Суваризм (юхăм)

Ку сăмаха Борис Суварин (1895-1984) ячĕпе çыхăннă суваризм та текен системăпа[1] пăтраштармалла мар

Суваризмчăвашсен вăтам ĕмĕрсенчи тата авалхи историне тĕпрен илсен савирсемпе (суварсемпе) çыхăнтарса çавна паянхи пурнăçра та усă курас туртăмлă идеологи. Ытларах, паллах, чăвашсем хушшинче сарăлнă, анчах идеологие (чăваш суваризмне) аталантарас текенсем урăх тĕлсенче те пайтах. Çак идеологие тытса пыракансене "суварист" е "сăварçă" теме пулать. Хăйсене хăйсем вĕсем ытларах чухне апла та, капла та каламаççĕ; юхăмне те ятарлă ятпа палăртсах каймаççĕ, — ку вăл пĕтĕмпех сăнаса тăракансен (сăнавçăсен) терминĕсем.

Ӳкерчĕк:Suvar-bulgar (9).jpg
Атăлçи Пăлхар территорийĕнчи 9-15-мĕш ĕмĕрсенчи йăхсемпе халăхсем. Хăйне "bolgar" тесе палăртнă автор суваризм тата неосуваризм концепцийĕ çине таянса ăсталанă карттă. Асăрхăр: ăçта май килчĕ унта "сувар-пăлхарсене" "чиксе хума" тăрăшнă. Карттăн ăнлантарнинче (легендинче) "сувары" пур, анчах та вăл карттă çинче хăйĕнче çук. Хăлăпкасен ăшĕнче хуласен "чăвашла" ячĕсене палăртса тухнă: Пулкар, Сăвар, Пÿлер, Чÿкту, Хусан, Шупашкар. Тата хайхи Ошель, Тигашево, Таяба тенисен тĕлĕнче унашкал япаласем çук. Çавăн пекех каярахри çăлкуçсенче Собекуляне, Челмата, Худые болгары, Бесермяне, Çăваç[2] тесе палăртнă ушкăнсене те кăтартса тухман.

Калас пулать, "Сувар" сăмахпа пропаганда е ăна çывăх пĕчĕк тĕлевсемпе усă курма хăтланнисем тутарсем хушшинче те курăнкалать. Калăпăр, Хусанта çав ятпа палăртнă уйрăм йĕркелĕмсем пур[3][4]. Анчах та кунта теменле акăш-макăш пысăк тĕллевсем пурри курăнмасть. Ытларах чухне пĕтĕмпех ăнсăртран пулса пырать. Çавăнпа та тутар суваризмĕ пирки калаçмалăх сăлтавĕсем çук. Хуть те мĕнле пулсан та, "Сувар" бренда "Пăлхар" брендран çÿлерех хурас шухăш пачах та çук тутарсен.

Суваризмăн экзистенциаллă никĕсĕсем

тӳрлет

Ку статьяра пăхса тухакан идеологилле юхăмăн, тĕрĕссипе, нимĕнле историлле-ăславла никĕссем те çук, — экзистенциалла никĕссем пирки çеç калаçма пулать. Суваристла шухăшлав Н.И.Ашмарин тата ыттисем тăрăшнипе никĕсленĕ пăлхар-чăваш этносла тата чĕлхелле татăлми тăсăмлăхĕн теорине хирĕçлет[5]. В.Д.Димитриев каланинчен[5]:

  Теория болгаро-чувашской языковой и этнической преемственности, обоснованная Н. И. Ашмариным и поддержанная, развитая авторитетными учеными в ХХ в., прочна и не может быть опровергнута никакими фальсификаторами истории.  

<Куçару: Н.И.Ашмарин никĕсленĕ тата ытти авторитетлă ăçлавçăсем 20-мĕш ĕмĕр тăршшĕнче хута кĕрсе çирĕплетнĕ пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçе-вĕçлĕхĕн теорийĕ тĕреклĕ тăрать, ăна нимле фальсификаторсем те аркатма пултараймаççĕ.>

Суваризм идеологине туса хурасси Атăлçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенсем тата кайран унта пурнакансем хушшинче сăварсем те пулнипе çыхăннă. Асăннă йăхсем историлле литературăра (историографире), çавăн пекех çăлкуçсенче те, ытларах савирсем (Кавказра чухне) тата суварсем (Вăтам Атăл тăрăхĕнче) ятсемпе паллă.

Авалхи Кавказри савирсем пирки самаях нумай хыпар пулсан, вăтам ĕмĕрсенчи Вăтам Атăл тăрахĕнчи суварсем пирки пит лайăхах паллă мар. "Сувар" ят Вăтам Атăл тăрăхĕнче, тĕпрен илсен, уйрăм хула пек паллă. Паянхи кунчченех çав хулан йĕррисем хулаш пек упранса юлнă. Анчах та "сувар" сăмаха уйрăм халăх ячĕ пек асăнни пĕр-ик хутран ытла мар тĕл пулать. Вăл шутра — хасар патшин Иосифăн çырăвĕнче[6][7].

Махмуд Кашгарий XI ĕмĕрте суварсем тата вĕсен чĕлхи пирки калани те кăсăклă. Анчах та вăл Вăтам Атăл тăрăхĕнчи суварсем тата палхарсем пирки мар. Акă еплерех комментарилет çакна Сувары.рф. сайт администрацийĕ[8]:

<Куçару: Каспи тăрахĕнчи пăлхарсем тата сăварсем Admin - 11, сентябрь, 2012 - 22:49

Махмуд ал-Кашгари хăйĕн 11-мĕш ĕмĕрти каррттинче Пăлхар хулине Каспи тинесĕ хĕрринче, Атăл вуррин сулахай енче, вырнаçтарнă, Сувар хулине — вурăран сылтăм енче (хальхи Дагестан çĕрĕ çинче теме пулать). Вăл асăнакан палхарсем тата суварсем Византи (Рум) тĕлĕнче паларăннă, урахла каласан, хазарсен тата Дунайçи палхарсен çĕрĕ çинче. Хасарсен каганатне 965-мĕш çулта аркатнă, дунайçи пăлхарсене — 1018-мĕш çулта. Çапла вара Махмуд Кашгарий çавăн хыççăнхи тата çавăнта, Каспи таврашĕнче (çавăн пекех Хура тата Азов тинĕсĕсем енче те пулас), пурăннă сăварсемпе пăлхарсем пирки çырать. Махмуд Кашгарие ĕненес пулсан, вăл тĕлелле огур чĕлхилле пăлхарсемпе сăварсем печенегсен тата/е огузсен тата/е кыпчаксен (кумык-карачай-балкар айушкăн) чĕлхисем çине куçасси вĕçленнĕ темелле — дунайçи палхарсем те кăнтăр славяна тухнă хыççăн. Этнонимĕсем вара сыхланкаласа юлнă.>

Суваризм çуралса малалла аталанни

тӳрлет
 
Н.Я.Марр, суваризм никĕслевçисенчен пĕри

Суваризм никĕсĕсене XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче шырамалла. Тикĕс мар репутациллĕ[9][10][11][12] Н.Я.Марр академик çапла çырса хăварнă[13][14]:

<Куçару: Тем тесен те ку "Шупаш-кар", урăхла каласан шубашсемпе суварсен хули — шăпах леш хайхи Пăлхар саманисенчи хула, араб географĕсем чăваш тенине пĕлтерекен Suvār сăмахпа асăннăскер.>

Чылай вăхăт хушши академикĕн çак сăмахĕсене пит асăрхасах та кайман пулмалла. Темĕнле Аристах Сперанский 1914-мĕш çултах каланине[15] пушшех те асăрхаман пулĕ.

Кунсăр пуçне Н. А. Спасскийĕн «Очерки по родиноведению: Казанская губерния» ĕçне палăртамалла[16]. Кун пирки В. Д. Димитриев çапла çырать[17]:

<Куçару: Н.А. Спасский «Очерки по родиноведению: Казанская губерния» (1912) кĕнекере хăшпĕр хăйнеевĕрлĕ шухăшсем каланă. Вăл савар (сувар) текеннисене те пăлхарсен (болгар) шутне кĕтет, савар-чăваш ăнлавпа усă курать, пăлхарсен (болгар) чĕлхи чăваш чĕлхипе пĕр пеккине палăртать.>

Тата тепĕр цитата:

 Ашмаринĕ, Смолинĕ, Маррĕ
Пыраççĕ республикĕме.
— Яхват, — тет пĕри. — Тен, пăлхар-и?
— Шумер, — тет тепри темме.

Ку йĕркесене Петĕр Хусанкай çырнă ("Паянхи поэма", 1930)[18]. Куратпăр ĕнтĕ, кунта суваризм ÿкерĕнме ĕлкĕреймен-ха.

Акă 1944-мĕш çулта КПСС Тĕпкомĕн Тутарстанпа тутар историйĕ пирки паллă йышăнăвĕ тухать[19]. Вăл тутарлăхри мĕнпур япалана Ылттăн Уртапа çыхăнтарма чарать. Атăлçи Пăлхарпа çеç çыхăнтарма юрать имĕш. Анчах та лешĕ чăннипе чăвашсемпе çыхăннă. Çавна кура Атăлçи Пăлхар еткерне çак икĕ халăх хушшинче епле пайлас ыйту сиксе тухать. Вара хăшĕсен пуçне чăвашсене "сăвар" текеннисене тăсса парас шухăш-идея пырса кĕрет темелле. Ахăртнех, унччен Н.Я.Марр мĕн каланисене аса илсе пулас çав еннелле каллех çаврăннă.

1946-мĕш çулта, Мускавра тутар халăхĕн этногенезĕ тĕлĕшпе иртнĕ сессире, А.П.Смирнов хальхи чăвашсене Пăлхар патшалăхĕнчи эсегель тата сувар йăхĕсемпе çыхăнтармалла тенĕ; çав сессирех Н.Ф.Калинин "сувар-чăваш" çыхăну пирки каланă[5]. Тепĕ икĕ çултан А.Б.Булатов та çавнах каланă[20]. Ун пек шухăшларăшсене П.Н.Третьяков татăклăн критикленĕ[21]:

  Предполагать, что в пределах Волжской Болгарии с её оживленной торговой жизнью существовали болгары и сувары как две различные этнические группы, конечно, не приходится  

<Куçару: Суту-илÿ вĕресе тăнă Атăлçи Пăлхар тăршшĕнче пĕр-пĕринчен уйрăм икĕ этносла ушкăн — пăлхарсем тата сăварсем — пур пек кăтартма тăрăшни вырăнлă мар.>

1954-мĕш çулта украин ăславçи-арабçи "Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана" кĕнеке[22] пичетлесе кăларать. Çавăн пекех вăл, А.П.Ковалевский, çырнă е хатĕрленĕ ытти кĕнекисене те палăртмалла[23][24][25]. "Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана" кĕнеке 1964-мĕш çулта Шупашкарта тепĕр хут пичетленсе тухнă. А.П.Ковалевский асăрханă тесе шутланакан "суваз" сăмах, пĕртен-пĕр хут çеç тĕл пулаканскер, Ибн-Фадлан алçырăвĕнче ак çакăн пек контекстра палăрать:

Кунсăр пуçне, [йăхсене] вăл куçса кайма ыйтнă; "суваз" текен халăха чĕнсе илнĕ те хăйпе пĕрле куçма хушу панă. [Лешсем] ăна итлемен. Çапла вара [вĕсем] икĕ ушкăна уйрăлнă.

Çакăнта тĕл пулакан "суваз" сăмаха Ковалевскийччен "суван" пек вуланă тĕпчевçĕсем. Н.И.Егоров вара А.П.Ковалевский ăнлантарăвне хирĕçлет[26]:

<Куçару: Пăнчăна саспалли айĕнчен куçарса лартнă май ун çийĕнчи "сувар" форма "суваз" пулса тăнă. "Суваз" формăна чăннипех пулнă пек шутласан та, вăл фонетика саккунĕсем тăрăх паянхи "чăваш" формăна куçма пултарайман, мĕншĕн тесен вăтам пăлхар чĕлхинчи сăмах умĕнхи [с] сасă [ч] сасса куçаймасть, çавăн пекех вăтам пăлхар чĕлхинчи [з] сасă ([р] сасă пушшех те) чăваш чĕлхинчи [ш] сасă пулаймасть.>

Р.Х.Фахрутдинов татах та вичкĕнреххĕн хирĕçлет[27]:

<Куçару: "Суваз" йăхĕ — куçкĕрет шутласа кăларнăскер, чăвашсен несĕлĕсене тупассипе çыхăннăскер... Хăшпĕр чăваш тĕпчевçисен (В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский ...) турткаларăшĕсем; "сван" — "суваз" — "чуваш" трансформаци лингвистикăлла ансат эквилибристикăпа çыхăннă... Çавна кура аваллăхра та, паянлăхра та "суваз" шырамалли нушасем çук тата ăна "чăваш" туса хума та кирлĕ мар... "Пăлхар-сăваз" историне ăнлантарса хăшпĕр авторсем çавăн пек халапсем патне пырса тухаççĕ.>

