Нальчик
Нальчик | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Кабардино-Балкари Республики |
Никĕсленĕ: | 1724 |
Хула, çултан: | 1921 |
Халăх йышĕ, пин çын: | 233,9 (2002) |
Хула лаптăкĕ: | 131 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 43° 31' ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 43° 36' х. т. д. |
Нальчик, — Раççейĕн хули, Кабардино-Балкари Республикин тĕп хули. «Нальчик» сăмахĕ кабардин чĕлхи çинче, балкар чĕлхи çинче пекех, такан пек куçарăнать. Хула çине çӳлтен пăхсан вăл такан пек курăннă пирки ăна çапла каланă. Такан хула эмблеми çинче те пур.
Хула Нальчик (Терекăн юппи) юханшывĕ хĕрринче ларать. Вăл тинĕс шайĕнчен 512 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. 2002 çулта кунта 233, 9 пин çын пурăннă, хула лаптăкĕ 131 км2 танлашать.
Истори
тӳрлет1724 çулта кабардин князĕ Асланбек Кайтукин çак вырăна куçса килнĕ. Вара унăн çурчĕ кабардин князĕсен резиденциĕ пулса тăнă. Кунтах Кабардан администрациĕн вырăнĕ шутланнă.
Нальчик крепоçне 1818 çулта никĕсленĕ. 1838 çулта кунта çар селениĕ пулса тăнă. 1862 çулта ăна слабода туса хунă, вăл вăхăтра унта 2300 çын пурăннă. 1921 çулта вара Нальчика хула шайне кĕртнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçинче хулана фашистла нимĕç çарĕсем оккупацине илнĕ. Оккупаци вăхăчĕ 1942 çулхи юпа уйăхĕн 28 пуçласа 1943 çулхи кăрлачăн 3 тăсăлнă. Ку вăхăтра хулана вăйлă аркатнă. Çав вăхăта халалласа хула паркĕнче Ӗмĕрлĕхи Çулăм çунать. Нальчика Кабардино-Баркари н партизанĕсемпе пĕрле Кавказ хыçĕнчи фронтăн Çурçĕрти ушкăнăн 37 Армин çарĕсем ирĕке кăларнă.
Каçăсем
тӳрлет
Нальчик Викиампарта? |