс, Киев, Кишинев, Минск, Рига, Софи, Таллин, Хельсинки, Калининград), Икĕпат, Израиль, Ливан, Турци, КАР
- UTC+3 — Мускав вăхăчĕ, Тухăç Африка вăхăчĕ (Найроби, Аддис-Абеба), Ирак, Кувейт, Сауд Аравийĕ
- UTC+3:30 — Тегеран вăхăчĕ
- UTC+4 — Пĕрлешĕннĕ Арап Эмирачĕсем, Оман, Азербайджан, Армени, Грузи
- UTC+4:30 — Афганистан
- UTC+5 — Екатеринбург вăхачĕ, Анăç Ази вăхăчĕ (Исламабад, Карачи, Ташкент)
- UTC+5:30 — Инди, Шри-Ланка
- UTC+5:45 — Непал
- UTC+6 — Çĕн Çепĕр, Омск вăхачĕ, Тĕп Ази вăхăчĕ (Бангладеш, Казахстан)
- UTC+6:30 — Мьянма
- UTC+7 — Красноярск вăхăчĕ, Кăнтăр-Тухăç Ази (Бангкок, Джакарта, Ханой)
- UTC+8 — Иркут вăхăчĕ, Улан-Батор, Куала-Лумпур, Гонконг, Китай, Сингапур, Тайвань, анăç австрали вăхăчĕ (Перт)
- UTC+8:30 — Çӳлти Корея
- UTC+9 — Якути вăхăчĕ, Корей, Япони
- UTC+9:30 — Тĕп Австрали вăхăчĕ (Аделаида, Дарвин)
- UTC+10 — Владивосток вăхăчĕ, Тухăç Австрали вăхăчĕ (Брисбен, Канберра, Мельбурн, Сидней), Тасмани, Анăç Лăпкă океан вăхăчĕ (Гуам, Порт-Морсби)
- UTC+11 — Магадан вăхăчĕ, Тĕп лăпкă-океан вăхăчĕ (Соломон утравĕсем, Çĕнĕ Каледони)
- UTC+12 — Маршалл утравĕсем, Фиджи, Çĕнĕ Зеланди
- UTC+13 — Тонга
- UTC+14 — Лайн утравĕсем (Кирибати)
Çуллахи вăхăт
тӳрлетНумай çĕршывра пурнăçа «çуллахи вăхăта» куçарни Çĕр планетăна вăхăт тăрăхĕсем çине пайланине пăтратса ярать. Çуллахи вăхăта куçнă чухне вырăнти вăхăта тĕнчери вăхăтпа палăртнинчен пĕр сехет малалла куçараççĕ. Çав чухнех Кăнтăр çур чăмăрĕнче, калăпăр, çу кунĕсем тăраççĕ пулсан, Çĕрĕн çурçĕр çур чăмăрĕнче вара хĕл хуçаланать. Çĕрĕн ик çур чăмăрĕ те вăхăта пачах хирĕçле енсене куçарни тĕнче вăхăчĕпе тĕрĕс шутлама чăрмав кӳрет.
Пĕр сехетлĕ зонин кунçулĕ
тӳрлетПĕр сехетлĕ зонăсене кĕртиччен кашни хула хăйĕн вырăнти географи вăрăмлăхĕпе çыхăннă хĕвел вăхăчĕпе пурăннă. Чукун çулпа çыхăну хатĕрĕсем аталаннăçем вăхăта шутлассине йĕркелеме тытăннă. Пĕр сехетлĕ зонăсен хальхи системине Çурçĕр Америкăра, Канада инженерĕ Сэндфорд Флеминг 1879 çул тĕлнелле кĕртнĕ, 1929 çул тĕлне ку система тĕнчепех сарăлнă. Раççейре пĕр сехетлĕ зонăсен йĕрки 1917 çулчченех пулман.
Каçăсем
тӳрлет- Cтатья, Кругосвет çинче
- Вăхăт тăрăхĕсен хыпарлăх кĕнеки 2006 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Раççейĕн вăхăт тăрăхĕсен картти
Вăхăт тăрăхĕсем Google Maps KMZ (KMZ тĕллисен файлĕ, Google Earth валли)