Кунта асăннă В.Д.Димитриев, В.Ф.Каховский тата ыттисем те чăннипе суваристсем пулман, вĕсем А.П.Ковалевский гипотезине тиркевсĕр, тĕплĕ тишкерÿсĕр йышăннă е, йышăнмасан та, шел пулин те, татăклăн сирсе яман. Çавă çеç. Анчах та тиркевсĕр йышăннине кура, сисмесĕрех, хăйсен вăхăтĕнчи тата малашнехи суваризм юхăмне çирĕпленме пулăшнă. В.Д.Димитриев, А.Б.Булатов ярса панă материалсемпе усă курса, авалхи (Кавказри) савирсемпе чăвашсен тĕнĕсене танлаштарса тĕпченĕ[28][29][30]. Паллах, ку япала та суваризм "арманне" аварттарнă. Сăмах май каласан, В.Д.Димитриев "А.П.Ковалевский теорийĕ" пирки çапла калани пур[5]:

  вывод не был подкреплен и не мог быть подкреплен никакими фактическими данными. Тем не менее, необоснованная гипотеза А.П. Ковалевского, а также А. П. Смирнова оказала определенное влияние на чувашских исследователей  

.<Куçару: пĕтĕмлетĕве нимĕнле чăнлавсемпе çирĕплетмен тата çирĕплетме те пултарайман. Апла пулин те А.П.Ковалевскийĕн тата çавăн пекех А.П.Смирновăн никĕслевсĕр гипотези чăваш тĕпчевçисене витĕм кÿнĕ...>

Çавăн пек вăйăма тÿснĕ историксем хушшинче вăл çак ятсене асăнать: В.Ф. Каховский, М.Р. Федотов, В. П. Иванов, Л. А. Таймасов тата ыттисем те. Хăйне те çавăн пек вăйăма тÿснĕ историксен йышнех кĕртет[5]. Сăмах — каллех В.Д.Димитриева[5]:

  В действительности же все использованные Н.И. Ашмариным и его последователями факты свидетельствуют, что чуваши произошли от единой, сформировавшейся болгарской народности...  

<Куçару: Чăннипе Н.И.Ашмарин тата ун хыççăнхи çынсем усă курнă материалсем чăвашсем пĕрпĕтĕмĕшле пăлхар халăхĕнчен пулса кайнине çиреплетеççĕ..>

Çапла вара Василий Димитриевич хăйĕн пулса иртнĕ вăйсăрлăхне йышăннă тата кайран çакăн пирки ÿкĕннĕ теме пулать.

Суваризмăн ытти адепчĕсен шутĕнче Паньков Иван Павлович (1914-1996) чăваш историкĕн ятне асăнмалла[31].

  Взгляды И.П. Панькова на роль булгар, пришедших из Причерноморья, в формировании единой народности волжских булгар зачастую кардинально противоположны положениям, опубликованным в двух изданиях «Истории Чувашской АССР». Это несоответствие связано со сменой исторической парадигмы после проведения 21–22 мая 1956 г. Чувашским научноисследовательским институтом научной сессии, посвященной вопросам этногенеза чувашского народа. В докладах ученых были высказаны серьезные доказательства в пользу булгарского происхождения чувашей. На их основе сессия пришла к выводу о том, что чувашская народность сформировалась в результате сложного этногенетического процесса, основную роль в котором сыграла ассимиляция булгарами-сувазами местных финно-угорских племен23 <...> Несмотря на богатые материалы, свидетельствующие о родстве чувашей с булгарами, вывод автора однозначен: они «не дают основания утверждать о том, что чуваши – потомки волжских булгар»28. Ссылаясь на труды Н.Я. Марра, историк утверждает, что автохтонные «чувашские племена» именовались в эпоху Волжской Булгарии «суварами».  

<Куçару: Хура тинĕс çумĕнчен килнĕ пăлхарсен пĕрпĕтемле Атăлçи пăхарсем йĕркеленнине кÿнĕ витĕмĕ енĕпе И. П. Паньков каланă шухăшсем «История Чувашской АССР» тенин икĕ кăларăмĕнчи тĕплевсенчен кардиналлĕн уйрăлса тăраççĕ....>

Çапла вара, И. П. Паньков 1940-мĕш çулсенчи «парадигмăра» тăрса юлнă теме пулать. Чăн та, унăн кунашкал ĕçĕсем пичетленме ĕлкĕреймен. Тен, ку лайăх та.

