Николаев Андриян Григорьевич
Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев (1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ, Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР — утă, 3 2004, Шупашкар, Раççей Федерацийĕ) — совет 3-мĕш космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, авиаци генерал-майорĕ, чăваш.
Андриян Григорьевич Николаев | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Шаблон:Карточка/тăван ят | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Патшалăх: | ССРП | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Специальнăç: | пилот, карап командирĕ | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çарти хисеп: |
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Экспедицисем: |
Восток-3 Союз-9 | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вăхăт: | 5 авăн 1929 | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çуралнă вырăн: | Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
3 утă 2004 | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, РФ | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Автограф: | |||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Чысланисем: |
Ют патшалăхсен:
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Медиафайлы на Викиампар |
Пурнăçĕ
тӳрлет1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан Карелире «Южкареллес» трестра вăрман каснă. 1950 çулта çар хĕсметне кайнă. 1951 çулта Фрунзери çар авиаци летчикĕсен училищинче вĕренме пуçланă. 1954 çулта училище хыççăн Мускав çывăхĕнчи авиаци пайĕсенче хĕсметре тăнă. 1960 çулта совет космонавчĕсен ушкăнне чĕнсе илнĕ. «Восток» ятлă карапсем çинче вĕçев ĕçĕсене вĕреннĕ.
1961 çулхи çурла уйăхĕнче Г. С. Титов «Восток-2» космос карапĕ çинче вĕçнĕ чухне унăн дублёрĕ пулнă.
1962 çулхи авăнăн 11-15-мĕшĕсенче «Восток-3» космос карапĕ çинче хăйĕн пĕрремĕш космос вĕçевне тухнă. Тĕнчере пĕрремĕш ушкăнлă космос карапĕсен («Восток-3» и «Восток-4») вĕçевне хутшăннă. Космосра 3 талăк та 22 сехет те 22 минут ирттернĕ. Ун хыççăн пулас вĕçевсене хатĕрленет, 1963-1968 çулсенче космонавтсен ушкăнĕн командирĕ. Ĕçленĕ чухнех 1968 çулта Çар-вĕçевçĕ инженерсен Н. Е. Жуковский ячĕллĕ академинчен вĕренсе тухнă. 1968 - 1974 çулсенче - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн çумĕ. Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ.
1969 çулхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче Николаева тепĕр икĕ космонавтпа — В.В. Терешковăпа тата Г.Т. Береговойпа Кремльте автомобильпе пынă чухне Совет Çарĕн çар çынĕ — Виктор Ильин — ССКП ТК Тĕп секретарĕ Л.И. Брежнев вырăнне йышăнса — пăшалран пенĕ. Николаева пуля çурăмран сĕртĕнсе кайнă, çапах та вăл вилĕмле суранланнă шоферăн рульне ярса илнĕ те автомобиле чарнă.
1969 çулхи чӳк уйăхĕнче Союз-8 карапăн дубль экипажĕн командирĕ пулнă. 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1 - 19-мĕшĕсенче Союз-9 карап экипажĕн командирĕ пулса Виталий Севостьянов борт-инженерпа пĕрле вăл вăхăтри чи вӑрах космос вĕçевне ирттернĕ. Çĕр çине ансан космонавтсем хăйсене питĕ начар туйнă, урисемпе утайми пулнă. Çак амаклăха медицина литературинче «Николаев эффекчĕ» теме йышăннă. Вĕçевĕ 17 талăк та 16 сехет те 58 минут та 55 секунд пынă. Пĕтĕмпе космосра - икĕ хут хăпарса -21 талăк та 15 сехет те 20 минут та 55 секунд . В 1974 çултанпа - космонавтсене хатĕрлекен Ю. А. Гагарин ячĕллĕ Тĕпĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.
РСФСР Аслă Канашлăвĕн 6 - 11 чĕнĕвĕсен депутачĕ. 1990 - 1993 çулсенче РСФСР халăх депутачĕ.
Чăваш Ен президенчĕн Н.В. Фёдоровăн йышăнăвĕпе мăнаçлăн тăван енӗнче — Шуршăл ялĕн çăви ҫине пытарнă, çакăнпа хĕрĕ — Елена Майорова — килĕшмен, вăл ашшĕн виллине Çăлтăр хулине куçарасшăн пулнă.
Çемье
тӳрлет8 çул хушши Валентина Терешкова — тĕнчери пĕрремĕш космонавт-хĕрарăмпа мăшăрлă пурăннă (Нумай хутчен совет прессинче çырса кăтартнă «Космос туйĕ»).
Чыслани
тӳрлет- 2 хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ.
- 2 хутчен Ленин орденĕ,
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ,
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ,
- медальсем.
- К. Э. Циолковский ячĕллĕ ылтăн медаль,
«Космос» медалĕ,
- де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ылтăн медалĕ
- ПХР Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
- ДВР Ĕç Паттăрĕ
- МХР Паттăрĕ
- Георгий Димитров орденĕ,
- Кирилл тата Мефодий (Пăлхари) орденĕ,
- Бриллиантсемпе I степеньлĕ Ялав (Хункăри),
- Сухэ-Батор (Монголи) орденĕ,
- II класри орден (Индонези),
- Нил шӳлкеми (Икĕпат) орденĕ.
- Даниэль ттаа Флоренс Гуггенхеймсен премийĕ.
- Тĕнчери астронавтика академин хисеплĕ пайташĕ.
- ССРП патшалăх премин лауреачĕ (1981).
- Калуга, Смулен, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Раççей), Караганда (Казахстан), Дархан (Монголи), София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен (Болгари), Карлови-Вари (Чехи), Буира (Алжир) хулисен хисеплĕ гражданинĕ.
- Николаев кратерĕ (Уйăх).
Асăнмалăх
тӳрлет- Уйăхăн тепĕр енчи кратерӗ
- Инза (Чĕмпĕр обл.) хулинчи урам
- 10-мĕш шкул Шупашкар
- Кокшакассинчи вăтам шкул (Çĕрпӳ районĕ).
- Космонавт Николаев А.Г. урамĕ (Шупашкар)
- ача-пăча паркĕ (Шупашкар)
- Урам Красноярск
- Кану паркĕ (Элĕк)
- Аэропорт (Шупашкар)
Почтă марккисем
тӳрлетНиколаева халалланă почтă марккисене тĕрлĕ çĕр-шывсенче пичетленĕ:
Çавăн пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- А.Г.Николаев "Космос без границ", Мускав, 1979.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетНиколаев Андриян Григорьевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
- Биография на сайте Люди
- Электронная выставка «Андриян Николаев: Путь к звёздам» 2011 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Умер третий космонавт Андриян Николаев 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шоршелы и А. Г. Николаев
- Стихотворение Андрияну Николаеву летчику-космонавту посвящается (автор Елена Светлая, г. Чебоксары)
- Андриян Григорьевич Николаев – космонавт 2013 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Стихотворение про А. Г. Николаева «Чувашский космонавт»
- Андриян Николаев пуҫлӑхсем патне ҫеҫ Герой ҫӑлтӑрӗпе кӗнӗ
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |