Крешшĕнсем

Крешшĕнсем (тут. керәшеннәр, керәшен татарлары, выр. кряшены) — Атăлпа Урал хушшинчи тутарсен йышĕнчи тĕнпе, çавна май йăла-йĕркепе те, уйрăлса тăракан этноконфесси ушкăнĕ, православие тытса пыраççĕ, ытларах Тутарстанра, кăштах Удмурти Республикинче, Пушкăрт Республикинче тата Челепи облаçĕнче пысăк ушкăнсемпе пурăнаççĕ.
Крешшĕнсем | |
Тăван ячĕ |
Кряшенсем Керәшеннәр |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: 34822 çын (2010 çулхи çыравра хăйсене крешшен нацине кăтартнисем)[3]
![]() | |
Чĕлхе | тутар чĕлхи, вырăс чĕлхи |
Тĕн | Православи |
Кĕрет | тутарсем |
Этнос ушкăнĕсем | нагайбаксем[4] |
Асăрхаттару: анлăрах пĕлтерĕшпе чăваш чĕлхинче крешшĕн тесе тĕне кĕнĕ хуть те мĕнле çынсене те калаççĕ.
Нагайбаксем те хăйсене крешшĕнсем теççĕ[5].
Крешшĕнсем епле пулса кайни Тӳрлет
Йышĕ тата вырнаçни Тӳрлет
2002 çулхи Раççейри халăх çыравĕпе 24668 кряшен шутланнă. Вĕсенчен чылайрахăшĕ (18760 çын) Тутарстанра пурăннă. Кряшенсем çаплах нумай йышпа Пушкăрт Республикинче (4510 çын) тата Удмурт Республикинче (650 çын) вырнаçнă.
|
Кряшенсен антропологи тĕсĕсем Тӳрлет
Чĕлхе тата алфавит Тӳрлет
Чĕлхепе кряшенсене тăватă ушкăна уйăраççĕ:
- Анат Камаçум кряшен пуплевĕ;
- хусан лешьен кряшен пуплевĕ;
- чистай кряшен пуплевĕ;
- молькей кряшен пуплевĕ.
Пичетпе литература Тӳрлет
Хаçатсем Тӳрлет
- «Сугыш хабарляре» (Военные известия; 1915—1917. Редактор — П. П. Глезденев)
- «Дус» (Друг; нарăс, 1916—1918. Редактор — С. М. Матвеев)
- «Кряшен газеты» (Кряшенская газета; кăрлач, 1917 — утă, 1918. Редактор — Н. Н. Егоров)
- «Алга таба» (Вперёд; кăрлач—ака, 1919. Редактор — М. И. Зубков)
- «Кызыл алям» (Хĕрлĕ ялав; юпа, 1919 — кăрлач, 1921)
- «Киняш» (Совет; авăн, 1922 — раштав, 1929)[6].
- «Керэшен сузе» (Слово кряшен; нарăс, 1993—2002)[7][8]
- «Туганайлар» (Родные мои;2002-па)[9]
- Кряшенские известия 2009-па)[10]
Журналсем Тӳрлет
- «Иген игуче» («Хлебороб») (çĕртме-утă 1918).
- «Белемнек» («Знание») (авăн, 1921 — кăрлач, 1922).
- «Туганайлар» («Братья»).
Илемлĕ литература Тӳрлет
XIX ĕмĕрти чи паллă сăвăçĕ — Яков Емельянов, халăхра ăна «Якку юрăç» тенĕ. Сăвă хайлама вăл Хусанти тĕп кряшен-тутар шкулĕнче вĕреннĕ чухнех пуçланă. Поэт икĕ сăвă пуххине хатĕрленĕ, вĕсене «Стихи на крещёно-татарском языке. Дьякон Я. Емельянов стихлары» ятпа 1879 çулта пичетленĕ. Çаплах Давид Григорьев (Саврушевский), Дарҗия Аппакова, Н. Филиппов, А. Григорьев, В. Чернов, Гаврила Беляев çыравçăсем пулнă.
Культура Тӳрлет
Этнографсем палăртнипе, чĕлхе тата этеплĕх йалипе пиллек этнографи ушкăна уйăраççĕ:
- хусан-тутар,
- алапӳ,
- молькей,
- чистай
- нагайбаксем
Асăрхавсем Тӳрлет
- ^ 1, 2, 3 тата 4 Всероссийская перепись населения 2010 года. Официальные итоги с расширенными перечнями по национальному составу населения и по регионам.: см.
- ^ Итоги национальной переписи населения 2009 года. Национальный состав, вероисповедание и владения языками в Республике Казахстан
- ^ ВПН-2010
- ^ Нагайбаки - кто они? // Администрация Нагайбакского муниципального района
- ^ Кто же вы, нагайбаки?
- ^ 1924 çулхи нарăс-ака тапхăрĕнче «Киняш» вырăнне пĕр ятлă журналăн виççĕ номерĕ тухнă.
- ^ https://archive.is/20120713093328/kazan.eparhia.ru/temples/kazan/tihvinskajazercov/
- ^ http://www.anco-rt.ru/index.php?i=4&k=120 Архивленĕ 4 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- ^ http://www.kryashen.ru/rus.php?nrus=2&id=62
- ^ http://kryashen-info.ru/ru/newspaper/82(ĕçлемен каçă)
Çавăн пекех Тӳрлет
- Нагайбаксем — крешшĕн православи этнос ушкăнĕ
- Хусан тата Тутарстан епархийĕ — Вырăс Православи Чиркĕвĕн Мускав Патриархин Хусан епархийĕ
- Удмурт çырулăхĕ (Николай Ильменскин)
Каçăсем Тӳрлет
- Кряшенсен чун-чĕм миссийĕ
- Раççей кряшенĕсен сайчĕ(ĕçлемен каçă)
- Кряшен халăхĕн этно-этеплĕх проекчĕ
- Кряшенсем: правасăрлăхран хăйсен палăртăвĕ патне Архивленĕ 6 Нарӑс уйӑхӗн 2012 çулта.
- Кряшенсен этно-этеплĕ уйрăмлăхĕ
- Народная одежда молькеевских кряшен
- Тутарстанăн православи йăлинчи кряшенсем хăйсен правине хĕстернипе хумханаççĕ Архивленĕ 4 Пуш уйӑхӗн 2016 çулта.
- Кряшен ыйтăвĕ Тутарстанра: кун-çулĕ тата хальхи пурнăç, 2006
- Раççей кряшенĕсен пĕрлешĕвĕ: "Тутар халăхĕ - искусствăллă туса хунă этнос"