Эдинбург

Эдинбу́рг (акăл. и акăлч.-шотл. Edinburgh — [ˈɛdɪnˌbrə] пек вуланать, гэл. Dùn Èideann — [tuːn ˈeːtʃən] пек вуланать) — Шотланди тĕп хули, калăпăшĕпе иккĕмĕш хула, пĕр ятлă облаçĕн администраци центрĕ.
|

Шотландин тухăç тинĕс хĕрринчи (Вăта Шотланди айлăмĕн çĕрĕнче) Ферт-оф-Форт кӳлмекĕн кăнтăр çыранĕнче вырнаçнă. 1437 çултанпа Шотланди тĕп хули.
Хулара Эдинбург университечĕ вырнаçнă. Эдинбург районĕсене — Ватă хулапа Çĕнĕ хулана — 1995 çулта ЮНЕСКО йĕркеленӳлĕхĕн Тĕнче кăнарлăхĕ йышне кĕртнĕ. 2001 çулхи халăх çыравĕпе, Эдинбургра 468 070 çын пурăннă.
Çурлара хулара тĕнчипе паллă пысăк темиçе темăллă Эдинбург фестивалĕ иртет. Çак вăхăта хулари халăх йышĕ çулçӳревçĕсем пухăннипе икĕ хутчен ӳсет. Туллипе каласан, Эдинбурга çулсерен 13 млн яхăн çулçӳревçĕ килсе курать, çакна пула вăл Аслă Британире (Лондон хыççăн) иккĕмĕш çулçӳрев паллă вырăнĕ шутланать.
Этимологи
тӳрлетХула ячĕ Гододин патшалăхĕнчи авалхи бриттсен çĕрĕнче ларнă Din Eidyn бретон карманĕнчен— Эйдин карманĕ — пулса тухать.
VI ĕмĕрте анкăл-саксăсем кельт территорине çĕнтерсе илсен, кармана çĕнĕлле Edin-burh теме тытăннă. Хăшпĕр тĕпчевçĕсем шутланипе, çак палăрту Эдвин карманĕ тени пулать (Edwin’s fort), тĕпĕнче VII ĕмĕрте астулра ларнă Нортумбри патшин Эдвинăн ячĕ выртать, пулас. Çапах та, çакăн пек шухăшлани тĕрĕсех мар пуль, меншĕн тесен ячĕ Эдвин тăрăна керичченех улшăннă пулнă.
Кун-çулĕ
тӳрлетПаллă янташсем
тӳрлет- Ширли Мэнсон (1966) — вокал, гитара, текстсем тата Garbage ушкăнăн пичĕ-сăнĕ
- Александр Белл (1847—1922) — ăслайçă, телефоние никĕс хураканĕ
- Тони Блэр (1953) — Асла Британи премьер-министрĕ
- Дойг Питер) — британи ӳнерçи, асамлă реализмра ĕçлет
- Инглис Генри Дэвид (1795—1835) — акăлчан çыравçи
- Сэр Артур Конан Дойл (1859—1930) — паллă çыравçă, Шерлок Холмс çинчен детектив романĕсен авторĕ
- Сэр Шон Коннери (1930) — паллă киноартист тата продюсер, Джеймс Бонд рольне выляканĕ
- Джеймс Клерк Максвелл (1831—1879) — физик, классика электродинамика пайне никĕслекенĕ
- Джон Нокс (1513—1572) — тĕн ĕçченĕ, Шотландире пресвитери чиркĕвне йĕркелекенĕ
- Джоан Роулинг (1965) — хальхи çыравçă, Гарри Поттер çинчен романĕсен авторĕ
- Сэр Вальтер Скотт (1771—1832) — тĕнчипе паллă çыравçă
- Адам Смит (1723—1790) — экономист, хальхи экономика теорине никĕслекенĕ
- Мюриэл Спарк (1918—2006) — паллă британи хĕрарăм-романист
- Роберт Льюис Стивенсон (1850—1894) — çыравçă тата сăвăç, приключени романĕсемпе повеçсен авторĕ
- Мария I Стюарт (1542—1587) — Шотланди арăм патши
- Ирвин Уэлш (1958) — хальхи палла çыравçă
- Джеймс Хаттон (1726—1797) — натуралист-геолог, плутонизма никĕслекенĕ
- Давид Юм (1711—1776) — философ, шотланди Çутĕç ĕçченĕ
Климат
тӳрлетКлимат таблици [1] | Кăрлач | Нарăс | Пуш | Ака | Çу | Çĕртме | Утă | Çурла | Авăн | Юпа | Чӳк | Раштав | Çулта |
Кунри чи çӳллĕ вăтам температура (°C) | 6.2 | 6.5 | 8.7 | 11.1 | 14.2 | 17.3 | 18.8 | 18.5 | 16.2 | 13.2 | 8.1 | 6.9 | 12.1 |
Кунри чи пĕчĕк вăтам температура (°C) | 0.3 | 0.0 | 1.5 | 3.1 | 5.7 | 8.7 | 10.3 | 10.2 | 8.4 | 5.9 | 2.1 | 0.9 | 4.8 |
Вăтам нӳрĕк (мм) | 57 | 42 | 51 | 41 | 51 | 51 | 57 | 65 | 67 | 65 | 63 | 58 | 668 |
Çумăрлă кунсен вăтам шучĕ | 17.2 | 13.6 | 16.2 | 14.0 | 14.4 | 13.3 | 13.1 | 15.2 | 16.5 | 16.7 | 16.3 | 16.3 | 182.8 |
Халăх
тӳрлетЭдинбургри халăх йыш улшăнăвĕ [2] 1755 — 2005 çç. тапхăрĕнче [3][4] | ||||||||||
1755 | 1791 | 1811 | 1821 | 1831 | 1841 | 1851 | 1861 | 1871 | 1881 | 1891 |
57 195 | 81 865 | 82 624 | 112 235 | 136 054 | 138 182 | 160 511 | 168 121 | 196 979 | 228 357 | 261 225 |
1901 | 1911 | 1921 | 1931 | 1951 | 1961 | 1971 | 1981 | 1991 | 2001 | 2005 |
316 837 | 320 318 | 420 264 | 439 010 | 466 761 | 468 361 | 453 575 | 425 575 | 418 914 | 448 624 | 457 830 |
Халăх çыравĕпе Эдинбургра 2001 çулта 448 624 çын пурăннă. 2005 çулта çак шут, Шотланди граждан тытăмĕн тĕп департаменчĕн хаклавĕпе, 457 830 çынна çитет, çав шутран 48 % (220 094 çын) арçын тата 52 % (237 736 çын) — хĕрарăм.