Суваризмăн уйрăм палăрăмĕсем

тӳрлет
 
Сувар хаçатăн 2007 çулхи авăн 14-мĕшĕнчи кăларăмĕн пĕрремĕш пичĕ
  • Чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕ. Пĕрлешĕве йĕркелесе яраканĕ тата Хисеплĕ элтеперĕ: Цыпленков Ультияр (Олег).
  • suvartv, Чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕн интернет телеканалĕ[32].
  • Халăх ташшисен Шупашкарти "Сувар" ансамблĕ (балетмейстерĕ А.Н. Музыкантов)[33]. 1980-мĕш çултанпа.
  • "Суварята". Халăх ташшисен халăх ансамблĕ (1995-мĕш çултанпа), ертÿçи — И.А.Музыкантова (2006-мĕш çултанпа)[34].
  • Туса пĕтереймен "Сувар-отель"[35].
  • ООО СК СУВАР (Шупашкар хулинче)[36].
  • Сувар (парк). 1993-мĕш çултанпа.
  • Сувар (хаçат). Хусанта чăвашла тухса тăрать. Ку ят епле пуçланса кайни тĕлĕшпе акă еплерех хыпар пур[37]:

<Куçару: Вăл <,Ренат Харис,> Хусанта чăвашла "Сувар" хаçат (унчченхи "Хĕрлĕ Ялав") кăларма пуçлассин пуçаруçи пулнă тата çав хаçата ят парас тĕлĕшпе конкурса хутшăнса çĕнтернĕ.>

  • Петрова, Ираида. "Телейпе Илем". Трагеди. Професилле театрта лартнă спектакль те пулнă.
  • Сидоров, Николай. "Хÿхĕм хĕрĕн хÿхлевĕ". Трагеди. Професилле театрта лартнă спектакль те пулнă.
  • Тутарстанри чăвашсем никĕсленĕ тата халĕ те ытларах чăвашсем пурнакан Аксури "Сувар" хăна килĕ[38].
  • "Сăвар" сăмаха хăшпĕр псевдонимсенче усă курни, сăмахран Сăвар Эртиван[39] (В.Г. Родионовăн), А.Сувар[40] (Петĕр Хусанкайăн, ку псевдоним суваризмпа çыхăнсах кайман, поэт Сувар хулашĕ çывăхĕнче вырнаçнă Сиктĕрме ялĕнче çуралса ÿснине çеç меллĕн аса илтерсе çирĕплетет).

Хальхи вăхăтри суваризм (неосуваризм)

