Н.И.Ильминскийĕн педагогика системи
Н.И.Ильминскийĕн педагогика системи — Н.И.Ильминский тивлечĕпе XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче теори енчен концепциленсе йĕркеленнĕ тата пурнăçа кĕнĕ педагогика системи, ăна Раççей империйĕнче, чăн малтанах унăн хĕвелтухăç енче, пурнакан тĕне кĕне (крешшĕн) вырăс мар халăхсем тĕлĕшпе усă курнă; система мĕн 1917-мĕш çулчченех, импери арканиччен, вăйра тăнă[1][2].
Вăтам Азипе Казахстанра, унта тĕне кĕнĕ вырăс мар çынсем сахаллипе, Н. И. Ильминский системипе туллин усă курма май пулман[3].
Çавăн пекех ку ăнлава урăхларах калани-асăнни те пулать — Н.И.Ильминскийĕн миссионерла-çуттатуртаслăхла системи[4].
Умистори
тӳрлетУмистори тесе XVIII ĕмĕрте Раççей империйĕнчи вак халăхсен ачисем валли, вĕсенчен малашне православи тĕнĕн ĕçлевçисем тăвас шутпа, уçнă православилле-миссионерла шкулсене те калама пулать. Унашкал шкулсене ун чухне Çĕнĕ крешшĕнсен шкулĕсем тенĕ.
1750-1773-мĕш çулсенче Çĕнĕ крешшĕн шкулĕсенчен 2970 çын вĕренсе тухнă, вăл шутра 1135 чăваш, 923 тутар, 566 çармăс, 21 пушкăрт тата ыттисем те. Малтан ахаль хресчен ачисем пулнă пулсан, каярах, XVIII ĕмĕр вĕçнелле, унта вырăс маррисенчен тухнă тĕн çыннисен (пупсен, тиеччуксен...) ачисем ытларах лекме пуçланă.
1800-мĕш çулхи июнĕн 6-мĕшĕнче Павел I патша Çĕнĕ крешшĕн шкулĕсене хупасси пирки Указ кăларнă.
Çапах та чăннипе вырăс мар халăхран тухнă ачасене вĕрентесси, вăл шутра тăван чĕлхепе усă курасси те, кунпа вĕçленмен.
Анлăрах контекстра пăхса, Н.И.Ильминскийĕн педагогика системин умисторийĕсенчен пĕрин шутне, акă, Оренбургри чикĕри казах шкулне (1850-1869) кĕртмелле, туллинрех ăна Оренбургри Чикĕ комиссийĕ çумĕнчи казах шкулĕ тенĕ[5]. Вăл шкултан каярах Николай Ивановичăн чи паллă вĕренекенĕсенчен пĕри пулса тăнă Ибрай Алтынсарин (1841-1889) тухнă. Асăннă шкула хупни И. Н. Ильминские, ытти сăлтавсемпе пĕрле, пăшăрхантрнă, ютйăхсене вĕрентесси тĕлĕшпе малалла шутлама хистенĕ.
Н.И.Ильминскийĕн педагогика системи
тӳрлет1860-мĕш çулсен варринче ютйăхсене епле вĕрентесси тĕлĕшпе дискусси хĕрсе çитнĕ. Н. И. Ильминский тата унпа пĕр шухăшлисем (П.Д.Шестаков, М.М.Зефиров, Н.И.Золотницкий) вĕрентнĕ чухне малтан тăван чĕлхепе усă курмалла тенĕ. Вĕсен оппоненчĕсем апла тума юрамасть тесе çирĕплетнĕ. Юлашкинчен малтанхисем çиеле тухнă.
Санкт-Петербургри аслă тÿре-шара, — малтан Д. А. Толстой, каярахпа К.П.Победоносцев та, — çакăнпа килĕшнĕ хыççăн, асăннă çул-йĕр тĕпре пулса тухнă, ăна ятарлă саккунпа та çирĕплетнĕ. Саккунĕн ячĕ ак çапла: “Правила о мерах к образованию населяющих Россию инородцев” (1870-мĕш çул, мартăн 26-мĕшĕнче йышăнса çирĕплетнĕ)
Н. И. Ильминский системине тапăнакансем нумай пулнă. Апла пулин те ăна, мĕн 1917-мĕш çулчченех, хÿтĕлесе хăварма май килнĕ. Кунта чăвашсен мухтавлă çуттатуртавçин Яковлев Иван Яковлевичăн тÿпи çав тери пысăк. Акă пĕр тĕслĕх.
1904-мĕш çул хыççăн Раççей императорĕ-патши Иккĕмĕш Николай Софья Чичерина çырнă кĕнекепе[6] паллашать. Вара вăл унта çырса кăтартнă фактсене тĕрĕслеме тесе А.С. Будилович текен çынна ятарласа командировкăна ярать. 1905-мĕш çулхи май уйăхĕнче император çав тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашма Канашлу ирттерет. Канашлура хайхи кĕнеке авторĕ Софья Чичерина та пулнă. Çапла вара, патша хăй ертсе пынă Канашлу Н. И. Ильминский идейисене сыхласа хăварма йышăнать. Вăл шутра 1870-мĕш çулхи мартăн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ йĕркевсене те.
Мĕнре-ха кунта И. Я. Яковлевăн тÿпи? Вăл хайхи Софья Чичеринана леш кĕнекене çырма хавхалантарса тăнă, унпа пĕрле, тăранттас çине ларса, çулçӳревсенче те пулнă[7]. Асăнакан С. В. Чичерина, А. А. Бобровникова качча тухнă хыççăн, И. Я. Яковлевăн тăванĕ те пулса тăнă (унăн арăмĕпе лешĕн упăшки — пĕртăвансем).
Вĕрентнĕ чухне малтанхи вăхăтра тăван чĕлхепе усă курассине палăртнă пулин те, Н. И. Ильминскийĕн педагогика системи вырăс мар халăхсене вырăслатас тĕллеврен пăрăнман, — чăн та асăннă тĕллеве хăçан пурнăçласси пирки калани çук унта; хуть те мĕнле пулсан та, халăхсен чĕлхисене аталантарасси еннелле ăнтăлма та, калаçма та юраман[8][9][10][11].
Вырăсланăва хирăçле нимĕнле шăв-шав та, нимĕнле ĕç-пуç та официаллăн йĕркелеме май пулман. Енчен те камăн та пулин ку тĕлĕшпе чун ыратăвĕ пулсан, вăл хайĕн çав шухăшне, тен, урăхларах калăппа, тĕпрен илсен, леш кирлĕ вырăслату еккипех, калăплама пултарнă пуль. Çавă çеç. Унтан ытла мар.
И. Я. Яковлев каланинчен (1905-мĕш çулхи январĕн 29-мĕшĕ)[12]:
Инородцы должны прочно войти в великую семью русского народа, но войти в неё не пасынками, а равноправными детьми. Должен слиться с русскими не тот остаток их, который уцелеет после процесса их исчезновения путём перехода в магометанство, а через это и отатаривание, но, насколько это возможно, вся их масса. Они должны... составить с ним одно органическое нераздельное, неразъединимое целое... |
< Куçару: Ютйăхсем вырăс халăхĕн аслă килйышне çирĕппĕн кĕме тивĕç, анчах та тăван мар ачасем пек мар, пĕр таннисем пек. Ислама куçса тутарланнă хыççăнхи шеллевлĕ юлашкисем мар, май килнĕ таран пĕтĕм йышпа вырăссемпе пĕрлешсе каймалла. Вĕсем унпа... меллĕ, уйрăлми тата пайланми пĕрпĕтĕмлĕх пулса тăмалла...>
Сăмах май каласан, 1870-мĕш çулхи мартăн 26-мĕшĕнчи йĕркевсемпех, белоруссем тата украинсем тĕлĕшпе тăван чĕлхепе малтанлăха усă курма та ирĕк пулман[11]. Мĕншĕн тесен Н. И. Ильминскийĕн системи вĕсене пырса тивмен. Мăссăльмансене те, паллах, пырса тивмен, анчах та кусен енĕпе унашкал чару палăртман.
Системăна пурнăçа кĕртессишĕн ĕçленĕ вĕрентевçĕсем хатĕрленĕ шкулсем
тӳрлетХăлăпкасем ăшĕнче вĕрентÿ йĕркелĕмĕ хăш çулсенче ĕçленине кăтартнă, Н. И. Ильминский системи пăрахаçа тухнă вăхăтсемлĕ тапхăра уйрăммăн кăтартнă (инерцие пула хăш чухне 1917-мĕш çул хыççăн та кăштах ĕлĕкхиллех вĕрентме пултарнă тесе шутламалла).
Ку йыша православипе çыхăнман вĕрентÿ тытăмĕсем (сăмахран, Хусанти тутар вĕрентевçисен шкулĕ[13], 1876-1917), кĕмеççĕ, паллах.
- Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ (1863-1918, 1918-1930)
- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ (1868-1919, 1919-1956).
- Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ (1872-1918, ?)
- Уньжăри çармăс тĕп шкулĕ (1871-?, ?)
