Карлыганти удмурт тĕп шкулĕ
Карлыганти удмурт тĕп шкулĕ — Карлыган ялĕнче (халĕ Марий-Эл республикинчи Мари-Турек районĕнчи Аслă Карлыган, çармăсла Кугу Карлыган, удмурт чĕлхипе епле калани паллă мар) Н.И.Ильминскийĕн педагогика системине пурнăçа кĕртме вĕрентевçĕсем те хатĕрлес тĕллевпе 1883-мĕш çултанпа ĕçленĕ шкул[1]. Шкулăн вырăсла ятĕнче «удмуртская» мар, «вотская» тенĕ.
Ку шкула уйрăммăн (ятарлăн) пăхса тухма хистекенни — унăн ятĕнче «тĕп» текен сăмах пурри (1890-мĕш çултанпа[2]). Çапла вара вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ, Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕ, Хусанти ютйăхсен вĕрентевçисен семинарийĕ йышши вĕрентÿ йĕркелĕмĕсемпе юнашар тăрать темелле[3].
Истори
тӳрлетШкула никĕслевçи — Кузьма Андреевич Андреев. Уçнă вăхăт — 10.10.1883. Чи пирвайхи çул: 67 вĕренекен: 57 арçын ача тата 10 хĕрача, вĕсенчен 52 удмурт. 1890-мĕш е 1991-мĕш çулта шкул ячĕ çумне «тĕп» сăмаха хушса хунă. 1894-мĕш çулта икĕ класслă шкул ятне илнĕ те хăйех тÿрех вĕрентевçĕсем хатĕрлеме тытăннă. 1918-мĕш султа ахаль пуçламăш шкул пек тăрса юлнă. 1925-мĕш çултанпа тулли мар вăтам шкул. Хальхи вăхăтра кунта, 1954-мĕш çултанпа — вăтам шкул. Кузьма Андреевич Андреев ячĕпе хисепленет.
Вуламалли
тӳрлет- Материалы по истории образования и просвещения народов Волго-Уралья в рукописных фондах Н.И.Ильминского. Сборник документов и материалов / Авторы-составители: Р.Р.Исхаков, Х.З.Багаутдинова. – Казань: Институт истории им. Ш.Марджани АН РТ; Изд-во «ЯЗ», 2015. – 620 с.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ История образовательного учреждения 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ. — Сайт: МБОУ «Карлыганская СОШ»
- ^ Большой Карлыган (Старый Карлыган), деревня
- ^ Исхаков Р. Р. СТРАНИЦЫ ИСТОРИИ КАЗАНСКОЙ УЧИТЕЛЬСКОЙ (ИНОРОДЧЕСКОЙ) СЕМИНАРИИ — ЖУРНАЛ Вестник Казанского государственного университета культуры и искусств 2015
Каçăсем
тӳрлет- Карлыган, удмурты из Марий Эл(ĕçлемен каçă)
- Публикации — Сайт "Тюркско-татарский мир".