тӳрлет
Тĕп статья: Неосуваризм

Çав. пекех

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Суваризм. Эволюция vs революция Т.С.Тайманован Тĕнчери XLV филологилле ăслав конференцийĕнчи доклачĕ.
  2. ^ "Çĕтĕк Çăваç" текен ял та пур Трак районĕнче (Анчăккасси). 1927-мĕш çулччен унăн официалла чăвашла ячĕ те çаплах пулнă.
  3. ^ «Сувар» отстроился: новый бренд родился из надписей на заборе Подробнее на «БИЗНЕС Online»: https://www.business-gazeta.ru/article/351310. Порвав с неприятными ассоциациями, «#СуварСтроит» завтра отметит переименование суточной распродажей десятков квартир .
  4. ^ "Сувар" кинотеатр.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5 тата 6 Димитриев В.Д Об обосновании Н. И. Ашмариным теории болгаро-чувашской языковой и этнической преемственности // Известия Национальной академии наук и искусств Чувашской Республики. — 1996. — № 1. — С. 183—200.
  6. ^ Хазары. Крушение империи хазар и ее наследие. Приложение III. ХАЗАРСКАЯ ПЕРЕПИСКА.
  7. ^ Коковцов П. К. Еврейско-хазарская переписка в Х в. Л., 1932 с. 84-103
  8. ^ Диван Лугат ат-Турк. — сувары.рф. сайтран.
  9. ^ Хусанкай А.П. Марр Николай Яковлевич. Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  10. ^ Алпатов В.М. История одного мифа: Марр и марризм. М., 1991.
  11. ^ МАРР, НИКОЛАЙ ЯКОВЛЕВИЧ
  12. ^ Яфетическая теория по Н.Я. Марру Источник: http://vikent.ru/enc/3432/
  13. ^ Марр Н.Я. Чуваши – яфетиды на Волге. Чебоксары, 1926.
  14. ^ Салмин А.К. ЭТНОНИМ ЧУВАШИ В ЛАБИРИНТАХ ВРЕМЕНИ. Статья.
  15. ^ Сперанский, Аристарх. Казанские татары (Историко-этнографичееский очерк). Казань. Издательство: Центральная тип. Год издания:1914. (Вăлах хальхи вăхăтра пичетленсе тухнă: Сперанский, Аристарх Казанские татары / Сперанский, Аристарх – М.: Книга по Требованию, 2012. – 31 с. ISBN 978-5-458-10450-0Ак кунта пăхăр тата.)
  16. ^ Спасский Н.А. Очерки по родиноведению: Казанская губерния. Казань: Тип. М.А. Голубева, 1912. С. 213—236.
  17. ^ Димитриев В.Д. Чувашский народ в составе Казанского ханства: Предыстория и история / сост. Д. В. Басманцев. — Издание второе. — Чебоксары: Чуваш, кн. изд-во, 2018. — 190 с. // 18-19 с. ISBN 978-5-7670-2674-6
  18. ^ Хусанкай, Петĕр. Суйласа илнисем. Иккĕмĕш том. Шупашкар, 1970. — С.22.
  19. ^ Измайлов И.Л. Постановление ЦК ВКП(б) "О состоянии и мерах улучшения массово-политической и идеологической работы в Татарской партийной организации" от 9 августа 1944 г. или как изучение истории Золотой Орды стало “ошибкой националистического характера”.
  20. ^ Происхождение казанских татар: Материалы научной сессии. — Казань, 1948. — С. 104, 148 тата ыттисем.
  21. ^ О происхождении чувашского народа: Сб. статей. — Чебоксары,1957. — 132 с.
  22. ^ Ковалевский А. П. Чуваши и булгары по данным Ахмеда Ибн-Фадлана. — Чебоксары: Чуваш. гос. изд-во, 1954. — 64 с.
  23. ^ Путешествие Ибн-Фадлана на Волгу / [Перевод и комментарии А. П. Ковалевского.] Под редакцией И. Ю. Крачковского. — М-Л.: Изд. Академии наук СССР, 1939.
  24. ^ Ковалевский А. П. О степени достоверности Ибн-Фадлана // Исторические записки. — 1950. — Т. 35. — С. 265-293.
  25. ^ Ковалевский А. П. Книга Ахмеда ибн-Фадлана о его путешествии на Волгу в 921—922 гг. — Харьков, 1956.
  26. ^ Егоров Н. И. Примечания // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 60.
  27. ^ Фахрутдинов Р.Г. О степени заселенности булгарами территории современной Чувашской АССР. - Вопросы этногенеза тюркоязычных народов Среднего Поволжья. Казань 1971, стр. 197-198. — Цитатăланă вырăн.
  28. ^ Булатов А. Б. Параллели в верованиях древних суваров и чувашей / А. Б. Булатов, В. Д. Димитриев // Учёные зап. ЧНИИ. — Чебоксары, 1962. — Вып. 21. — С. 226—236.
  29. ^ Димитриев В. Д. Параллели в верованиях древних суваров и чувашей // Учёные записки ЧНИИ. — Чебоксары, 1981. — С. 226—236.
  30. ^ Параллели в верованиях древних суваров и чувашей.
  31. ^ Охотникова С. В. ПРОБЛЕМЫ СРЕДНЕВЕКОВОЙ ИСТОРИИ ЧУВАШСКОГО НАРОДА В ТРУДАХ И.П. ПАНЬКОВА // ЧГВ, 2020 г., № 15 2021 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. — С.61-74
  32. ^ Сувар интернет-телеканал.
  33. ^ Ансамбль народного танца «Сувар» отметил свой 35-летний юбилей.
  34. ^ Автономное учреждение «Республиканский центр народного творчества «ДК тракторостроителей» Минкультуры Чувашии»(ĕçлемен каçă)
  35. ^ НЕДОСТРОЕННЫЙ «СУВАР-ОТЕЛЬ» ВЫСТАВЛЕН НА ПРОДАЖУ.
  36. ^ Интернетра пĕлтерни.
  37. ^ Новости » 15:20 Завтра состоится творческий вечер заслуженного деятеля искусств Республики Татарстан Рената Хариса. 00:00 12 февраля 2002 г. — Официальный портал органов власти Чувашской республики.
  38. ^ "Сувар" хăна килĕ.
  39. ^ Сăвар Эртиван (Виталий Григорьевич Родионов)
  40. ^ П.Хусанкай. Элкел районĕн сайчĕ. 2018 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет