Митта Иван Егорович

Митта Иван Егорович, — чăваш прозăçи, тăлмачĕ. 1914 çулта Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă. 1943 çулта вăрçăра пуçне хунă. Митта Ваçлейĕн (1908-1957) шăллĕ.

Иван Митта
Иван Егорович Митта
Çуралнă чухнехи ят: Иван Егорович Митта
Суя ятсем: Иван Ара[1]
Çуралнă вăхăт: 1914
Çуралнă вырăн: Аслă Арапуç ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Патăрьел районĕ, Чăваш Ен)
Вилнĕ вăхăт: 1943
Вилнĕ вырăн: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи хирĕнче
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи тата сăвăçĕ
Жанр: калав
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Кулăшла калавсем çырнă. Вĕсене «Капкăн» журналта пичетленĕ.

Вырăс тата чикĕ леш енчи çыравçăсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Куçарăвĕсем «Сунтал» журналта пичетленнĕ. Уйрăм кĕнекепе вăл куçарнă Жюл Вернăн «Капитан Грант ачисем» тухнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Волков, Н. Митта Петĕрне асăнса – уяв / Н. Волков // Авангард (Патăрьел р–нĕ). – 2000. – 19 кăрлач.
  • Илпек, М. Митта Петĕрĕ / М. Илпек // Тăван Атăл. – 1980. – № 1. – С. 79–80.
  • Макаров, В. Миттасем / В.Макаров // Авангард (Патăрьел р–нĕ). – 1996. – 2 утă.
  • Митта Петĕрĕ// Ялав. – 1970. – № 1. – С. 22.
  • Ялгир, П. Миттасем / П. Ялгир // Хыпар. – 2000. – 12 юпа.
  • Ялгир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялгир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
  • Никитин, В. Иван Мучи и “колючие” рассказчики // Никитин, В. Чувашский рассказ / В. Никитин. – Чебоксары, 1990. – С. 114–127.
  • Тимуков, А. Н. Митта Петр Eгорович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 271.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Жюль Верн. Грант капитан ачисем. [Чăвашла куçару.] Шупашкар, 1941. — 1 С.

Каçăсем

тӳрлет