Загреб
Географи
тӳрлетЗагреб Сава шывĕ çинче ларать, тинĕс шайĕнчен 120 метр çӳллĕшĕнче, Медведница ту тăрăхĕ çумĕнче.
Халăхĕ
тӳрлет2001 çулта хулара 779 145 çын пурăннă.
Кун-çулĕ
тӳрлетЗагреба пĕрремĕш 1094 çулта асăннă, ун чухне венгр патши Ласло I Каптол сăртĕнчи пурăну вырăнĕнче епископлăх никĕсленĕ. Вăл вăхăтра Градецпа Каптол, халĕ Загребăн историллĕ чăмăрне кĕрекенсем, икĕ ирĕклĕ пурăну вырăнĕсем шутланнă.
1242 çулта Загреба (Градец) Ылтăн буллапа хорвати-венгри патши Бела IV патшалăхăн ирĕклĕхлĕ хула ятне панă. XVII пуçламăшĕнче Градец тата Каптол пĕрлешсе каяççĕ, Каптол епископлăхĕ Загреб архиепископлăхĕ пулса тăрать.
1669 çулта иезуитсем хулара пĕрремĕш гимнази тата академи уçаççĕ. Çак вăл Загреб Университечĕн çуралнă кунĕ пулать. Хыççăнах Загреб çĕршывăн культура тĕпĕ, Хорватин пысăк хулисенчен пĕри пулса каять.
1776 çулта Вараждинран Загреба Хорвати патшалăхĕн вечине (Патшалăхăн Ертĕвне) куçараççĕ, çакăн хыççăн хула шĕкĕр пулса тăрать.
Австри-Венгри империнче хулана Аграм тенĕ.
1991 çулхи çĕртме, 25 Хорвати Республикин Саборĕ Хорвати никамапăхăнманлăхне Загреба шĕкĕр хули вырăнне йышăннă.