Аслă Арапуçри МТС

Аслă Арапуçри МТС 1939 çулта Первомайски районне туса хунă хыççăн йĕркеленĕ. Пĕрремеш директорĕ Козлов Арсентий Аверкиевич пулнă. Вăл «Пĕрлешер» Турхан машин юлташлăхне туса хураканĕ пулнă. Çĕнĕ МТС ĕçне пулăшас енĕпе Патăрьел МТСĕ самай пулăшӳ кӳнĕ. Вăл 10 трактор, специалистсене уйăрса панă.

1939 çулсенче Первомайски районĕнчи уйсенче Патăрьел тракторĕсем ĕçленĕ. 1940 çултанпа вара Первомайски МТСĕ уйĕсенче хăйĕн тракторĕсемпе ĕçлеме пуçланă.

МТС директорĕ вырăнĕнче тĕрлĕ вăхăтра Желтухин Василий Васильевич (1941-1944), Павлов Василий Павлович тата ыттисем ĕçленĕ.