Экономика
тӳрлетЭдинбург — Аслă Британин экономика енчен вăйлă аталаннă районсенчен пĕри. Экономика ӳсĕмĕ 1999 çулта пуçланать, ун чухне Шотланди парламентне çĕнĕрен йĕркеленĕ, çакăн хыççăн хулара правительство çурчĕсене нумай туса хунă, халăх валли чылай ĕç вырăнĕ тупăннă.
Эдинбургăн чи мала аталаннă экономики — сфера услуг, тĕплĕнрех çулçӳревлĕх, банк ĕçĕ, çутĕç тата кăткăс технологисем. 1695 çулта Шотланди парламенчĕн йышăнăвĕпе Шотланди Банкне йĕркеленĕ. Халĕ вăл HBOS холдинг компанине кĕрет, унăн пуç офисĕ Эдинбургра вырнаçнă. Шотланди патша банкне патша хушăвĕпе 1747 çулта никĕсленĕ, паянкун вăл пасар капитализаципе тĕнче рейтингĕпе пиллĕкĕмĕш вырăнта шутланать.
Транспорт
тӳрлетТулли статья: Эдинбургăн транспорт системи Эдинбург — Шотландин тĕп транспорт çыххи тата хĕвеланăç-вăта пайĕн чукун çул центрĕ.
Этеплĕх
тӳрлетМузейсем
тӳрлетТăванлă хуласем
тӳрлетФотографисем
тӳрлет-
Çĕнĕ хула архитектури -
Роберт Бёрнс монуменчĕ -
Вальтер Скотт палăкĕ
Каçăсем
тӳрлетÇулçӳрев
тӳрлет- EdinburghGuide.com (акăлч.) Хулари çул кăтартаканĕ
- YourEdinburgh.info 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.) Хулари çул кăтартаканĕ
- Эдинбургский аэропорт (акăлч.) Рейс расписанийĕ, билетсене илсе хумалли
Паллă вырăнсем
тӳрлет- Эдинбург музейĕсемпе галерейисем (акăлч.)
- Эдинбург галерейисем (акăлч.)
- Эдинбургăн ватă хули 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.) Кун-çулĕ, лавккасем, хăна çурчĕсем, пабсем тата урăх.
- Эдинбург патшалăх обсерваторийĕ (акăлч.)
- Эдинбург зоопаркĕ (акăлч.)
- Эдинбург патшалăх ботаника сачĕ (акăлч.)
- Патшалăх милĕ (акăлч.) Эдинбургăн кун-çуллĕ тĕп урамĕ
Фестивальсем
тӳрлет- Эдинбургри тĕнче ӳнер фестивалĕ (акăлч.)
- Эдинбургри тĕнче кинофестивалĕ (акăлч.)
- Эдинбургри тĕнче джазпа блюз фестивалĕ 2022 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- Эдинбургри тĕнче кĕнеке фестивалĕ (акăлч.)
- Эдинбургри тĕнче ăслăх фестивалĕ (акăлч.)
- Фестиваль Edinburgh Fringe (акăлч.)
- Эдинбургриинтерхастар кану фестивалĕ (акăлч.)
- Эдинбургри çар оркестрĕсен парачĕ (акăлч.)
- Hogmanay — шотланди Çĕнĕ çулĕ 2012 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
- Эдинбургăн пур фестиваль сайчĕ 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. (акăлч.)
Çутĕç
тӳрлет- Эдинбургский университет (акăлч.)
- Хериот-Ватт университечĕ (акăлч.)
- Эдинбург ӳнер колледжĕ (акăлч.)
- Эдинбургри патшалăх хирурги колледжĕ (акăлч.)
- Эдинбургри патшалăх медицина колледжĕ (акăлч.)
- Эдинбург бизнес шкулĕ
Храмсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ World Meterological Organization
- ^ Хыпарсене Лит хула халăхне те кĕртнĕ
- ^ City of Edinburgh Council 2005 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Edinphoto 2008 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Шотланди географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |