Аслă Арапуç ял вулавăшĕ

Аслă Арапуç ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче вырнаçнă вулавăш.

2005 çулта кунта 18 293 кĕнеке упраннă, пурĕ 1430 çын вулама çӳренĕ. Вуламалли тата абонентсен пӳлĕмĕсем пур.

Истори

тӳрлет

Ял вулавăшне 1939 çулта уçнă. Пĕрремеш заведующийĕ вырăнĕнче Çăл Атăк ялĕнче çуралнă Остроумова Е.У. пулнă. Вăл ятарлă пĕлӳ илнĕ пулнă.

1946 çулта вулавăш сурчĕ çунса кайнă. Унти пĕтĕм кĕнеке çунса кĕлленнĕ, алăра пулнă кĕнекесем çеç упранса юлнă пулнă. 1957 çулхи кĕркунне икĕ хутлă çурта уйăрса панă, анчах та вăл вулавăш валли хатĕр пулман.

1962 çулта çĕнĕ çурт уйăрнă.

Çавăн пекех пăхăр

тӳрлет