- Карлыганти удмурт тĕп шкулĕ (1883-1918, малалла тĕрлĕ кĕçĕн статуссемпе паянхи кунчченех ĕçлет)
- Бирскри ютйăхсен вĕрентевçисен шкулĕ (1882-1920, 1920-1956)
- Оренбургри казах вĕрентевçисен шкулĕ (1883-1921, 1921-?)[14]
Вуламалли
тӳрлет- Победоносцев К.П. Н.И. Ильминский. СПб., 1892 («Русский вестник» журналтан уйрăм оттиск. 1892. Февр.);
- Яковлев И.Я. Мой учитель Николай Иванович Ильминский // Моя жизнь. Воспоминания. М., 1997.
- Филимонов Д.Ф. О Николае Ивановиче Ильминском. На чувашском языке. Казань, 1893. (Асăннă кĕнекери тĕрленчĕке 1984-мĕш çулта Шупашкарта Чăваш кĕнеке кăларавăшĕнче тухнă "Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том" кăларăмра кĕскетсе пичетленĕ).
- Элли Илле. Кам вăл Ильминский? — "Хыпар" хаçат, 1998, утă, 22.
- Материалы по истории образования и просвещения народов Волго-Уралья в рукописных фондах Н.И.Ильминского. Сборник документов и материалов / Авторы-составители: Р.Р.Исхаков, Х.З.Багаутдинова. – Казань: Институт истории им. Ш.Марджани АН РТ; Изд-во «ЯЗ», 2015. – 620 с.
Каçăсем
тӳрлет- Профессор Н.И.Егоров. Выступление на чувашском языке (Круглый стол, посвященный к 195-летию со дня рождения Н.И. Ильминского, 120-летию Н.Н. Поппе и 145-летию К.П. Прокопьева). Чăвашла.
- Сергей Щербаков: Миссионерско-просветительская система Н.И. Ильминского и чуваши: две стороны одной медали
- Agabazar: Сумбур вместо гармонии // Чăваш халăх сайчĕ.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Павлова, Алевтина Николаевна. автореферат диссертации по истории, специальность ВАК РФ 07.00.02 диссертация на тему: Система Н. И. Ильминского и ее реализация в школьном образовании нерусских народов Востока России
- ^ Исхакова Н. Е. Педагогическая система Н.И. Ильминского 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Сайфулмаликова Сабира Сабытхановна, Садыкова Асем Кайратовна. РОЛЬ Н.И. ИЛЬМИНСКОГО В ОТКРЫТИИ ТУРКЕСТАНСКОЙ УЧИТЕЛЬСКОЙ СЕМИНАРИИ И ОРЕНБУРГСКОЙ КИРГИЗСКОЙ УЧИТЕЛЬСКОЙ ШКОЛЫ
- ^ Яушкина, Наталья Николаевна. МИССИОНЕРСКО-ПРОСВЕТИТЕЛЬСКАЯ СИСТЕМА Н. И. ИЛЬМИНСКОГО В XIX – ХХ ВВ. — 18.05.2016 20:44
- ^ Тажибаев, Тулеген. Казахская школа при Оренбургской пограничной комиссии. - Алма-Ата, 1961
- ^ Чичерина С. В. У приволжских инородцев : путевые заметки. - СПб., 1905.
- ^ Гусаров Ю. В. Чичерина Софья Васильевна — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Нововведения Н.И. Ильминского
- ^ История СССР с древнейших времен до наших дней. Т. 5. Развитие капитализма и подъём революционного движения в пореформенной России. Издательство "Наука", Москва, 1968. // С.434.
- ^ Елена Сергеевна Данилко, д.и.н., профессор РАН, главный научный сотрудник Института этнологии и антропологии РАН. «Через многообразие - к единству»(ĕçлемен каçă) — Сайт: Российское общество "Знание", 28.10.2018
- ^ 1 тата 2 Газгиреева Л. Х. [История педагогики и образования. Государственная педагогика России. Монография. Второе издание. Москва, Изд-во "Юрайт", 2019. — С.74.
- ^ Иван Яковлевич Яковлев. Фотоальбом. Ссотавители И. И. Одюков и Ю. И. Богдяж. Чебоксары, 1971 (ку кĕнекере страницăсене нумерацилемен).
- ^ Казанская татарская учительская школа. Документы 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. // Тутарстан республикин архивĕсем.
- ^ Аминов Т. М. ОРСКО-ОРЕНБУРГСКАЯ КАЗАХСКАЯ УЧИТЕЛЬСКАЯ ШКОЛА 2019 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.. // Башкирская энциклопедия.