Аслă Арапуç культура çурчĕ

Аслă Арапуç культура çурчĕ, — Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ.

1989 çултанпа хальхи вăхăтчен культура çурчĕн ертӳçи вырăнĕнче Фролов Валерий Васильевич ĕçлет. Вăлах «Шуçăм» фольклор ансамбльне ертсе пырать.

Истори тӳрлет

Ялта клуба 1935 çулта уçнă. Клуб директорĕ вырăнĕнче тĕрлĕ вăхăтра Кочетков Пётр Иванович, Салмин Михаил Константинович, Реймов Василий Михайлович тата ыттисем ĕçленĕ.

1952 çулта колхоз культура çуртне уçнă. Унта Степанов Яков Михайлович, Иванова Евдокия Андреевна ĕçленĕ. 1965 çулта колхоз культура çуртне хупнă.

1980 çулта икĕ хутлă, 600 вырăнлă çĕнĕ çурта хăпартса лартнă. Унта çĕнĕрен культура çуртне уçнă.