Первомайски (Патăрьел районĕ)
Первомайски, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен Аслă Арапуç ятлă пулнă. Пăла юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă.
Первомайски
|
Ялта шкул, ача-пăча вулавăшĕ, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ, МТС, аптека пур.
Истори
тӳрлетЯла никĕслекенĕсем халĕ Вăрмар районне кĕрекен Арапуç ялĕнчен пулнă. Яла XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче-XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Яла никĕсленĕ вăхăтра ку тăрăхра Именкасси, Тикеш, Нăрваш Шăхаль, Тури Чакă, Пăлапуç Пашьел, Пӳртлĕ ялĕсем ларнă.
Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпĕрнин астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 111 килте 333 арçын, 346 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулхи перепись тăрăх вара кунта 248 килте 728 арçын, 709 хĕрарăм пурăннă. Хут пĕлекенсен кил-йышсен шучĕ 62 пулнă.
1920 çулхи утă уйăхĕн 30-мăшĕччен Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку пĕтĕм тапхăрта ял Турхан вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн, салана Первомайски ята парсан, Первомайски районне кĕнĕ. 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[1].
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетЯлта аптекăна 1937 çулта уçнă. 1937-1959 çулсенче район аптеки пулнă, каярахпа участок аптеки пулса тăнă.
Аптека пульницăна, фельдшер-аккушер пункчĕсене эмелсемпе тивĕçтерет.
Экономика
тӳрлетАслă Арапуç райпромкомбиначĕ — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче малтан вырнаçнă комбинат. Упус завочĕ çинче никĕсленĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронта туртаракан лашасем валли çунасемпе урапасем ăсатнă.
Каярахпа 4 цех йĕркеленĕ пулнă: упус, йывăç касакан, кирпĕч, рогожтĕрлекен цехсем.
1958 çулта пĕтернĕ. Ĕç хатĕрĕсене Шăхач йывăç комбинатне куçарнă.
Паллă ентешсем
тӳрлет- Горшков Николай, чăваш сăвăçи.
- Давыдов-Анатри Василий Иванович, чăваш сăвăçи.
- Деверинская Александра Тимофеевна, спортсменка.
- Исмуков Николай Аверкиевич, чăваш сăвăçи.
- Митта Василий Егорович, чăваш сăвăçи.
- Митта Иван Егорович, чăваш çыравçи, тăлмачĕ.
- Митта Ирина Вингеровна, чăваш тăлмачĕ.
- Митта Николай Егорович, чăваш сăвăçи.
- Митта Пётр Егорович, чăваш çыравçи, драматургĕ.
- Митта Яков Егорович, чăваш сăвăçи.
Çавăн пекех пăхăр
тӳрлетВуламалли
тӳрлетСтатьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Каçăсем
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)